Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Шевле çутиАтте пилĕКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Йышăнман сăмахсемТаркăнКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеСинкер

Хула варринчи утрав


"Унăн килĕнче çутă çутрĕç" тенĕ пулăттăм эпĕ ман умра çын мар, çурт пулнă пулсан. Ялкăшма пуçланă куçне камран та пулин пытарма тăрăшмарĕ те вăл.

— Салам! — çиçкĕнчĕ те сассипе, те çутипе.

— Салам... — терĕм те сассăмпах, те шалти тĕттĕмлĕхĕмпе. (Тĕттĕмре, сăмах май, хăлха та илтми пулнăн туйăнать.)

Эпĕ хамăн пуш-пушă сĕмлĕхĕмрен урăх пĕр сăмах та туртса кăларайманнине кура, вăл ман кĕсьене хут татки чикрĕ те куçса çӳреме пултаракан хунар пек утса кайрĕ каçхи хулана çутатса (анчах çутине пĕрле илсе!). Вăл инçеленнĕçем тĕттĕмрех те тĕттĕмрех пулса пычĕ ахаль те сĕм хура каçăм, ун сулхăнĕ çан-çурăма çӳçентерчĕ.

Кайрĕ çав вăл мана пăрахса. Сăмаха çаврăнса пыракан туйăмсене каялла хăйсен хăнăхнă картине хăваласа кĕртме пулать тетĕр-и? Сĕтрен уйран пулать те — уйран сĕте çаврăнаймĕ, кĕрперен пăтă пиçĕ те — пăтăран кĕрпе пулаймĕ. Каялла илсе каякан çул çук. Пур тесе шутласа пăхăпăр. Анчах вăл ăçта илсе кайĕ?

Ачалăха... анне варне... çуклăха... Малалла выртакан сукмакĕ те пушăлăхах ертсе каять... Ухмах эп, ухмах, аташчăк... Çапла вара пĕртен-пĕр чăнлăх тесе йышăнăпăр: каялла илсе каякан çул çук. Анчах манăн мĕн тумалла халь?

Малалла

Пурнăç илемĕ


Кун хыççăн кун — шăвать çулталăк,

Сисместĕн ĕмĕр иртнине.

Тин çеç йĕретчĕ çутçанталăк,

Сарать халь юр çивиттине.

Кĕçех çурхи кунсем пуçланĕç,

Калча ешерĕ хирсенче,

Кăвайт пек çунĕ хĕвел анăç

Пĕрремĕш çумăр çитиччен.

Кайран ыраш пучах кăларĕ,

Çунат туянĕç чĕпĕсем.

Пур чĕрĕ чуншăн çакă мар-и

Чи савăк, кăмăллă кунсем?

Унтан ак пĕрĕхме те пуçлĕ

Вĕт çумăр хăйĕн еккипе.

Тăрнасене сивĕ куççульлĕн

Ăсатĕ пĕлĕтлĕ тӳпе.

Çапла шăвать куллен-кун пурнăç,

Шанас килмест çул иртнине.

Пулсассăн та тем чухлĕ пăрнăç

Аса илетĕн ыррине.

Нумай пулать-и, кăкăр сĕчĕ

Çиетчĕç манăн ачасем,

Портфель çакса шкула çӳретчĕç,

Илетчĕç лайăх паллăсем.

Паян вара хамран та çӳллĕ,

Парнелĕç мăнуксем кĕçех

Татах ача куллиллĕ пулĕ

Кил-çуртăмăр унчченхи пек.

Хĕвел тухнишĕн савăнсассăн,

Илтсессĕн шăпчăк юррине,

Ача утмашкăн тытăнсассăн

Ăнланăн пурнăç илемне.

Тăван çĕр


Тăван çĕрĕм, савнă енĕм,

Ытарми хитре кĕтесĕм!

Сансăр çутă тĕнчере

Ĕмĕрлес çук ĕмĕре.

 

Пин-пин çăлтăрлă тӳпе

Ялтăрать илĕртӳпе...

Çăлкуçсем тăраç тапса,

Шывĕ тутлă та таса.

 

Тахçан иртнĕ ĕмĕрсем

Йывăр пулнă-çке, тăван.

Анчах харсăр чăвашсем

Нихăçан та пуç усман.

 

Савать халăх хăй çĕрне,

Юратать ват Урала.

Ун илемĕпе мулне

Тăрăшатпăр упрама.

Кăркка


— Эпĕ урама тухсан

Эс, кăркка, хыçран чупан.

Кӳрентертĕм-и сана?

Ма савмастăн эс мана?

 

— Каласам: мĕн-ма ялан

Хĕрлĕ кĕпе тăхăнан?

— Çав тĕсе юратманран

Çилленетĕп эп чунтан.

Мухтанчăк автан


Çав автана куртăр-и?

Хĕп-хĕрлех ун пуç тури.

Уткалать картишĕнче

Мухтанса хур умĕнче.

Мухтанмалли пур вара:

Хурăн çук ун пек тура.

Мăнкун


Хĕвел çитрĕ те пирĕн яла çĕнĕ пылчăк çине лач! ӳкрĕ... Арканмарĕ, варланмарĕ, ытларах çуталчĕ кăна. Кӳлленчĕк ăна курсан йăптăр-р! çиçрĕ тĕкĕр пек. Эх, хĕвел ташласа тухасса кĕтнĕччĕ те çав паян...

Хăш вăхăтра пӳрт алăкне уçса хупнă, хапхаран тухса тăнă — астумастăп. Тăратăп урам варринче анраса.

Ĕнер ахаль кунччĕ — паян ахаль марри. Ĕнер эпĕ кунĕпех атăпа лакăштатса çӳрерĕм. Паян пылчăклă пулсан та çĕнĕ пушмак тăхăнмалла — мăнкун мăнкун пекех пултăр ĕнтĕ...

Пирĕн кил умĕнче юр кайман вырăн та пур. Юрĕн ячĕ анчах, эпĕ ăна, хăрăмлă чĕнтĕрпе витĕннĕскере, пач та тĕсĕнчен мар, сиввинчен çеç паллатăп: чăлхана хывса çарран пуса-пуса пăхрăм. Мами патак çитерчĕ.

Юрать-ха Элписен пӳрчĕ хитре — çавăнпа хĕвел ун çине ытларах пăхать. Вĕсен килĕ умĕнче типшĕрме пуçланă лаптăк та пур. Ĕнер Элпипе иксĕмĕр эх! хутларăмăр юриех унталла та кунталла: çат-çат-çат! Çĕр çăрăлмарĕ, пашалу чусти пек нăкăланса кăна пычĕ. Паян унта чиперех выляма пулать.

Каяс ирех Элпи патне — амăшĕ минтер çине лартĕ те лар вара тапранми вĕсен кăçал хур-кăвакалĕ ăнмасран хăраса. Пăхатăп та, хăйсен умĕнче Элпи тăра парать! Çĕнĕ кĕпепе пулсан та тӳрех палларăм. Хĕпĕртенипе ыткăнтăм ун патне. Савăнăç кăна-им-ха чĕрере... Хам та хам мар паян...

Малалла

Тавах, çăлкуç


Сипетлĕ сив çăлкуçĕ

Тапать ту айĕнчен...

Епле вăл тăрă, уçă,

Ĕçем ăш каниччен.

 

Тавах сана, çăлкуçăм,

Вăй хушăнчĕ халь ман.

Килер-и, савнă тусăм,

Пĕрле кунта ыран.

Пахчара


Ирхине тухсассăн йăпăрт

Эп кĕретĕп пахчана.

Улмуççи, чие те çĕмĕрт

Илĕртеççĕ-çке мана.

 

Тумĕсем вĕсен шап-шурă

Çеçке йышлă пулнăран.

Сăрхăнать пек çепĕç юрă

Кашни ешĕл çулçăран.

Чăваш арăмĕ


Вăхăт хăвăрт иртсе кайрĕ,

Тавăраймăн иртнине, —

Çаплипех-ха калаймарăм

Хам ăна юратнине.

 

Ун сăнне куратăп эпĕ

Çаранри çеçке çинче.

Сассине вара илтетĕп

Сарă кайăк юрринче.

 

Пĕвĕ-сийĕ — çамрăк хурăн:

Яштака, яка, çинçе.

Çак сăна пĕрре мар курнă

Эп тулли уйăх çинче.

 

Ăнсăртран халь тĕл пулсассăн

Ман çине пăхса кулать,

Эп савса сăмах хушсассăн

Тавăрса çапла калать:

 

«Мĕншĕн çамрăк чух пулмарăн

Эсĕ, тусăм, ман çумра?

Ма хуласенче шырарăн

Çинçе пилĕклĕ майра?»

 

...Хирĕç ним те калаймарăм,

Чĕрем çеç кăлт-кăлт сикет,

Тĕнчери мĕнпур хĕрарăм

Чăваш арăмне çитмест.

Пĕчченлĕх


Эс каятăн, эп юлатăп.

Çăлтăр та ӳкет — сăна!

Инçетре сана кураймăп,

Каç илсе каять сăнна.

 

Сассуна нихçан илтеймĕп,

Чуп тăваймăп тутунтан.

Куллуна аса илеймĕп,

Тинкереймĕп куçунтан.

 

Сан сăну таçта çухалĕ,

Ман çакна сисет чĕре.

Вăхăт тĕренпе сухалĕ

Утса тухнă çул-йĕре.

 

Алăсем тек туртăнаймĕç

Тĕлĕкре те сан патна.

Каçхи ыр сасса хуплайĕç

Тĕттĕмпе пуш пӳрт кăна.

■ Страницăсем: 1... 609 610 611 612 613 614 615 616 617 ... 796