Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.5 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Ҫеҫпӗл Мишшши поэта халалланӑ спектакль хатӗрленине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӗҫе Марина Карягина драматургӑн «Ҫӗн Кун Ачи» пьеси тӑрӑх Борис Манджиев режиссёр лартать.

Пӗтӗмпе те 22 ҫул ҫеҫ пурнӑнса ӗлкӗрнӗ Ҫеҫпӗл Мишши тӑван халӑхӗн ҫутӑ пуласлӑхӗ пирки ӗмӗтленнӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «Борис Манджиев режиссёр Ҫеҫпӗл пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен театр чӗлхипе каласа кӑтартать. Спектакльти шухӑшсем ҫамрӑксене те, ҫитӗннӗ ҫынсене те ӑнланмалла янӑраҫҫӗ. Спектакле чӑвашла лартнӑ, вырӑсла синхронлӑ куҫару пур».

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк округӗнчи Таяпа Энтри ялӗнче пурӑнакан Анисия Евдокимова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫулӗсем пур пулсан та вӑл тӑнпах калаҫать, хаҫат-журнал, кӗнеке вулать.

Анисия нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче 17 ҫулти хӗр Улатӑр районӗнче окоп чавнӑ. 1948 ҫулта Анисия ҫемье ҫавӑрнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен колхозра ӗҫленӗ.

Унӑн виҫӗ ача, 8 мӑнук, 12 кӗҫӗн мӑнук.

 

Персона
Осиповсен архивӗнчи сӑн
Осиповсен архивӗнчи сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Артем Осипов 7 ҫулта кӑна-ха. Анчах ҫитӗнӗвӗсем унӑн хӑйӗнчен те пысӑк. Артем купӑс каласа юрлама питӗ ӑста.

Нумаях пулмась Артема Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех!» кӑларӑма ӳкерӗнме чӗннӗ. Кун пирки унӑн амӑшӗ Лена Осипова «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче хыпарланӑ.

Пӗрремӗш канал редакторӗ амӑшӗ патне мессенджерта ҫыру янӑ, ӳкерӳ пуш уйӑхӗнче, 9-14-мӗшӗсенче, пулассине пӗлтернӗ. Ӳкерӳ икӗ кун пулмалла. Хӑш кун пымаллине редактор каярахпа пӗлтерме шантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/id61245529
 

Республикӑра
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Комсомольски районне (халӗ муниципаллӑ округ теме тытӑнчӗҫ) йӗркеленӗренпе 85 ҫул ҫитнӗ ятпа ал ӗҫ ӑстисем тӑван тӑрӑхӗн карттине тӗрленӗ.

«Карттӑ 12 пайран тӑрать, ӑна 12 территори уйрӑмӗнчи 11 маҫтӑр тӗрленӗ. Унтан пӗр пир ҫинче сыпӑнтарса Комсомольски муниципаллӑ округӗн сӑн-сӑпатне йӗркеленӗ. Тӗрленӗ карттӑн калӑпӑшӗ 140см х 164 см», — тесе хыпарланӑ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashenkalasat/621
 

Ҫул-йӗр
smartik.ru сайтри сӑн
smartik.ru сайтри сӑн

Муркаш мниципаллӑ округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче 1,5 ҫухрӑм ҫул тума аукцион ирттереҫҫӗ. Ку тӗллевпе регионти хыснаран 109,66 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.

Ҫатракассинче Привольнӑй тата Шкулҫум урамӗсенче асфальт ҫул сарасшӑн. Ӗҫе виҫӗ тапхӑрпа пурнӑҫлӗҫ: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче, 2025 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче тата 2026 ҫулхи ҫурла уйӑхӗсенче.

Халӗ ЧР Транспорт министерствин «Чӑвашупрдор» учреждени ҫул тумашкӑн подрядчик шырать.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ ӗҫсе министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Инкеклӗ ӗҫсе министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар алхасма тытӑннӑ. Инкек Мир проспектӗнчи 72-мӗш ҫуртри иккӗмӗш хутра пулнӑ.

Хӗрлӗ автан ирхи 5 сехет те 30 минтура алхасма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем уҫӑ ҫулӑма 40 минут хушшинче лӑплантарнӑ. Пушара пӗтӗмпех вара ирхи 8 сехет те 34 минут тӗлне сӳнтерсе пӗтернӗ.

Ҫунакан ҫуртран 17 ҫынна, ҫав шутра 2 ачана, эвакуациленӗ.

Пушар, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пирус туртнӑ чух асӑрханманран тухма пултарнӑ.

 

Культура
21.rosstat.gov.ru сайран илнӗ скриншот
21.rosstat.gov.ru сайран илнӗ скриншот

Чӑвашстат 2023 ҫулхи республикӑри демографи лару-тӑрӑвне пӗтӗмлетнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр пирӗн тӑрӑхра ача ҫураласси 424 ҫын чухлӗ (е 4,3%) сахалланнӑ.

Мӗнпур ҫӳралнӑ ачаран 3271-шӗ (пӗтӗмпе ҫуралнинчен 34,4 проценчӗ) ҫембере пӗрремӗш пулнӑ, 3083-шӗ (32,5%) – иккӗмӗш, 2194-шӗ (23,1%) – виҫҫӗмӗш, 941-шӗ (9,9%) – тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхи.

2023 ҫулта ҫулталӑка ҫитчченхи 19 ача вилнӗ.

 

Хулара
feniks7.ru сайтри сӑн
feniks7.ru сайтри сӑн

Шупашкарта 3-мӗш класс ачи палламан ҫынсене амӑшӗн банк карттин номерне панӑ. Кун хыҫҫӑн 34 ҫулти хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчен 5 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.

9 ҫулти ача компьютер вӑййисене юратнӑ. Пӗрре мессенджерте ун патне скинсем туянма сӗнӳ килнӗ. Ача ҫав ҫынпа ҫырӑннӑ, малтан амӑшӗн банк карттин номерне панӑ, кайран – телефон ҫине килнӗ кода. Ҫапла счет ҫинчен 4800 тенкӗ ҫухалнӑ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие пырса заявлени ҫырнӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Республикӑра хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрать. Сивӗ те вӑйлӑрах ҫиле пула кӑна сивӗрех пек туйӑнать.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 2-3 кунра ҫил лӑпланмӗ-ха. Пӗлӗтсем вара сахалланӗҫ. Чи хӗвеллӗ кун нарӑсӑн 28-мӗшӗ, юнкун, пулӗ.

Ҫанталӑк ӑшӑтсах пырӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче термометр 0 градус кӑтартӗ. Эрнекунпа шӑматкун кӑштах юр ҫӑвӗ. Вырсарникун сивӗрех уяр ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ.

 

Персона
Евгений Евграфов. mim13.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Евгений Евграфов. mim13.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑри тата тепӗр артист тава тивӗҫлӗ ята илнӗ. Иртнӗ эрнере сумлӑ ята Евгений Евграфов тивӗҫнӗ. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята илме тивӗҫ пулнӑ Евгений Юрьевич Чӑваш патшалӑх драмӑн сӑнавлӑ театрӗнче ӗҫлет.

Евгений Евграфов Шупашкарта ҫуралнӑ. Сӑнавлӑ театрта вӑл 2003-2009 ҫулсенче ӗҫленӗ, 2017 улта вӑл каллех унта таврӑннӑ.

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗреннӗ ҫамрӑк 2018 ҫултанпа И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Кафедра» пластика театрӗпе тата «Абрикосовый сад» студентсен театрӗпе тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлет. Вӑл ертсе пыракан студентсен театрӗсем тӗрлӗ фестивальте пӗрре ҫеҫ мар палӑрнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 611, 612, 613, 614, 615, 616, 617, 618, 619, 620, [621], 622, 623, 624, 625, 626, 627, 628, 629, 630, 631, ... 4187
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 12

1905
121
Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Михайлов Леонид Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1993
33
Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог вилнӗ.
1996
30
Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...