Мĕншĕн пурăнатăп эп? Пĕлместĕп.
Пурăнмах çуратнă-çке мана.
Телей пур-ши? Эпĕ ĕненместĕп.
Ма куççуль тухать-ши яланах?
Юрату пирки тем калаçаççĕ.
Эп пĕлместĕп, мĕн вăл юрату?
Аттепе анне те ăнланмаççĕ,
Чĕрере, чунра та ырату.
Çынсене курсан куççуль юхать-çке —
Çав тери телейлĕ-çке вĕсем.
Пирĕн çеç килте ялан вăрçаççĕ,
Пирĕн çеç арканнă ĕмĕтсем.
Эпĕ тĕнчене килмен пулсассăн,
Тен,анне те хуйхă курас çук?
Тен, çавна пулах сывлать вăл ассăн
«Мĕншĕн качча килтĕм?» — тенĕ чух...
Тен, эп тĕрĕс мар шутлатăп пулĕ:
Аттепе аннен те айăп мар.
Вăл хăех çапла пуль, пурнăç çулĕ...
Шухăшсемшĕн, Турăçăм, каçар!
Ĕçмесен атте йĕркеллĕрех пек,
Эрехе пулах пуль вăл усал.
Ыррине кăна ĕмĕтленес-тĕк
Пăрахсамччĕ çак «хаяр туса»!
Эп килтен тухма та пит хăратăп
(Шăллăм урамра вылятăрах,
Эп унччен кăштах çемье сыхлатăп:
Аттепе анне ан вăрçчăрах...)
Малалла
Шухăшсем
Enjoy every moment of your engagement jo...
Make wedding planning feel joyful instea...
Planning your dream wedding should feel ...
This wedding planning website was create...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...