Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӳнми хĕлхемСуя телейЙăмраллă ялКатӑлнӑ уйӑхЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеПахчапа мунча хуҫиÇич çунатлă курак

Асӑрханӑр: пахчара — мина!


Çулĕ самаях пулин те пилĕк авмасăр пĕр кун та иртмест Акреппин аппан. Вăй çук тесе нихăçан та «чĕриклетмест» вăл. Пĕрех май кăштăртатать кил хушшинче. Ахальтен мар ĕнтĕ кил-çурчĕ те, пахчи те тирпейлĕ унăн. Ĕçченĕн ĕçĕ куç умĕнче, ял-йыш хисеплет ăна. Çуркунне тĕлне тĕрлĕ пахча çимĕç калчи çитĕнтерет, тухăçĕ те çулсерен савăнтарать. Хăярĕсем! Пĕчĕк сысна çурисем пек выртаççĕ шултраскерсем йăран çинче. Татса пĕтерессĕн туйăнмасть йышлăскерсене. Анчах мĕн тăвăн, пур çав «пулăшакансем» — пахча вăррисем. Çимĕçĕ йĕкел пек пулсанах куç илми сăнать йăрана вĕтĕр-шакăр, пахча çывăх-ĕнчех явкаланса çӳреççĕ чеереххисем. Мĕн чухлĕ тарăхтарман-ши вĕсем кинемее! Çĕпĕр çар округĕнчи ывăлĕ отпуска килсен çеç лăпланаççĕ йĕксĕксем. Кинемей ывăлĕ ахаль-махаль çын мар вĕт. Офицер! Патвар Пантелей хăшне те пулин ярса тытинччĕ...

Çимĕçне вăрланинчен ытла çеçкине хуçни-ватни, таптаса-çĕмĕрсе çӳрени пăшăрхантарать Акреппина. Кашнин пахчинчех çитĕнет ĕнтĕ хăяр, унăн тутлăрах-ши вара? Е шултрашăн ытараймаççĕ-ши? Сăтăрçăсен алли кĕçĕтет пулас пĕччен кинемейĕнне çаратмасан.

Макçăм пек ăста та чее пахча вăрри ялĕпе те çук-тăр. Унăн хăйĕн меслечĕ. Йăран тăрăх йăваланса шултрисене кĕлеткипе тĕрĕслет вăл. Унтан хăярсене хăпăл-хапăл татса хĕве тултарать те — шăвăнать пахчаран. Никам та сисмест пăшатана. «Макçăмăн ĕнси те куçлă», — мухтаççĕ юлташĕсем. Ача-пăча хушшинче пушшех сисĕнет ку: хăшĕ-пĕри, асли вырăнне хунăн, лăпкăн, асăрхануллăн сăмах хушать ăна. Ахальтен мар пуçтахсенчен ытларахăшĕ «ухутана» унпа çеç каясшăн. Ăнăçăва та пĕрле паллă тăваççĕ вĕсем. Пĕр-пĕр улах вырăна пуçтарăнаççĕ те хăяр çине тăвар сапса хура çăкăрпа «авăртаççĕ» кăна. Унашкал тутлă апат урăх çук тейĕн шăпăрлансемшĕн. Шыв ĕçмелли савăтне те хăяртан ăсталаççĕ: хăвăллатаççĕ те — стакан хатĕр. Эх, вăй хушăннăнах туйăнать хăяр сĕткенĕллĕ шыв тутансан!

Малалла

Хӗр сӑри


Мана кăрлач юрпа перет.

Манран тăвасшăн шур упа...

Çапах чунра пур перекет —

Управлă эп юратупа:

Тăван кил çулĕ маншăн такăр.

Йăли-йĕрки те пур асри.

Ялта епле хĕрӳллĕ тапхăр, —

Кĕрлет каç-каçăн хĕр сăри!

Килрен киле салат пухаççĕ,

Хăмла пĕр ывçă, Кăшт çĕпре.

Кур тутанса вара, сухаçă,

Саркаланса кĕрекере!

Шур перчеткеллĕ пиксем

Шаккаççĕ алăка тултан.

Шур пăс путекĕ пикенсех

Пӳрте сиксе кĕрет малтан.

 

Чĕнмен çĕре мĕнле эс кĕрĕн?

Кашни кĕтет хĕр чĕнессе...

Пырса çитет япшар яш-кĕрĕм

Çухавине юр çĕклесе.

 

Курка пуçлать чи харсăрри.

Малтанхине шалт хумалла!

Пуçланчĕ акă хĕр сăри.

Мĕн авалтан килен йăла.

Кунта чĕре вĕçет чĕкеçĕн,

Сăмах калаççĕ тутаран.

Кунта сăра кăна ĕçеççĕ

Нихçан ӳкмеççĕ ураран.

Хĕр умĕнче епле эс ӳкĕн?

Кунта сăпайлă ял ачи.

Кунта пиçет сасартăк хӳхĕм

Хĕрӳллĕ савăш икерчи.

Маттур хĕрпе тăр куçа-куçăн.

Юратупа яланлăх пуй.

Хĕр сăринче паллашнă хыççăн

Çулла кĕтсех тăр çĕнĕ туй!

«Ытам тулли телейĕм пăт чĕресĕ!..»


Ытам тулли телейĕм пăт чĕресĕ!

Ĕшентĕм эп ăна çĕкле-çĕкле.

Пайтах мана, савниçĕм, кĕтрĕн эсĕ.

Килмест тесе ан йĕр, ан ĕсĕкле.

Çул тертлĕ пулчĕ.

Пурпĕрех эп чăтрăм.

Сана савса çĕнелчĕ ман чĕре.

Вăй çитĕшне — хама кура мар — йăтрăм.

Пĕр тумламне тăкмарăм эп çĕре.

Халь çитрĕм эп.

Хапха уçса кĕрес-и?

Мĕн чул сăмах сана каламалли!

Ытам тулли телейĕм пăт чĕресĕ.

Йăлтах, савниçĕм, вăл сана валли.

«Шур уйăх шуратрĕ сăна...»


Шур уйăх шуратрĕ сăна,

Пачах куç хупман çĕрĕпе.

Хускалчĕ салхуллăн кăна

Чаршавăм çинчи шерепе.

 

Ултав улăштарчĕ мана —

Паян эп хура кĕпепе.

Çĕркаç тунсăхри хулана

Хĕвел ачашлать шевлипе...

«Эс çук та — ним те çук...»


Эс çук та — ним те çук.

Тĕтре, тĕтре...

Суранлă туйăмсем ытла мăран.

Пĕрре эс вилтĕн манăн тĕлĕкре,

Куççуль çăтса вăрантăм ыйхăран.

 

Анчах эс пулăн. Пулнă. Пурăнан.

Кулатăн, култаратăн такама,

Тен, тĕкĕр ывăнчĕ сăна-сăна...

Эп хатĕр халь ăна та ăмсанма.

 

Пĕр хускану тума та халăм çук,

Сассу анчах пултарĕ чĕм кӳме.

Туйăмсăрланнă шухăшсăр куçу

Пулас пек маншăн йĕплĕ чул хӳме.

 

Эс çук та — ним те çук.

Шап-шур тĕтре...

Асапланса вилеççĕ туйăмсем.

Йĕпхӳ кĕввиллĕ тĕссĕр пĕлĕтре

Вĕçсе иртеççĕ сассăр кайăксем.

Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке


Пӳлĕмре пăч-тĕттĕм. Çывăракансем хĕрсех хуп турттараççĕ. Ирхи ыйхă питех тутлă çав. Анчах будильник шăнкăртаттарчĕ кăна — йывăç краватьсем чĕриклетрĕç, пĕр енчен тепĕр еннелле çытарсем ыткăнчĕç. Унччен те пулмарĕ, урай хăмине çара ура çатлаттарни илтĕнчĕ. Тахăшĕ каçăхса каясла ахăрса йăлăнчĕ:

— Федя! Федя, тетĕп! Ан кăтăкла! Ан вĕлер! Чуна хăвар, тархасшăн!.. Ха-ха-ха-ха! Хи-хи-хи-хи!..

— Эй!.. Ача купи тума килĕр! — йыхăрчĕ тепри. Малти кĕтесре кĕшĕл-кĕшĕл, кĕптĕр-кĕптĕр турĕç. Йывăç кравать çăтăр-çатăр ишĕлсе анчĕ.

Сасартăках ахăрма чарăнчĕç. Малтанхи сасах юнаса та йĕлпĕрсе кăшкăрчĕ:

— Юрĕ, шереметсем! Ача купи мыскарине кăтартăп сире!

Çуйхашма пуçларĕç:

— Ой-йой-йой, Юман Паттăр! Хыт ан чăмăрта!

— Ванюк, майĕ пултăр!

— Алла хуçатăн!

— Ахă, шереметсем! Аллусене хуçатăп-и?! Мана кăтăкласа антăхтарнă, ача купи айне тунă чухнĕ аванчче-и? Акă ĕнте кăтăк тутине хăвăр тутанса савăнăр!

— Ха-ха-ха-ха!..

— Хи-хи-хи-хи!..

— Ӳлĕмрен çыхланатăр-и?!

— Çук, çук, Юман Паттăр! — Ванюк, каçар!

«Шăпа талансăр юрă хăйлĕ...»


Шăпа талансăр юрă хăйлĕ,

Курмашкăн тивĕ пысăк шар.

Пулас килет пулсассăн вăйлă,

Вăйлипеле тăр юнашар.

Унтан хăват кивçен ыйтмасăр,

Хăвна çеç çирĕп ĕненсе

Çĕкленĕн эсĕ, пулăн харсăр,

Айванлăх хăп, тасал, тесе.

Иртсе кайсассăн çаншăн хурлăх,

Ан пул эс чĕмсĕр чăнкă ту.

Имшерриле ан пул эс урлă,

Ху пек ăна та вăйлă ту.

«Çĕрпе пĕлĕт пĕрлешне енне...»


«У вези меня за горизонт!»

Марина Цветаева

 

Çĕрпе пĕлĕт пĕрлешне енне

Вĕçсе çитĕттĕм, касăттăм алăк.

Илсе кай горизонт леш енне,

Илсе кай, унта урăх çанталăк!

 

Çăлăнасчĕ çак ирсĕр çĕртен,

Чунсене çăтмахра тасатасчĕ.

Çĕнĕ пурнăç туса кĕçĕртен,

Пирĕшти пек таса пурăнасчĕ...

 

Кăлăхах йăлăнатăп иккен.

Тӳпене çĕкленмешкĕн пире

Пӳрменех-тĕр телей кӳрекен:

Этемсем пурăнаççĕ пĕрле.

«Сана кĕтни — тен, кĕтенçи пулни кăна...»


Сана кĕтни — тен, кĕтенçи пулни кăна,

Савас тени — тен, çырлахас тени кăна.

Туту, пăшăлтатса, темскер каласшăн,

Сукмак вĕçсĕрлĕхе илсе каясшăн.

 

Юнашарри — эс мар, тен, ĕмĕлкӳ кăна.

Пăлханчăк сăмахсем, тен, туйăнни кăна.

Çут тĕнчене манса, хумсем выляççĕ,

Шур акăшсем шур çунатне сулаççĕ.

 

Санпа чухне йĕни — хама суйни кăна,

Кӳрененçи пулни — савас килни кăна.

Туятăн-и, куç хупанки чĕтренчĕк,

Пылак куççуль хăюсăр та именчĕк.

 

Сана кĕтни — тен, кĕтенçи пулни кăна,

Савап тенн — тен, саванçи пулни кăна...

Куратăн-и, юр пĕрчисем кулаççĕ,

Тăм тивнĕ чечексем çеçке çураççĕ.

«Кичем...»


Кичем...

Сан куçусем калаçнине туяс килет.

Килсем,

Ман чĕрере чăн юрату, тен, йăл илет.

Пĕччен

Куççулĕ типиччен ӳксе йĕрес килет.

Ирччен

Тăм савăтри çеçке те сарăмсăр вилет.

■ Страницăсем: 1... 105 106 107 108 109 110 111 112 113 ... 796