Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çамрăк ĕмĕтПурнӑҫ утравӗсемХурапа шурăАча чухнехиЙĕрсем çухалмаççĕВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртКулăш кустăрми

Лаша ăçта çухалнă?


Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçнелле пулса иртнĕччĕ ку ĕç, вунсаккăр тултарса пыраттăмччĕ эпĕ ун чухне. Ялхуçалăх техникумĕнче виççĕмĕш курсран вĕренсе тухнăччĕ. Çулла пире практика вырăнне пĕр уйăх вĕренӳ хуçалăхĕнче ĕçлеттерчĕç. Пĕрле вĕренекенсене кама ĕне сăвакан, кама выльăх пăхакан, кама кĕтӳçĕ, кама хуралçă е лавçă тата ытти те пулма уйăрнăччĕ. Мана лаша пăхакансенчен асли туса хучĕç. Ирхине ирех, виçĕ сехетре лашасене хире симĕс курăк çитерме хăваласа тухмаллаччĕ манăн. Тăххăрччен вĕсене çитерсе çӳремелле те витене кайса хупмалла. Вара манăн ĕç вĕçленет те. Малалла лашасене урăх конюх пăхса тăрать. Чылайăшне лавçăсем ĕçе кӳлсе каяççĕ.

Çав кун яланхи пекех ирхине ирех мана каçхи хуралçă пырса вăратрĕ те лаша витине тухса чупрăм. Сăлăпсене илсе лашасене урама хăваласа кăлартăм. Пĕрне тытса йĕнерлерĕм, утланса лартăм та лашасене хăваласа хире çул тытрăм.

Тул тин çеç çутăлма пуçланă-ха. Таврара шăплăх хуçаланать. Лашасем сĕтеклĕ курăка çăвар тулли чăмлани çеç илтĕнсе тăрать. Эпĕ утланнă лаша та курăк çиет. Чĕлпĕр вĕçне йĕнерĕн малти арчакĕнчен çыхса хутăм та, ирĕклĕнех пуçне пĕшкĕртме пултарать янавар. Лайăх, ăслă лаша. Пĕрремĕш курсран вĕренсе тухсанах, хама вĕренӳ хуçалăхне лавçăра ĕçлеме пирвайхи хут ярсан паллашнăччĕ унпа. Ирхине аслă конюх — пиллĕкмĕш курс студенчĕ мана лаша тытса кӳлсе панăччĕ: «Практика вăхăтĕнче ку лаша санăн пулать. «Чайка» ятлă вăл. Паян хам кӳлсе патăм, ыран ху тытатăн. Лаша кӳлме пĕлетĕн пулĕ?» — тенĕччĕ.

Малалла

«Эс хăш чух — аçа та çиçĕм...»


Эс хăш чух — аçа та çиçĕм.

Тепĕр чух — сап-сар шевле.

Улшăнса тăран, савниçĕм,

Курăнатăн çĕнĕлле.

 

Аслати пекех кĕрлетĕн.

Айĕн-çийĕн çавăран.

Мĕн туса мана тиркетĕн?

Çав-çавах мана... аван.

 

Çĕнĕрен çуралнă евĕр

Эп туятăп хама-хам.

Питĕме хĕн ан йĕрлетĕр.

Пĕр шăлам та пăрахам.

 

Юнашар ялан манпа тăр.

Çиç шевлен, аçа çаптар.

Эп халь тим пулаймăп паттăр.

Пурпĕрех ӳкме ан пар.

Çамрăклăх


Шур юланут çинче ман Çамрăклăх,

Анман, вĕçет Çĕр çийĕпе.

Чун ватăлмасть. Вĕçет ман Çамрăклăх

Иртет кун-çулăм йĕрĕпе.

 

Çара уран чупать ман Çамрăклăх

Чĕр сывлăмлă çерем çинче.

Çерем кăмпи пухать ман Çамрăклăх,

Вăлах — пĕр пайĕ çут тĕнчен.

 

Шур çӳçĕмре вылять ман Çамрăклăх,

Хĕвел çинче, ăшша туйса.

Çак сăввăмра янрать ман Çамрăклăх

Сăмах çумне сăмах хушса.

Венчет çĕрри


Сан аллунта венчет çĕрри,

Чиркӳ çурти пекех çунать вăл.

Çук ун пуçламăшĕ, хĕрри,

Хăрушă мар ăна çил-тăвăл.

 

Ман алăра венчет çĕрри,

Телейлĕ юрату палли вăл.

Ун çук пуçламăшĕ, хĕрри,

Хăрушă мар ăна çил-тăвăл.

 

Пĕрлешрĕмĕр, Венчет çĕрри

Хĕрӳллĕ юрату юрри вăл.

Ун çук пуçламăшĕ, хĕрри,

Хăрушă мар ăна çил-тăвăл.

Тус тумашкăн хăрамарăм


Тус тумашкăн хăрамарăм,

Чунăмпа савса суйларăм

Хамăр касри сар хĕре.

Кунĕн-çĕрĕн шухăшларăм,

Антăхса кайса куçларăм,

Лăш! курмарĕ яш чĕре.

 

Вăтанса, савса шӳтлерĕм,

«Юратап» теме пĕлмерĕм

Чун суйланă пикене.

Нумайччен çапла çӳрерĕм,

Йăлăнтарчĕ — ӳкĕтлерĕм

Мăшăр пулма кĕркунне.

 

Ĕмĕте кĕç пурнăçларăм,

Савнă хĕр халь — савнă арăм,

Тавтапуç ылтăн кĕре!

Ахаль мар ăна юратрăм,

Çĕнĕ сăвăсем çуратрăм.

Юрату килет пĕрре!

Ҫылӑх


Пĕр пӳрт хăна вĕрлет. Кил хуçи хĕрарăмĕн паян çуралнă кун. Савнă тăванне, юлташне, кинне саламлама чылайăн пухăннă. Люда та паян нихçанхинчен чипер те илĕртӳллĕ. Тахçанах кун пек савăнман кил хуçи арăмĕ. Йăлтăр-ялтăр кĕпе тăхăннă пĕчĕк пӳллĕ хĕрарăм кашни хăна патне çитет, ĕçтерет, апат-çимĕçпе сăйлама та ĕлкĕрет. Пӳлĕмре илемлĕ кĕвĕ-çемĕ янраса кайсан урай варрине чи малтан чупса тухса ташша тытăнать, ик аллине ик енне сарса, пуçне мачча енне пăрса хăй тавра çаврăнать. Унччен хăй телейĕшĕн вăтанакан Люда паян пĕтĕм хăнана кун пирки пĕлтересшĕн пек хăтланать. Мăшăрне те хăйпе ташлама сĕтĕрет. Анчах Мишша ташша юратмасть. Ĕçкĕ-çикĕре вăл ытларах аяккарах ларса ытти арçынсемпе картла выляса, пĕчĕккĕн эрех сыпса калаçса ларма кăмăллать. Килĕнче те чĕмсĕртерех вăл. Нумай çын хушшинче ăна кичем. Паян тата кăштах эрех сыпма та юрамасть, çуралнă кун хыççăн тăванĕсене ăсатса ямалла. Çавăнпа Мишша аванах сыпнă арăмĕнчен вĕçерĕнсе ытти арçынсем хушшинелле тарать. Чăннипех илĕртӳллĕ унăн мăшăрĕ! Паян кăна мар. Мĕн пĕрлешнĕренпех вăл Люда çине юратса кăна пăхать. Арăмĕн темле хăтланăвĕ те килĕшет ăна. Вăрçăшнă чухне те çилленмест. Хăй нумай калаçма юратманнипе арăмĕ чĕввĕн тăрса ун умĕнче сике-сике кăшкăрашсан та пăрăнса утать. Юратать вăл арăмне. Çирĕм çул пĕрле пурăнсан та туйăмĕсем ĕнер тĕл пулса юратса пăрахнă пек арçыннăн.

Малалла

Тантӑшӑмсем


Парас-илес пĕтмен-ха пирĕн.

Вĕçне çитмешкĕн те инçе.

Хыпса тухсассăн вăрçă хирĕ,

Выртман эпир лаç хыçĕнче.

 

Хутаç çакса килсессĕн выçлăх,

Пӳлес тесе ун хурлăхне,

Ула ĕне сухийĕ хыççăн

Аксаччĕ шанăç вăрлăхне.

 

Кунçул пĕр пек килмест хаваслă.

Шӳт çĕтнĕ чăркăш тапхăрта

Кăларнă чул, вăрман та каснă,

Юхтарнă сулă Атăлта.

 

Йăпатнă пурнăç е астарнă, —

Йăлăхтарман пĕрне-пĕри.

Лара-тăра пĕлмен хастарлăх

Паян та яшлăх пек вĕри!

«Хурăн сăрчĕ çинче чалăш çумăр...»


Хурăн сăрчĕ çинче чалăш çумăр

Ташлаттарчĕ ирпе сар çулçа.

Шевлесем,

Савăнса алă çупăр,

Тӳпе уçрĕ кăвак хупăлча.

Сивĕнмен-ха хĕвелĕн мунчи.

Сăрт каçанĕ пăспа, ав, сывларĕ.

Кӳршĕ тус

Çапăнса тухнă мар-и?

Çыпçăнса тулнă милĕк çулçи.

«Шурă хăйăрлă Атăл хĕрри...»


Шурă хăйăрлă Атăл хĕрри.

Чĕрери çулăмпах-ши пĕри

Çырса хунă чĕрсе (ах, чарусăр!):

«Пурнăçа пĕлес çук юратусăр».

Нӳрлĕ хăйăр çинчи сăмахсем...

Çырана асамлатнă вĕсем.

Нихăçан çухалмассăн, хитрен

Курăнаççĕ мана инçетрен.

Тĕрлĕрен çав, чăнах та, тĕмен,

Улшăну пуласса та кĕтмен,

Хум килсе сапаларĕ «ю»-не,

Туйăм ларчĕ ытла та йӳне.

Пушă юлнă çав «ю» вырăнне

Çыртăм «ы», аптăранă енне.

(Мĕн иртни яланах таврăнусăр):

«Пурнăçа пĕлес çук ыратусăр.»

«Шутарса чӳрече каркăçне...»


Шутарса чӳрече каркăçне,

пӳлĕме тĕксĕм хăтлăх кӳретĕп.

Юлашки юрату куççульне

çăлтăрсем курасран шикленетĕп.

 

Асапа ăнланас пек çурта

манпа тан куççульпе ĕсĕклерĕ.

Çул çухатнă этем-ши тулта

кантăк умĕн пĕр сассăр çӳрерĕ?

 

Юрату ĕмĕлки-ши темччен

уйрăлма хăяймасăр тертленчĕ?

Юлашки хут эс кайнă енче

куç курми шухă тăвăл çĕкленчĕ.

 

Шутарса чӳрече каркăçне

пӳлĕме тĕксĕм хăтлăх кӳретĕп.

Сӳнтерсе шур çурта çулăмне

чĕрери çулăмпа кĕрешетĕп.

■ Страницăсем: 1... 107 108 109 110 111 112 113 114 115 ... 796