Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Акăшсем таврăнаççĕҪул пуҫламӑшӗТантăшсемТом Сойер темтепĕр курса çӳрениКатӑлнӑ уйӑхСунарçă халлапĕсемҪавраҫил

Йăван патша хĕрне качча илни


Пĕр карчăкпа старикĕн ватлăхра ача çуралнă тет. Ачине ят пама пĕлмен. Карчăкĕ старикне пасара кайма хушать. Унта илтнĕ пĕрремĕш сăмахах ывăлне ят хума шутланă. Старик пасаралла утнă чух пĕр ачана ашшĕ шыранă тет. Кăшкăрнă чух «Йăван!» — тесе чĕннĕ. Киле килсен карчăкне мĕнле сăмах илтнине калать. Вара ывăлне Йăван ят хураççĕ. Вăл сехетрен сехете çитĕннĕ тет. Ялта пуринчен те вăйли пулнă. Карчăкпа старик хăйсем виличчен Йăвана хĕр шырама яраççĕ. Утсан-утсан вăл патша хĕрне курать тет. Патша хĕрне питĕ килĕштерет Йăван, лешĕ те яша кăмăллать. Хайхискер патша патне калаçма каять тет. Патша ахаль парасшăн пулмасть хĕрне. Пĕр михĕ ылтăн килсе пама ыйтать уншăн. Пуçне чиксе тухса каять Йăван. Утса пынă чухне такăнать те ӳкет. Çамки çине тӳрех мăкăль тухса ларать, тем самантрах çав мăкăльрен мăйрака шăтса тухать. Хăранипе хăрушă саспа çухăрса ярать каччă. Мĕн тумалла? Кирлĕ мара епле пĕтерес халĕ? Сасартăк Йăван хăйĕн умĕнче икĕ мăйракаллă шуйттан тăнине курать. Лешĕ те каччăна тĕлĕнсех сăнанă, ара, çамрăкăн çамки çинче пĕр мăйрака çеç, унăн вара — иккĕ. Хайхисем çакăншăн çапăçсах каяççĕ тет. Шуйттан Йăван икĕ мăйракаллă пулнă-тăк пĕр михĕ ылтăн пама пулнине систерет. Йăван шутласа тăмасть, тепре ӳкет те тепĕр енче мăйрака шăтса тухать. Шуйттанăн ирĕксĕрех ăна пĕр михĕ ылтăн памалла пулать.

Малалла

Çула тухрăм, тăтăм...


Çула тухрăм, тăтăм:

каяс çул — инçе,

чăтлăх-чăтлăх

витĕр,

йĕп вĕç пек çинçе.

Пурпĕр

йăлтăр кулă

куç хупанкинче.

Пурпĕр

çăлтăр çулĕ

куçăм умĕнче.

Ансăр çул та —

çул вăл.

Иывăр çул та —

çул.

Кашни утăм —

хамăн,

Кашни кунăм —

ман.

Тĕтре вăл...


Тĕтре вăл —

яланах тĕтре.

Ишме те çук ун чух,

Вĕçме те.

Ак халь умра эс,

пар ална,

Çапах... Курма та çук сана,

Тытма та...

Тен, хăв тĕтре эс?!

Тăван тавралăх умĕнче эпир...


Тăван тавралăх умĕнче эпир —

мăн парăмлă çынсем. Сума сăватăп

ăна упракана. Выртса тăнлатăп:

мĕн калаçать вăрман, çаран, уй-хир?

Итлетĕп эп асамлă çутçанталăк

ача чĕлхипеле пупленине.

Ăна поэзи тейĕп те хăвалăп

хамран эп сӳрĕк шухăш пĕлĕтне.

 

Ан тив, эппин, çӳç-пуç та кăвакартăр:

ман сăвăсен янравлăхĕ пĕрех

çăлкуçăн уçă сассине хăвартăр

çын чĕрине ялан, ĕмĕрлĕхех.

Хисеп те чыс тăван тавралăха,

çĕр ĕçĕпе сăн илнĕ халăха.

Çĕр-шыв типсен, ака-суха тума...


Çĕр-шыв типсен, ака-суха тума

Ялйыш лаша кӳлсе, хире уттарнă.

Лашашăн вăрçă хыççăн та нумай

ĕç тупăннă: ялан вăл тăнă тарлă.

Ман çамрăклăх çакна пĕлет аван,

сахал-ха пулнă тракторсен хисепĕ.

Çав тертлĕ çулсене астăвакан

çынна сума суса пăхатăп эпĕ.

Хире те, вăрмана та, пахчана та

эпир çӳренĕ мар-и лашапа?

Ак тарăн шухăш авăрне чăматăп:

тен, лашаран та килнĕ-тĕр шăпа?

Чĕлхе пĕлсен, вăл калĕччĕ, паллах:

— Çын нушине турттартăм эп пайтах.

Йытă


Пирĕн килте йытă пур. Ăна Белка тесе чĕнеççĕ. Унăн юлташĕ Барсик пур. Белкăпа Барсик — уйрăлми туссем. Яланах пĕрле çӳреççĕ. Асатте вĕсене сунара илсе çӳрет. Апат-çимĕç тупсан та пĕрле пайласа çиеççĕ. Асатте иккĕшне те питĕ юратать.

Пĕрре сунара кайсан асатте Белкăпа Барсика çухатнă.

Лешсем вăрмана кĕрсе кайнă та каялла тухман. Белкăпа Барсик вăрманта хăйсене валли апат шыранă. Шыранă чухне çĕтсе кайнă. Çӳресен-çӳресен мулкача курнă. Ăна хăвалама пуçланă. Ку мулкач ыттисем пек пулман, пысăкрах, тĕсĕ те урăхла. Йытăсем мулкача хăваласа çитсен, лешĕ чарăнса ларчĕ те, «Ан тивĕр мана, эпĕ сирĕн виçĕ ĕмĕтĕре пурнăçлăп». Йытăсем тĕлĕннипе мулкача тивмеççĕ. Мулкач туссен ĕмĕчĕсене пурнăçличчен хăйĕн патне илсе кайса чейпе хăналарĕ. Унтан Белкăпа Барсикăн ĕмĕчĕсене пурнăçлама пулчĕ. Йытăсен пĕрремĕш ĕмĕчĕпе хăйсене какай, иккĕмĕш ĕмĕчĕпе пăшал, виççĕмĕшĕпе киле çитерсе яма ыйтрĕç. Мулкач икĕ тусăн виçĕ ĕмĕтне те пурнăçларĕ. Лешсем тĕрĕс-тĕкел килне çитсе ӳкрĕç, асаттене нумай какай тата чаплă пăшал парса савăнтарчĕç.

Эп паллаймастăп ку ют шăплăха...


Эп паллаймастăп ку ют шăплăха,

Çук, паллаймастăп.

Маншăн шăплăх — урăх, хамăрла.

Эп паллаймастăп ку ют шăплăха.

 

Ку шăплăхра — тĕлĕнмелле пăлхав,

Ку шăплăхра — тĕлĕнмелле ултав.

Эп паллаймастăп ку ют шăплăха.

Çук, паллаймастăп.

. . . . . . . . . . . . . . . . . . . .

 

Пурнăçра

шăплăхсем те-мĕн пулаççĕ урăхла,

Вĕсене те пĕлмелле-мĕн уйăрма.

Мĕн пулни-и?..


Мĕн пулни-и? Пулнă, пулнă.

Çил иленнĕ шух чуна.

Кулаканĕ варттăн кулнă:

«Йăвансассăн шуç çуна».

 

Çук çинчех çукки тупăннă

(Мĕн пурри те сахал мар.)

Тăрăха, тен, урли курнă,

Ун çинчен-и сăмахлар...

 

Сăмаха сăмах çĕнтернĕ,

Кулла витнĕ кулăпа.

Ташлама та вăй çитернĕ

Хăмсарсан та хулăпа.

Чупать лаша, сиккипе чупать...


Чупать лаша, сиккипе чупать,

Кăшт ывăнсан, юртта куçать.

 

Савни савать мана, чунтан савать,

Савнă çĕртех кайран ютта тухать.

 

Ах, савăнать тĕнче, тĕнче савнать,

Ман савнăçа вара каç сĕм хуплать.

 

Хура лаша лава хуллен туртать,

Лакăм тĕлне çитсен, лаках ларать.

Çутă пăр çинчи çав çутă пулă...


Çутă пăр çинчи çав çутă пулă

Пулинех пулсан та халь чĕре

Пурпĕр йăлтăрать-ха йăлтăр кулă:

Пур-ха тетĕп шыв пăр айĕнче.

 

Йăс шăнкрав сассиллĕ йăрă юхăм

Сассипе пĕр килĕ те чĕре

Ялт! сиксе самантăн та пĕр туххăм

Кĕрсе ӳкĕп кĕтнĕ ирĕке...

■ Страницăсем: 1... 605 606 607 608 609 610 611 612 613 ... 796

Шухăшсем