Республикӑра
![]() dzen.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 17 сехет те 59 минутра Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ҫутпылӑх ялӗ ҫывӑхӗнче сурӑхсен кӗтӗвӗ машина айне лекнӗ. Ҫакӑ регистратор ҫине лекнӗ. Регистраторпа пыракан водитель ҫулпа чупакан сурӑхсене асӑрханӑ. Хирӗҫ килекен машина водителӗ вара курса ӗлкӗреймен. Вӑл сурӑхсем ҫине кӗрсе кайнӑ. Темиҫе выльӑх вилнӗ. Сурӑхсем ҫул ҫинче мӗн тунӑ? Вӗсене кам кӑларса янӑ? Паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юр 5 сантиметр хулӑнӑш ҫунӑ пулсан та хӗл ларасса кӗтмелле мар-ха. Чӑваш Ене каллех ӑшӑ таврӑнать. Ыран кӑнтӑрла ҫумӑр ҫӑвӗ, тӗтре карса илӗ. Термометр 2-7 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Эрне варринче тата ӑшӑтӗ, уяртӗ, сывлӑш 10-15 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ. Кӗҫнерникун та ӑшӑ, ҫиллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Эрне вӗҫнелле сивӗтме пуҫлӗ. Эрнекун ҫумӑр ҫӑвӗ, канмалли кунсенче антициклон хуҫаланӗ, 2-7 градус ӑшӑ пулӗ. Шӑматкун уяр тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 9111.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм 400 пин тенкӗ таран пухӑннӑ. 39 ҫулти арҫыннӑн 2016 ҫултанпа шалӑвӑн пӗрре тӑваттӑмӗш пайне ачишӗн тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл сӑлтавсӑрах ҫакна пурнӑҫламан. Куншӑн ӑна административлӑ майпа явап та тыттарнӑ. Анчах тӳрӗ ҫул ҫине кун хыҫҫӑн та тӑман – алимента ҫаплипех тӳлемен. Парӑм нумайлансан арҫынна суд тунӑ. Ӑна 4 уйӑх тӳрленӳ ӗҫне янӑ, шалӑвӗн 5 процентне патшалӑх валли тытса юлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moneyman.ru сайтри сӑн 18 ҫулти студент, Шупашкарта аслӑ шкулта вӗренекенскер, полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл каланӑ тӑрах, Ватсапра ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер банк ӗҫченӗ имӗш. Вӑл каланӑ тӑрӑх, каччӑ ячӗпе такам кредит илесшӗн, ҫавӑнпа хӑйӗн кредит илсе ку ӗҫе пӑчлантарма пулӑшмалла имӗш. Каччӑна телефонӗ ҫине ятарлӑ сарӑм вырнаҫтарма хушнӑ. Ҫапла ултавҫӑсем унӑн онлайн-банкӗпе усӑ курнӑ, ҫамрӑк ячӗпе 100 пин ытла тенкӗ кредит илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер 10 сехет иртсен Ҫӗмӗрлепе Пӑрачкав хушшинче, Вырӑс Улхаш ялӗ ҫывӑхӗнче, икӗ машина ҫапӑнсан икӗ ҫын вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкаври 50 ҫулти арҫын ВАЗ-2110 машинӑпа хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Нивӑпа» ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина водителӗ тата «Нивӑри» пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. «Нивӑн» 39 ҫулти водительне пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл йывӑр аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() ptoday.ru сайтри сӑн Пирӗн планета еннелле магнит тӑвӑлӗсем ҫывхараҫҫӗ. Ҫанталӑка пула хӑйсене япӑх туякансен ҫакна чӳк уйӑхӗн варриччен чӑтма тивӗ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, тӑвӑлсем чӳкӗн 14-мӗшӗнче кӑна пӗтӗҫ. Чӳкӗн 1-мӗшӗнчи метеошторм 3 балпа танлашӗ, каҫ енне - 2 балпа. Ҫакнашкалли чӳкӗн 8-мӗшӗччен пулӗ. Чӳкӗн 8-мӗшӗнче чи вӑйли пулӗ, ун чухне 4 балпа танлашӗ. Кун хыҫҫӑн магнит тӑвӑлӗсем 2 балран ытлашши пулмӗҫ. Ҫынсем кӑшт лӑпланӗҫ кӑна - чӳкӗн 13-14-мӗшӗсенче магнит тӑвӑлӗ 4 балл таран пулӗ. Палӑртмалла: магнит тӑвӑлӗ вӑхӑтӗнче ҫынсем пуҫ ыратнине, вӑй хавшанине туйма, сӑлтавсӑрах вӗчӗрхенме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Москакасси ялӗнче пурӑнакан Неонила Белова юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 107 ҫул тултарнӑ. Хӗр пӗрчи нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Ашшӗ ун чухлӗ шӑпӑрлана тӑрантарса ҫитереймест тесе шӑтӑк чавнӑ та тин ҫуралнӑ Неонилӑна унта чикме тӑнӑ. Анчах хӗрачана амӑшӗ ҫӑлнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл Неонилӑна вӑрӑм ӗмӗр суннӑ. Унӑн сӑмахӗсем пил пекех пулнӑ - кинемей ав 107-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Шупашкара савута ӗҫлеме кайсан Неонила пулас мӑшӑрӗпе паллашнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан арҫынна фронта илнӗ. Арӑмӗ ачипе тӑрса юлнӑ. Неонила Белова ку таранччен амӑшне, икӗ хӗрӗпе пӗр ывӑлне пытарнӑ. Ҫапах малалла пурӑнма вӑй тупать вӑл, мӑнукӗсемпе, кӗҫӗн мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе савӑнать. Ун патне кашни кун кинӗ килсе ҫӳрет. Кинемей ӑна хӗрӗ пекех йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑ районӗнче Анатолий Юман поэта асӑнса «Крылья обретаю вновь» иккӗмӗш литература фестивалӗ иртрӗ. Пӗрремӗшне пӗлтӗр Анатолий Федоровичӑн тӑван ялӗ, Чӑвашкасси, йышӑннӑччӗ, хальхинче вара хӑнасене район центрӗ – Аслӑ Нагаткин ялӗ пуҫтарчӗ. Поэт ҫитӗнсе тӑван ялӗнчен тухса кайнӑ та ӗмӗрне Нагаткинта район хаҫатӗнче вӑй хурса ирттернӗ. Анатолий Федорович Ермилов-Юман 1932 ҫулта ҫуралнӑ, пилӗк ҫул каялла вара ҫӗре кӗчӗ. Вӑл 70 ытла литературӑра тӑрӑшнине, 60 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнине хакласа патшалӑх «РФ культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят парса чысланӑ. Ҫаплах вӑл Чӑнлӑ районӗн пӗрремӗш Хисеплӗ гражданинӗ, литературӑри тата журналистикӑри темиҫе преми лауреачӗ. Ҫӗр ҫынни вӑл, тӑван ялне, тӑван районне, тӑван ҫӗршыва питӗ хытӑ юратнӑ, ҫакна сӑввисенче тата поэмисенче, ҫаплах статйисенче яр уҫҫӑн кӑтартса панӑ. Юманӑн икӗ ҫирӗп ҫунат пулнӑ – поэзи тата журналистика. Пирӗн аслӑ юлташӑмӑр -- тӑван ҫӗршыва парӑнса ӗҫлекен ҫыннӑн тӗслӗхӗ. Вӑл обществӑлла ӗҫсен хастарӗ, 1980-мӗш ҫулсем вӗҫӗнче Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче чӑваш юхӑмне пуҫарса яракансенчен пӗри. Паллӑ ентешне асӑнса чыслама районти ытти ялсенчен культура ҫыннисем, вӗрентӳҫӗсем, ачасем тата район хаҫатӗнче пӗрле вӑй хунӑ ӗҫтешӗсем килнӗччӗ. |
Республикӑра
![]() stylishbag.ru сайтри сӑн «Хыпар» Издательство ҫурчӗ тата темиҫе район хаҫачӗ валли ертӳҫӗ шыраҫҫӗ. Ҫавна май ЧР Цифра министерстви конкурс ирттерет. Тӑвай, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районӗсенчи хаҫатсем валли ертӳҫӗсем кирлӗ. Конкурса хутшӑнас текенсен аслӑ пӗлӳ пулмалла, ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле. Документсене юпан 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 30-мӗшӗччен министерствӑра йышӑнаҫҫӗ. Конкурса раштавӑн 13-мӗшӗнче пӗтӗмлетме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() stylishbag.ru сайтри сӑн Шупашкарти 53-ри хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненнӗ. Вӑл ун патне ФСБ ӗҫченӗ шӑнкӑравлать тесе шутланӑ. Хӗрарӑм такамсем ун ячӗпе кредит илме хӑтланнӑ тенине ӗненнӗ. Ҫапла вӑл банкра 5 млн тенкӗлӗх кредит илнӗ те куҫарса панӑ. Банк ӗҫченӗ асӑрхаттарнине те хӑлхана чикмен. Кун хыҫҫӑн та ултавҫӑсем унран хӑпман. Икӗ пӳлӗмлӗ хваттерне 4,7 млн тенкӗпе сутса ярса укҫине куҫарма хушнӑ. Хваттер сутни хут ҫинче кӑна имӗш, кайран вӑл таврӑнмалла. Хваттере туяннӑ арҫын пырса тӑнӑ, хӗрарӑм ку манӑн хваттер тесе ӑна кӗртмен. Ара, вӑл ӑна хут ҫинче кӑна сутнӑ-ҫке-ха. Арҫын полицие кайнӑ. Хӗрарӑм пакунлисен умӗнче ҫав палламан ҫын номерӗпе шӑнкӑравланӑ та хӑй чӑнах та ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Ҫапла вӑл хваттерсӗр тӑрса юлнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 5 млн кредит тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |