Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хура çăкăрУтартаКуçа-куçăнВатă чĕре — çамрăк чунКĕперÇил-тăвăлСуя телей

Пурнӑҫ — пурӑнма


Ачалăхпа çамрăклăх савăнăçĕ пулнă колхоз театрĕн актерĕсене асра тытса

 

1

Тăрхала пĕчĕк пӳлĕм, пĕр-пĕрин çумне ретĕн лартнă тăватă сĕтел, вĕсен хушшинче вун икĕ арçынпа виçĕ хĕрарăм.

— Урăх кĕтместпĕр. Килмеççĕ. Уçар кĕленчесене, тултарар черккесене, — терĕ арçынсенчен пĕри.

— Кĕтмелле те марччĕ! — хĕрӳленчĕ тепри. — Кам театр хупăннишĕн çунсах çунать, вăл — кунта, хурлăхлă пумилккере. Вĕсем? Савăнаççĕ те пуль-ха. Савăнаççĕ паллах! Енчен те çак хура элчел килсе çапман пулсан-и? Е хăйсемех тухса каятчĕç пĕçерейменнине чухласа илсе, е, ниепле те чухлайман пулсан, эсĕ ху кăларса яраттăнччĕ вĕсене, Владислав Сергейч. Капла — сăлтав: актер ĕçне ирĕксĕр пăрахнă, намăс мар.

— Сан шухăшупа Елизар Асланов та пĕçерейменни-ха? — сиввĕн ыйтрĕ виççĕмĕшĕ. — Ăна хурласшăн янрашса илтĕн. Чи малтанах — ăна. Ах, Рябинин! Ах, йӳçĕ пилеш! Ах, Хĕлимун — кĕвĕç чун! Хăçан пăрахăн-ши эс çынна путарса çĕкленме хăтланас йăлуна. Асланов пирĕн театршăн Ургалкинччĕ.

— Ургалкинччĕ! Качалов марччĕ-и тата? — ахăлтатрĕ лешĕ. — Ху хăçан пăрахăн-ши, Ежов, ăна виçесĕр мухтама? Вăл пуçану тăк ун ятне асăннă-асăнман сиксе ӳкмелле ĕнтĕ сан ăна мухтама-хӳтĕлеме. Тепĕр тесен урăх кирлĕ пулмĕ эсĕ ун хутне кĕни. Кончал, виçĕм çул хамăр лартнă «Анисса» спектакльти пек каласан.

Малалла

«Хăмач çĕн тутăр çыхнă шуçăм...»


Хăмач çĕн тутăр çыхнă шуçăм

Шур сывлăмран сукмак хывса,

Шыва анать. Эс каччă пуçăн

Утатăн хирĕç хыпăнса.

Ӳкĕтлесе хул яваклас-и?

Сăмах пулаймĕ витерсе.

Сасса уçмалăх ятлаçаççĕ

Ирех вăраннă витресем...

Савни ури пулать-çке чăпăл,

Хĕрелнĕрен пушшех хитре.

Пике хуйхи пекех çăп-çăмăл

Шыв çийĕн пăсланать тĕтре.

Çула икке пайларĕ айлăм.

Умра утать пĕр ушкăн хур.

 

...Каллех сăмах тупса калаймăн.

Кун тин пуçланчĕ.

Вăхăт пур.

Мăкăнь чечекĕ


Туту çинче йăл çиçрĕ кулă.

Вăл йăмăх мăкăнь пек вĕри.

Пуласчĕ ман кăштах хăюллă,

Шуйттан пуласчĕ — кӳлĕри.

Сиксе тухас та, мур илесшĕ,

Пĕррех тăвас утма-чикме.

 

Туту çинчен татса илесчĕ

Хĕп-хĕрлĕ мăкăнь чечекне.

 

Мĕнпурĕ курăнĕ ансатăн,

Шăпланĕ тĕлĕннĕ тавра.

Куçпуç чарса эс пăшăлтатăн:

— Ытла та чăрсăр çак вара...

 

Вара — эп паттăр пулăп туххăм.

Чунра хăват пухăннипе.

Çĕр чăмăрне

Сарса эп тухăп

Кăвар пек хĕрлĕ мăкăньпе!

«Пар çĕннине...»


«Пар çĕннине», — ыйтать чĕре.

Анчах ăна ăçта тупас?

Пулас пулсассăн вăл турпас,

Пĕшкĕнĕттĕм ялан çĕре.

 

Шыракана — телей, тивлет.

Акать вăл тупсăм вăрлăхне.

Анчах çĕнни те кивелет.

Тепри килет ун вырăнне.

 

Пурнах, чун пурлăхĕ-тупри!

Ан пултăр ĕмĕрӳ кĕске.

Кĕрешӳре пĕрре тупни

Ялан йăл çиçтĕр çĕн тĕспе.

Автанпа тилĕ


Автан карта çинче хуралçă пек

Саркаланса ларать тет пĕр ирпе.

Çав хушăра пĕр тилĕ урампа

Иртсе пырать тет, Автана курса:

«Эй, шăллăм, шанчăклă çынсем

Паян ирпе пĕлтерчĕç савăнса,

Пире ĕнер ятран мирлештерсе

Кăларнă хут çавра пичет лартса.

Çан пек аван хыпарпала, Автан,

Сана чунтан эп саламлап паян.

Çӳлтен çĕре вĕçсе часрах ансам,

Сана савса эп хыттăн ыталам.

Сĕтел те тулĕ тулă-пулăпа,

Чи тăнăç пурнăçшăн ларар санпа!»

 

«Тавах, тăванăм, — тет Автан, — аван

Хыпар, сантан илтме тата аван.

Чăнах та кĕреке пухса пĕрре

Ларсассăн чаплă пулмалла пĕрле.

Тăхта, курап ав икĕ вĕшле йыт

Кунта темме васкаççĕ питĕ хыт,

Ыр хыпарпа килеççĕ пулинех.

Кĕтсе илсем-ха эсĕ вĕсене,

Эп хатĕрлем чи тутлă апатсем —

Халь маншăн эсĕр чаплă хăнасем!»

 

«Эх, маннă та, — тет Тил сехĕрленсе,

— Халь вăхăт çук кĕрекере ларма,

Ĕçсем нумай, таçта та çитмелле,

Кăшт каярах тĕл пулăпăр санпа!»

 

Ултав ăнманнине курса çакскер

Малалла

Тимян пичче


— Тимян пичче! Хĕреç чуп тутарма пуçларĕç, хатĕрлен çапма!

Аялтан çак сăмахсене илтсен, сăра витри çинчен тутăра сирсе пăрахнă пек, Тимян пичче те, шухăша кайнăскер, шухăшĕсене сирме тытăнса икĕ аллипе те чан кантрисене ярса илчĕ. Сылтăм урине чан кантри çине хуллентерех тапрĕ те вара ытти чансене йеркене кĕртрĕ. Йĕркене кĕнĕ чан сассисем çăмăл ташă кĕввине аса илтерчĕç.

— Тăнки-танки, танки-тан! — текен пилĕк тĕслĕ сас чухăн, улăм витнĕ çуртсем çинчен каçса пырса уя тухса кайрĕ. Унтан вăл сапаланса кайса, сăртсен çамкисем çумне пырса перĕнсе чистиех çĕтрĕ.

Кĕлĕрен тухрĕç. Кĕлле пынă çынсем пĕрерĕн-пĕрерĕн чиркӳ хапхи патнелле утса пыраççĕ. Тимян пичче çапма пăрахрĕ те, чиркӳ тăрринчи сулахайри решеткесем патне пырса тăчĕ. Паçăрхи шухăшсем каллех çаврăнса пычĕç. Шухăшсенчен тасалаймарĕ Тимян пичче.

— Эх, самана... Çиет вĕт самана пурнăçа. Этем тенĕ япала хăйĕн сăн-питне çухатрĕ, намăса пĕлми пулчĕ. Эпир пĕчĕккĕ чухне пĕртте кун пек марччĕ. Халь ун пек мар, халь пурнăç — çавра çил. Çĕр çинчи чуна пĕрне те хăйĕн вырăнĕнче вырттарса хăвармасть, пурне те хăйпе çĕклесе тулласа тăкать. Çитрех пуль çав — ахăр самана.

Малалла

Чăваш чĕлхине


Асамлă сассуна итлетĕп,

Туятăп сан çепĕçлĕхе,

Эс ман чунра вăй-хал чĕртетĕн,

Чĕре юрри — тăван чĕлхе!

 

Эс ăшă çил пек ачашлатăн,

Курма паран илемлĕхе,

Мал ĕмĕте савса юрлатăн,

Анне чĕлхи — тăван чĕлхе!

 

Сан сăмахсен кĕввин черченĕ

Чуна лăпкать ĕмĕрлĕхе.

Тăшман чĕтрет сив чирĕ ернĕн —

Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхе!

 

Янраттарать тăван чĕлхемĕм

Асамлă, янкăс хĕлĕхне!

Апла эпир нихçан пĕтмеспĕр —

Пурнать чĕлхе, тăван чĕлхе!

Чăваш чĕлхи пурне те кирлĕ


Чăваш чĕлхи пурне те кирлĕ,

Мана, сана, вĕт ачана,

Кашни сăмахĕ унăн вирлĕ

Тапса тăрать малашунта.

 

Куççуль пекех таса шыв евĕр

Янрать чĕлхем сĕм авалтан.

«Эсир ăна çĕтсе пĕтертĕр», —

Илтме ан тивтĕр мăнукран

 

Шăнкăртатса вăл юхтăр ĕмĕр

Ламран лама куса пырса.

Ялан вăл пултăр çутă тимĕр,

Ялан вăл çиçтĕр ялкăшса.

 

Кашни сăмах чуна вырнаçтăр,

Вут çул пекх çшне хывса.

Çитсессĕн кун çиçсе çуталтăр

Пулас ăрун çулне уçса.

Пас чĕнтĕрĕ


Шăнса тарланă ту çамки.

Пас чĕнтĕр карнă — чĕр илем!

Çак капăр сăнлăх хăçанхи? —

Ачалăха аса илен.

Курнать пăр витĕр кӳкĕрчен.

Асту, хĕвелĕн — виç хăлха!

Лăс чăрăш пек йĕр ӳкерсе,

Çӳл ту çине эс улăхан.

Вĕçме хушатăн йĕлтĕре,

Хăвна эс кайăк пек шутлан!

(Кайран та эсĕ ĕмĕр

Çунатлă çул çине тытан.)

Туссем чĕнеççĕ ал сулса.

Пулман эс пысăк кунашкал!

...Хĕл кунĕ, хĕрача пулса,

Туртса пырать ав çунашка.

Учик тĕрри


Чӳрече çинче çĕн ир,

Хĕл Мучи тĕрленĕ тĕрĕ.

Акăш-макăш пас вăрманĕ.

Йĕлтĕр йĕрĕ, шур упа...

Йăл та ял çунать çак тĕрĕ,

Пурпĕрех ун çук ăшши.

 

Шур хир евĕр пир çине

Пăр ĕнчи пек йĕппеле

Юрласа тĕрлет Учик,

Ӳкерет вăл çав тĕрре.

 

Мĕн çинчен юрлать пике? —

Инçетри савни çинчен.

Илсе кайрĕ йĕлтĕр йĕрĕ

Тусăма пас вăрманне.

Мĕкĕрет унта упа,

Шур упа — шур çил-тăман.

 

Ăнăçпа килсе çитме

Такăр çул тĕрлет Учик.

Курăр-ха, тĕрри чĕп-чĕрĕ,

Ăшăтса ярать чуна,

Шанчăка кӳрет хĕлхем.

Калăр, мĕншĕн вăл çапла?

 

...Чӳрече йĕме пуçлать, —

Куçрĕ пир çине тĕрри ун.

■ Страницăсем: 1... 109 110 111 112 113 114 115 116 117 ... 796