Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе интернет олимпиада ирттернӗ.
Олимпиадӑна 5-11 классенче вӗренекен 679 ача хутшӑннӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен, интернет-олимпиадӑна ҫулсерен Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Елчӗк, Муркаш, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсен шкул ачисем хастар хутшӑнаҫҫӗ», — хыпарланӑ институтра.
Интернет-олимпиадӑн тӗллевӗ — ачасене халӑх культурипе, ӑс-хакӑлпа шухӑш-кӑмӑл пуянлӑхӗпе паллаштарасси, шкул ачисене чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе тӗпчев ӗҫне явӑҫтарасси.
Чӳк уйӑхӗн варринче Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнче лавккана арҫын кӗрсе сутуҫӑран укҫа хӑмсарса ыйтнӑ. Ку каҫхине пулса иртнӗ.
Сутуҫӑ кассӑна питӗрсе айккинелле пӑрӑннӑ. Арҫын вара унта выртакан ҫӗҫҫе ярса тытнӑ та хӑратма пуҫланӑ. Хӗрарӑм урама чупса тухса пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын тарса ҫухалнӑ.
Ку ӗҫе 46 ҫулти арҫын, унччен те судпа айӑпланнӑскер, тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна хӑйӗн ялӗнче тытса чарнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, ҫӗҫҫе ӑҫта ывӑтнине те кӑтартнӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Елчӗкре паян Вокзалҫум урамӗ, 3 ҫурт адреспа «Кӗр парни — 2022» ял хуҫалӑх таварӗсен ярмӑркки ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки Елчӗк районӗн администрацийӗ хыпарлать.
«Кӗр парни — 2022» ярмӑркка Елчӗкри пасарта уҫӑлнӑ. Кӗрхи апат-ҫимӗҫ пасарӗ юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Сутуҫӑсем валли вырӑнсене тӳлевсӗр тивӗҫтернӗ. Ҫапла май вӗсем сутӑнакан ҫимӗҫӗн хакне пӗчӗклетме пултарнӑ. Район администрацийӗн шухӑшӗпе вырӑна тӳлевсӗр тивӗҫтерни пахча-ҫимӗҫе ытларах сутма май парать.
Туянакансем — ытларах енӗпе район центрӗнче пурӑнакансем. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал ярмӑрккасем ирттерни сутакансемшӗн те туянакансемшӗн те усӑллӑ. Тата тухӑҫлӑ та: пӗрисем ытларах сутма пултараҫҫӗ, теприсем — йӳнӗрехпе туянма.
«Комсомольски - Елчӗк - Пӑва» ҫулӑн 9,5 ҫухрӑмне юсаса ҫӗнетнӗ.
Ҫулӑн ҫак вырӑнне ҫӗнӗ асфальт сарнӑ, ҫул хӗррине вӗтӗ чул сапнӑ, чарӑнусем лартнӑ, пӑрӑхсене юсанӑ. Ҫӗнӗ асфальта термопластикпа паллӑ туса тухмалли ҫеҫ юлнӑ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗм ӗҫе авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен вӗҫлӗҫ.
Ҫула «Воддорстрой» 269 миллион тенкӗпе юсанӑ.
Палӑртмалла: ку ҫула 2 ҫул каяллах юсама палӑртнӑ, аукцион ирттерме йышӑннӑ. Анчах ӑна пӑрахӑҫласа ҫӗнӗ аукцион ирттернӗ.
Иртсе кайнӑ канмалли кунсенче пирӗн республикӑра икӗ ҫын путса вилнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 27-28-мӗшӗнче 18 ҫулти каччӑ Афанасьев пляжӗнче хӑйӗн тусӗпе каннӑ. Вӑл шыва кӗрсе кайнӑ та ҫухалнӑ. Ҫыран хӗрринче унӑн япалисем тӑрса юлнӑ. Тепӗр кунне водолазсем каччӑн виллине шырама тытӑннӑ, анчах тупайман.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнче ҫӑлавҫӑсем 2008 ҫулта ҫуралнӑ ача виллине Енӗш юханшывӗнче туртса кӑларнӑ. Сӑмах май каласан, Атӑлта арҫын виллине тупнӑ. Пӑхсан, арҫын 45 ҫулсенче...
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Ача-пӑчан пӗтӗм тӗнчери культура форумне хутшӑнакан пултаруллӑ ачасен списокне хатӗрленӗ.
Форум Мускаври ВДНХра ҫурла уйӑхӗн 24-28-мӗшӗсенче иртӗ. Унта талантлӑ ачасемпе педагогсем тухса кайӗҫ.
Раҫҫейӗн кашни регионӗ хутшӑнакан форума пирӗн тӑрӑхран 12-17 ҫулсенчи 7 ача кайса курӗҫ. Республика делегацийӗн йышне Шупашкарти 1-мӗш музыка шкулӗнчи, Шупашкарти 1-мӗш ӳнер шкулӗнчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчан ӳнер шкулӗнчи, Елчӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи, Шупашкарти 2-мӗш гимназири, Культура колледжӗнчи вӗренекенсем кӗнӗ. Вӗсем музыка, хореографи, театр, ӳнер искусстви енӗпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Куславкка районӗнче ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Турра шӗкӗр, вӑл ҫул ҫинчи инкеке лексе, ҫынсене амантса ӗлкӗреймен.
Асӑннӑ районта ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫлекен Анатолий Макаров вӑл тӑрӑхри Елчӗк ялӗнче «ВАЗ-2107» автомобиле асӑрханӑ. Руль умӗнчи этем ӑна ӳсӗр пек туйӑннӑ.
Сисчӗвленни, чӑн та, тӗрӗс пулнӑ. 22 ҫулти водитель хӗрӗнкӗ пулнӑ, унӑн водитель прави те пулман. Унта та ытларах — вӑл ют ҫын машинине тытса пынӑ. Автомбильпе ҫула тухма каччӑна хуҫи ирӗк паман иккен. Ҫамрӑк каччӑ машинӑра уҫӑ пуррипе усӑ курнӑ имӗш.
Ют ҫын машинине хӑваласа тарнӑ тесе 22 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сӑмах май, автомбиль салонӗнче пневматика пистолёчӗ выртнӑ. Вӑл камӑнне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ сценарисен «Чӑвашла уяв янратӑр!» конкурсне ирттернӗ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса мухтава тивӗҫнӗ ентешсене халалланӑ чӑвашла мероприятисен сценарийӗсене виҫӗ номинаципе йышӑннӑ: «Класс сехечӗн сценарийӗ», «Уроксем хыҫҫӑнхи мероприятисен сценарийӗ», «Ача садӗнче ирттермелли уяв сценарийӗ».
Конкурса пурӗ 174 сценари килнӗ. Чи хастаррисен шутӗнче Елчӗк, Етӗрне, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Вӑрмар, Канаш, Куславкка, Патӑрьел, Тӑвай, Шупашкар, Элӗк районӗсенче, Канаш, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче ӗҫлекен педагогсем пулнӑ. Жюри 75 ҫӗнтерӳҫӗпе призёра палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта Улатӑр районӗнче арҫын арӑмне урӑххи ҫумне кӗвӗҫнипе ҫынна вӗлернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче Елчӗкре пурӑнакан 52 ҫулти арҫын Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче 44-ри пӗлӗшӗ патӗнче пулнӑ. Хайхискер арӑмне ун ҫумне кӗвӗҫнипе вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Вӑл пӗлӗшне ҫӗҫӗпе чикнӗ.
Арҫынна тытса чарнӑ, халӗ ӑна хупса усраҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» клуб малалла ӗҫлет. Тӑван литературӑна юратакансем, библиотекӑна ҫӳреме кӑмӑллакансем ҫӗнӗ ҫулхи пӗрремӗш тӗлпулура, 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче, Владислав Николаевӑн «Кӑшӑлвирус» кӗнекине тишкерме палӑртнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ.
Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ автор пьесӑсем те ҫырать.
Сӑмах май каласан, «Варкӑш» клуб хастарӗсен ҫак уйӑхри тӗлпулӑвӗнче Владимир Степанов ҫыравҫӑн «Хӗр пӗркенчӗкӗ» мистикӑлла калавне сӳтсе явнӑ (сӑнӳкерчӗкре).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |