Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
ru.wallpaper.mob.org сайтри сӑн
ru.wallpaper.mob.org сайтри сӑн

Республикӑра йышӑну тунӑ. Ку килти чӗр чунсене усрассине тата вӗсене урамра уҫӑлтарассине пырса тивет.

2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен килти чӗрчуна Патшалӑх ветеринари службинче регистрацилемелле. Ҫак ӗҫе чӗрчун туянсан 15 кун иртиччен е вӑл 3 уйӑх тултариччен тумалла. Регистрацилесен чӗрчуна удостоверени параҫҫӗ.

Халӗ килти чӗрчун усракансен йытӑ-кушака 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен регистрацилемелле.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер 16 сехет те 20 минутра Атӑл ҫинче, Чӑваш Ен тата Мари Эл чиккинче, баржӑпа кимӗ ҫапаннӑ. Ку инкек Куславкка районӗнчен инҫех мар пулнӑ.

Моторлӑ кимӗре икӗ пулӑҫ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗри вилнӗ, теприне ҫӑлма май килнӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/3515
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи паркра 3 ҫулти ача ҫухалса кайнӑ. Вӗсене шырас ӗҫе ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ.

Александра Дамиан тата Серафима Иванова ун чухне йытӑпа уҫӑлса ҫӳренӗ. Вӗсем те ачана шыранӑ, паркра шаппӑн утса сас-чӗве итлесе пынӑ. Кӗҫех вӗсем ача макӑрнине илтнӗ. Ҫырма тӗпӗнчен илтӗнет иккен. Вӗсем унта ансан ачана тупнӑ. Пӗчӗкскер пушмакне ҫухатнӑ, йӗпенсе шӑнса хытнӑ. Питне вӑрӑм туна ҫыртса пӗтернӗ. Ача паркра 2,5 сехет ҫухалса ҫӳренӗ.

Александрӑпа Серафимӑна ШӖМ тав туса парнесем панӑ.

 

Раҫҫейре

РФ Ӗҫлев министерстви 2024 ҫулта мӗнле кантарасси пирки йышӑну проектне хатӗрленӗ.

Ҫӗнӗ ҫулти каникул раштавӑн 30-мӗшӗнче пуҫланса карлачӑн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗ – эрнекун, ҫапла 3 кун канӑпӑр. Пушӑн 8-мӗшӗ те эрнекуна лекет, 3 кун ӗҫлеме тивмӗ.

Ака уйӑхӗнче юлашки эрне 6 ӗҫ кунӗллӗ пулӗ. Ҫапла ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи уявра 4 кун кантарӗҫ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче 4 кун ӗҫлемелле мар.

Ҫӗртмен 12-мӗшӗ – юнкун, 1 кун канмалла. 6 ӗҫ кунӗллӗ эрне чӳк пуҫламӑшӗнче пулӗ. Чӳкӗн 3-4-мӗшӗсем – кану кунӗсем.

Раштав уйӑхӗнче 29-31-мӗшӗсенче канӑпӑр.

 

Статистика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ – Республика кунӗ. Кӑҫал Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 103 ҫул ҫитет.

Республика уявӗнче пӗрлешекенсем сахал мар пулӗҫ. Юстици ӗҫӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫемье ҫавӑрма 86 заявлени панӑ.

Сӑмах май, ҫуллахи тапхӑрта республикӑра пӗтӗмпе 1,9 пин мӑшӑр пӗрлешӗ. Ытларахӑшӗ Шупашкарти Мускав проспектӗнчи Мӑшӑрлану керменне заявлени панӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫанталӑк ҫуллахи пек мар, ҫу уйӑхӗнчи пек кӑна ӑшӑ. Ӗнер Шупашкарта вӑтамран 13 градус пулнӑ. Кунашкал сивӗ ҫанталӑк эрнипех тӑрӗ.

Паян-ыран кӑнтӑрла 15 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле 6-7 градус пулӗ. Ытларикун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варринче 17-19 градус таран ӑшӑтӗ.

Эрнекунран уҫласа вырсарникунччен 20-25 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хӗвел пӑхӗ, ҫумӑр ҫумӗ.

 

Персона
"Чебмедиа" сайтри сӑн
"Чебмедиа" сайтри сӑн

Ӗнер ЧР Пуҫлӑхӗ пулнӑ Михаил Игнатьев вилнӗренпе 3 ҫул ҫитнӗ. Вӑл 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Питӗрти пульницӑра куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.

Вӑл патшалӑх службинче 1996 ҫултанпа тӑрӑшнӑ. Малтан ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Унтан Шупашкар районне ертсе пынӑ. 2002-2010 ҫулсенче вице-премьер – ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ. 2010 ҫулхи ҫулла республика Пуҫлӑхӗн пуканне йышӑннӑ.

2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин шанчӑка ҫухатнӑ тесе ӑна должноҫрен кӑларнӑ. Ҫав ҫул ҫу уйӑхӗнче Михаил Игнатьев РФ Аслӑ судне ку тӗрӗс мар тесе тавӑҫ тӑратнӑ.

 

Хулара
big-rostov.ru сайтри сӑн
big-rostov.ru сайтри сӑн

Шупашкарта 75 ҫулти хӗрарӑма урамрах, ача-пӑча лапамӗнче, улталанӑ. Вӑл палламан хӗрарӑмсене 400 пин тенкӗ тыттарса янӑ.

Кинемей ура ыратнипе аптӑрать. Урамра пынӑ чухне ун патне хӗрарӑм пынӑ. Вӑл урине сиплеме пулӑшать-мӗн. Анчах сывалма темӗнле йӑла тумалла имӗш. Ҫав вӑхӑтра тепӗр хӗрарӑм пынӑ та ку сиплев унӑн амӑшне пулӑшни пирки каланӑ.

Кинемей вӗсене ӗненнӗ, килӗнчи 400 пин тенкине илсе тухса ҫав хӗрарӑмсене панӑ. Лешсем вара укҫапа ун ҫийӗн сулкалашнӑ та ҫухалнӑ.

Кинемей тепӗр кун полицие кайнӑ. Халӗ ҫав хӗрарӑмсем камсем пулнине палӑртаҫҫӗ.

 

Вӗренӳ
Вӗренӳ министрӗн аккаунтӗнчи сӑн
Вӗренӳ министрӗн аккаунтӗнчи сӑн

Истори предмечӗпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ. Республикӑри виҫӗ ҫамрӑк 100 балл пухнӑ.

Вӗсен йышӗнче - Патӑрьелти 1-мӗш шкулӗнчи Самира Хусетдинова, Вӑрнарти 2-мӗш шкулти Елизавета Воробьева, Шупашкарти 3-мӗш лицейри Артем Трофимов.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall9484805_7900
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян та республикӑри ҫул ҫинче авари пулнӑ. Унта та ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Авари Шупашкар районӗнчи Ишлей патӗнче 9 сехет те 20 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх "Лада Гранта водителӗ сулахай еннелле ҫаврӑннӑ чухне "Фольксвагена" ҫул паман.

Аварире "Гранта" водителӗ, 63 ҫулти арҫын, вилнӗ. "Фольксваген" водителӗ тата икӗ пассажир аманнӑ. Пӗр пассажирӗ 12 ҫулта кӑна.

 

Страницӑсем: 1 ... 526, 527, 528, 529, 530, 531, 532, 533, 534, 535, [536], 537, 538, 539, 540, 541, 542, 543, 544, 545, 546, ... 3898
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 21

1963
62
Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2007
18
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...