Хулара
![]() travelask.ru сайтри сӑн Паян ирхине Шупашкар ҫыннисем каллех хир сысни курнӑ. Хальхинче вӑл Короленко урамӗнче утса ҫӳренӗ. Пӗччен утакан чӗрчун тротуарпа апат шыранӑ ахӑртнех. Ҫакна ҫынсем видео та ӳкернӗ. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра хулара хир сысни утнине ҫынсем тӑтӑшах курнӑ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти Улма-ҫырла тата Тирек урамӗсенче хир сыснисем ҫӳренине асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() mchs.cap.ru сайтри сӑн Арҫын ача строительство хатӗрӗсемпе выляса чутах шар курман. Ӑна Чӑваш Енри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ. Ачана пулӑшу кирли пирки авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вӑл капрон лента-хӑмӑта алли ҫине тӑхӑнтарнӑ. Кӑштахран вӑл хӗснипе алли шыҫӑнма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен лентӑна ятарлӑ хатӗрпе татнӑ. Вӗсем ачан аллине амантас мар, ӑна ыраттарас мар тесе питӗ асӑрханса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «Карчӑк ӑшши» хӑҫан пуҫланать? Синоптиксем савӑнтараҫҫӗ: ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Вырсарникун пӗлӗтлӗ пулсан та ҫумӑр ҫумӗ. Тунтикун ҫанталӑк лайӑхланма пуҫлӗ: ҫил лӑпланӗ, ирхине хӗвел тухӗ. Кӑнтӑрла сывлӑш температури 10-15 градус таран ӑшӑнӗ. Ытларикун ҫанталӑк тата лайӑхланӗ. Эрне варринче ҫил вӑйланӗ, 15-20 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫӗрле те 10-12 ӑшӑ тӑрӗ. Чи ӑшӑ кун кӗҫнерникун пулӗ. Эрнекун кӑштах ҫумӑр ҫӑвӗ, кӑштах сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 17-18-мӗшӗсенче те сивӗ, ҫумӑрлӑ пулӗ. Ҫитес эрнере Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 40 литр шыв ӳкме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Хӑмла пуҫтарни. cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Республикинче хӑмла пухма тухни пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Етӗрне районӗнче ҫак ӗҫ мӗнле пынине курма ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Сергей Фролов ҫитнӗ. «Ленин хӗлхемӗ» колхозра хӑмла пуҫтарас тӗлӗшпе хӗрӳ тапхӑр пырать: вуниккӗн комбайн ҫинче ӗҫлеҫҫӗ, тепӗр вуниккӗшӗ хӑмлана татса урапа ҫине тиеҫҫӗ. «Хӑмлана пуҫтарма иртнӗ эрнере пуҫӑнтӑмӑр. Паянхи кун тӗлне 28 гектартан вунҫиччӗшӗнче ӗҫе вӗҫлерӗмӗр те ӗнтӗ. Тухӑҫлӑхӗ — гектартан 20 центнер. Талӑк хушшинче вӑтамран 1,2 тонна хӑмла туса кӑларатпӑр», — пӗлтернӗ Алексей Николаев бригадир. Хӑмлана хӑвӑрт тирпейлеме хӑмла типӗтекен машина тата хуҫалӑхри комбайн пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Н.Я. Бичуринӑн ҫырас пултарулӑхӗ чи малтан поэзире палӑрнӑ. 1795 ҫулта вӑл «Н. Пичуринский» хушма ятпа вырӑсла «Сон» («Тӗлӗк») тата авалхи грекла «Юрӑ» одӑсем хайлать, ҫавӑн пекех чӑвашла мухтав сӑвви те ҫырать. Вӗсене ҫамрӑк сӑвӑҫ хӑйӗн вӗрентекенне Амвросий епископа халалланӑ [1, с. 24‑28, 334]. Шел пулин те, тӗпчевҫӗ пурнӑҫне ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсенче юлашки факт пирки темле сӑлтава пула пӗлтермен [2, с. 135]. Малтанхи чӑвашла одӑсене XVIII ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех хайланӑ пулнӑ. Хусан семинарийӗнче Кийӳ тӗн академийӗн традицийӗсене малалла тӑсни паллӑ. Ҫакна унта поэтикӑпа риторикӑна вӗрентнинчен те лайӑх курӑнать. Тан сыпӑклӑ, силлабикӑлла сӑвӑ ҫырас ӗҫе крешӗн шкулӗсенче те хӑнӑхтарнӑ. Тан сыпӑклӑ сӑвӑ ҫырас традици Раҫҫейре Кийӳ академийӗнчен килсе анлӑн сарӑлнӑ терӗмӗр (ку ыйтупа тӗплӗнрех пӑхӑр: [4, с. 75‑80, 94‑110]. Вӑл сӑвӑ кӳлепи ҫутлӑх идейисене пула Польшӑра йӗркеленнӗ пулнӑ. Ҫав сӑввӑн йӗркисем нумай сыпӑклӑ, сӑмахӗсем эрешлӗ, йӗрке вӗҫӗсем састашлӑ. Сӑвӑҫсем вӗсене сыпӑксенчи сӑмах пусӑмӗсене шута илсе мар, сыпӑк хисепне тӗпе хурса (тан сыпӑклӑ сӑвӑ) хайланӑ. |
Хулара
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Шупашкарта хӑш-пӗр лавкка сечӗ умне хӑйне евӗр реклама вырнаҫтарнӑ. Унта "Тӑван ҫӗршыв-Анне чӗнет!" /выр. "Родина-Мать зовет!"/ тесе ҫырнӑ. Чӑваш Ен прокуратури ҫак тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Тахҫантанпах паллӑ плакатпа тӗрӗс тӗллевпех усӑ курнӑ-и? Ведомство суту-илӳ объекчӗн спецификине те тӗрӗслӗ. Ку ӗҫе прокуратура ытти тӗрӗслев органне те хутшӑнтарӗ. Саккуна пӑснине тупса палӑртсан явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр автобус инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмахра 6 пассажир, ҫав шутра ҫул ҫитмен 2 ача, аманнӑ. Инкек каҫхи 8 сехет ҫурӑ иртсен пулса иртнӗ. Энтузиастсен урамӗпе Никольский проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта «Ford Tranzit» микроавтобус (руле 34 ҫулти арҫын тытса пынӑ) светофорӑн чару ҫутине пӑхмасӑр ҫулпа вӗҫтернӗ. Пассажирсене 44-мӗш маршрутпа турттаракан транспорт «BMW» ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Инкекре 6 пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() pravoved-plus.msk.ru сайтри сӑн Шупашкарти пӗр общежитире 40 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Ӑна вӗлерни паллӑ пулнӑран кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, арҫынна авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхине вӗлернӗ. Ӑна ӳсӗр пӗлӗшӗ тапӑннӑ, мӑйӗнчен кӑранташпа икӗ хутчен чикнӗ. Ҫапла вӑл юн тымарне лектернӗ. 40 ҫулти арҫын ҫак сурана пула вилнӗ. Лешӗ вара преступлени вырӑнӗнчен тарнӑ. Анчах ӑна йӗрке хуралҫисем хӑвӑртах тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем паян, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Беларуҫ Республикине гастрольпе тухса кайнӑ. Брест хулинче «Белая Вежа» фестиваль иртӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗпе культура учрежденийӗн директорӗ Елизавета Абрамова та тухса кайнӑ. Авӑн уйӑхӗн 9-16-мӗшӗсенче иртекен XXVI Пӗтӗм тӗнчери театр фестивальне драма, музыка, урамри театрсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем 9 ҫӗршывран: Арменирен, Беларуҫран, Болгарирен, Грецирен, Данирен, Кӑркӑстанран, Польшӑран, Раҫҫейрен, Узбекистанран – пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Шупашкарти «Вӗренӳ институчӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвне урӑх ят пама сӗннӗ. Кун пирки архитектура тата хула строительствин комиссийӗн ларӑвӗнче калаҫнӑ. Чарӑнӑва «Волжский» кинотеатр» ят пама сӗнеҫҫӗ. Кӑҫал утӑ уйӑхӗнче Шупашкар хула администрацине ҫак кинотеатр ертӳлӗхӗ ҫак ыйтупа тухнӑ-мӗн. Комисси мӗнле йышӑну тунӑ? Хальлӗхе пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.