Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Stanyal усӑ курaкан дневникӗ

Тӑван е тӑван мар Атӑл? (2-мӗш пай)

  19.09.2020 13:36 | 5249 хут пӑхнӑ

2. Утса тухнӑ ҫул мӗн кӑтартать?

Килти ҫӳлӗк ҫинчи тахҫанхи те хальхи «Тӑван Атӑл» кӑларӑмӗсене чылай вӑхӑт ҫавӑрса лартӑм. Вуласа тухнисем ватӑлнӑ чуна ҫӗнӗрен ҫупӑрларӗҫ. Унта шухӑшламалли пайтах, унта — чӑвашӑн йывӑр кунҫулӗ, пирӗн халӑхӑн ҫутӑ ӑс-хакӑлӗ те ҫирӗп тӑн-пуҫӗ, писательсен пултару паттӑрлӑхӗ. Унта – чӑваш литературин классики, халӑх сӑмахлӑхӗ, ача-пӑча литератури, чӗлхе пӗлӗвӗ, ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсем, истори, ӳнерсем, тӗрленчӗксемпе асилӳсем, теори, критикӑпа библиографи, ҫамрӑксен пайӗ, календарь, сатирӑпа юмор тата тӗнче литературинчен куҫарнӑ паха хайлавсем.

Малалла...

 

Тав сире Чӑвашлӑх ятӗнчен

  17.09.2020 20:53 | 5647 хут пӑхнӑ

Алексей Трофимов, Петр Ивантаев,

Станислав Отрыванов тупӑкӗсем ҫине

* * *

Умлӑ-хыҫлӑн черетпе пыратпӑр...

Кайнӑ майӑн чун кӑчӑртатать,

Халӗ тин ыр-усала пуҫ ҫапмӑр,

Ҫул вӗҫне хамӑр чыспах тухатпӑр.

Лӑпланса, ку ӗмӗр татӑлать.

 

Кайнисем те пур, пур тӑхтаканӗ,

Халӑхран юлма пӗрех май ҫук.

Вӑхӑтран та вӑрӑм юлаканӗн

Шухӑшӗ самант та лӑпкӑ канмӗ,

Туссемпех вӑл пулӗ сывӑ чух.

 

Каҫарсам тесе эпир ыйтмастпӑр,

Ҫылӑх ҫук пек хӑлӑхсӑр тӗнчен.

Малалла...

 

Тӑван е тӑван мар Атӑл? (1-мӗш пай)

  10.09.2020 19:28 | 4917 хут пӑхнӑ

1. Калле-малле пӑхса илсен…

Чӑвашла «Тӑван Атӑл» журнал тӑххӑрмӗш теҫеткепе пырать. Тӑванӗсенчен пӗчченех тӑрса юлчӗ вӑл. Литературӑпа илемӗшӗн хулӑн журналӗсем 100 ҫул каялла — ХХ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче Чӗмпӗрте («Шурӑмпуҫ», 1919-1921), Хусанта (Утӑм», 1928-1929), Ӗпхӳре («Хӗрлӗ Урал», 1934-1936), Самарта («Вӑтам Атӑл», 1931-1935) тухса тӑнӑ. Шупашкарта 1924 ҫулта «Сунтал» («Ялав»), 1925 ҫулта «Капкӑн» тухма пуҫланӑ. Халӑх юратакан кӑларӑмсем пулнӑ, ун чухнех 4-5 пин экземплярпа пичетленнӗ. Хутла тин ҫеҫ вӗренме пуҫланӑ хресчен вӗсене илсен пӗрле пухӑнса вулама тӑрӑшнӑ.

Малалла...

 

Пора собирать камни

  02.09.2020 17:13 | 4803 хут пӑхнӑ

Готовясь к 100-летию чувашского краеведческого движения, почетный краевед, народный академик, ветеран краеведческого движения Яков Зайцев составил и выпустил книгу «Краеведы из Урмар» (Ч.. Новое время, 2020,140 с.). Весьма своевременная и нужная книга, потому что пришло время подводить итоги вековой работы любителей и хранителей материальных и духовных богатств родного края.

Книга небольшая, конкретная, биобиблиографическая. Освещены жизни и деятельности около 30 современных краеведов Урмарского района Чувашской Республики.

Малалла...

 

Кӗтерне патшан ырри-хаярӗ

  23.08.2020 16:25 | 7373 хут пӑхнӑ

Николай Максимовӑн «Майра патша парни» историлле романне (Ш,. Чӑв. кӗн. изд-ви, 2018. – 380 с.) вуланӑ чухне шухӑшланинчен.

(Кӗнекене Галина Соловьева вулавӑшҫӑ Шупашкартан парса янипе Сергей Сорокин таврапӗлӳҫӗ яла леҫсе пачӗ; вӗсене тав тӑватӑп).

Халӑх хӑйӗн иртнӗ вӑхӑтне пӗлесшӗн

тата ӑна пӗлме тивӗҫлӗ те -

ҫакӑ та патриотизм ӑнлав шутнех кӗрет.

А.Н.Толстой

Романри ӗҫсем «пин те ҫичҫӗр утмӑл ҫиччӗмӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн тӑххӑрмӗшӗнче» Улатӑр патӗнче пуҫланаҫҫӗ.

Малалла...

 

Вопрос стоит ребром: быть или не быть?

  14.08.2020 11:13 | 4925 хут пӑхнӑ

Прочитал на Чувашском народном сайте крик души Николая Плотникова после круглого стола с обсуждением подпрограммы «Сохранение, изучение и развитие чувашского языка Министерства культуры, по делам национальностей и архивного дела, нашел проект этой подпрограммы сравнил его с паспортом госпрограммы ЧР по сохранению, изучению и развитию чувашского языка (ответственный исполнитель Министерство образования и молодежной политики), полистал исправленную Конституцию РФ, вспомнил законы РФ и ЧР, Концепции, Мероприятия по сохранению родных языков, Всероссийские форумы, чувашские конференции Гуманитарного института и Чувашского конгресса, и стало не только грустно, стало горько, что правительство республики твердо стало на путь изживания чувашского этноса.

Малалла...

 

Чёрную чуму вылечит время

  09.08.2020 11:17 | 4375 хут пӑхнӑ

(О рукописи книги Леонида Петрикова «Чума»)

Имени Леонида Григорьевича Петрикова (01.03.1933, Синеры, Аликовского района ЧР – 26.09.2005, Чебоксары), шахтёра, журналиста-газетчика и талантливого чувашского писателя, нет в справочниках Союзов писателей, нет в двухтомной Аликовской энциклопедии. Незаслуженно забыт достойный труженик, хотя в Синерах славный род Петриковых немалый. Думаю, из-за излишней скромности писателя. Он с юных лет работал в Сибири, ветеран труда, автор нескольких повестей и романа «Время чёрного солнца».

Малалла...

 

Муркашра миҫе Муркаш?

  20.07.2020 13:28 | 4568 хут пӑхнӑ

«Хорӑн ялӗнчен уйрӑлса тӑватӑ вырӑнта тӑватӑ ял — Кӗсмӳ (шыв пуҫламӑшӗнче вырнаҫнӑ), Пашалукасси тата Чаканар ялӗсем пулса кайнӑ… Ялсем пысӑклансан, обществӑсем тунӑ вӑхӑтра, Мӑн Муркашне, Шаптакне тата Ҫӗньялне (ун чух Ҫурлатӑрри ялӗ пулман) пӗрле Перво-Васькинское общество тесе ят панӑ. Пирӗнне, тӑватӑ ялне пӗрле, Второ-Васькинское общество тенӗ... 1866 ҫултанпа вӗсем уйрӑм ялсемех шутланнӑ. 29. 08. 1963 вӗсене пӗрлештерсе пӗр Хорной ялӗ тесе ҫырма пуҫлаҫҫӗ», — тенӗ Н.Г. Петровский (1908-1984) хӑйӗн «Хыркасси-Муркаш: кунҫулӗ, ӑс-хакӑлӗ, ҫыннисем» кӗнекинче (Ш.

Малалла...

 

Генералы широкого формата

  02.07.2020 11:13 | 6084 хут пӑхнӑ

(Читая книгу Геннадия Викторова «Генеральский путь». Чебоксары: Новое Время, 2019. 196 с.)

Книги военного краеведа Геннадия Викторова об армейских защитниках страны у меня всегда вызывают особый интерес. И на этот раз, открывая страницы повествования о двух генералах Виталии и Николае Сидоровых из одной крестьянской семьи, встречаю описания Байконура, Чернобыля, Чечни, БАМа ― Ургал, Чегдомын, Чекунда, Бурея… Чувашский видный революционер, писатель, историк, экономист Метри Юман (Петров) строил БАМ еще в 30-х и умер там в 1939 году.

Малалла...

 

«Мӗнле мехел тупса тӑна кӗртер-ши ыйха кӗлернӗ савнӑ халӑха?»

  27.06.2020 10:38 | 7968 хут пӑхнӑ

(«Пуҫ сырман шухӑшсем» кӗнеке ҫинче шухӑшласа ларнинчен)

Анатолий Малышев, Тутарстанри чӑвашсен ҫивӗч ҫыравҫи, хӑйӗн 80 ҫулне сӑвӑпа пӑрасна (проза) кӗнекине пичетрен кӑларса паллӑ турӗ. Пысӑк та хитре кӗнеке, ӑна мана Тимӗр Тяпкин хак пама хистесе парнелерӗ. «Пуҫ сырман шухӑшсем» (Нецеремониальные мысли) ятлӑскер (Ш., Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2020. 264 ен.), тӳрех пуҫа ватма хистет — аха, туйра ҫӗнӗ ҫынна пуҫ сырса хӗртен арӑм тӑваҫҫӗ, кунта вара ватӑ ӑсчах мӗн-ма-ши хӑйӗн шухӑшӗсене туй хисепӗсӗр (церемонийӗсӗр) хӑварнӑ?

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, ... 17
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 26

1928
96
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...