Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Полк ывӑлӗСар ачапа сарă хĕрУтартаÇут пайăркаВӗре ҫӗленЙĕрсем çухалмаççĕПирĕн çулталăк

Çылăхлă чун


Çĕр пăч тĕттĕм, пĕтĕм ял

Ĕçрен канса çывăрать...

Ват тимĕрçе пĕр усал

Лаççа тухма тăратать.

Ват тимĕрçĕн лаççине

Çĕрле тухма чун туртмасть,

Анчах улпут лашине

Таканламасăр каймасть.

Хакне хăй хаклă парать —

Çĕр тенкĕлĕх хут укçа

Старик пăхса шухăшлать:

«Пуянскер, чаплă хуçа».

Старик, ăшă вырăна

Прахса, лаççа сулăнать.

Стана кĕртсе лашана

Таканлама тытăнать.

Старик чакать пĕр хĕрне,

Алри млатук тухс[а] ӳкет —

Лаши ури вырăнне

Этем урисем лекет.

Лаши куççуль юхтарса,

Чарна пĕлми ĕсĕклет;

Этем саспе уласа,

Хăй пурнăçне ӳпкелет.

«Мĕнле тӳссе пурăнан

Ак çак шуйттан аллинче!..

Хăтласси çук ĕнтĕ ман!..

Çунап шуйттан çуртĕнче.

Птерчĕ мана йӳç эрех!

Ăна ĕçсе хам чуна

Патăм ĕмĕр-ĕмĕрех

Тарçа — ак çак шуйттана!..

Куна пĕлнĕ пулса, эп

Тумлам ĕçмен улăттăм!

Тăватă çул тертленеп,

Паян та-ха пурнăттăм!..»

Старик калать шуйттана;

«Пулмасть санпа çыхланса,

Малалла

Хĕл Мучипе тĕл пулни


Пĕррехинче хĕллехи вăрмана вăрăм шăчă шырама кайрăм. Чылай çӳресен ватă вăрман патне çитсе тухрăм. Юман çине ăнланмалла мар чĕлхепе темĕн çырнăччĕ. Пăхса тăтăм-тăтăм та, аса илех кайрăм, ара, хамах тахçан çырнăччĕ-çке, «Кам та кам Хĕл Мучи çинчен сăвă шутласа кăларать, çав çак юман хăвăлне кĕме пултарать. Юман хăвăлĕнче пусма пур, çав пусма пĕлĕте илсе çитерет». Тĕлĕнсе тăтăм-тăтăм та…

Çав вăхăтра йывăç çинчен юр ӳкрĕ. Çилленсех кайрăм, ман çинех ӳкрĕ-çке. Çак самантра пуçра сăвă йĕркисем шăранчĕç,

 

Хĕл Мучи, Хĕл Мучи,

Парне илсе килтĕн-и?

Хĕл Мучи, Хĕл Мучи,

Канихвет çитеретĕн-и?

 

Сăвă вуласа пĕтернĕ çĕре юман хăвăлĕ çуталчĕ те унти пусмана курах кайрăм. Хăвăла кĕтĕм те, пусма картлашкисем тăрăх çӳлелле улăхрăм. Пĕр 10 минут пек кайрăм-и, пĕлĕт çине улăхса лартăм. Хăрасах кайрăм, ман умра пăртан тунă кермен ялтăртатса ларать, куçа шартарсах ярать.

Кермене кĕтĕм, вăрăм коридорпа утатăп. Унăн вĕçĕнчи алăка уçрăм та пахчана тухса тăтăм. Алăк патĕнче пĕчĕк кăна çăкăр татки курсан хĕпĕртесех кайрăм. Унччен те пулмарĕ, пĕчĕк çеç хитре кайăк çын сассипе, «Çăкăр çитер», — тет. Çитермерĕм, хама валли те сахал-çке. Кайсан-кайсан пĕр пӳрт патне çитсе тухрăм. Алăка шаккатăп, «Кам унта?» — илтĕнет ватă старик сасси.

Малалла

Львовпа Перемышле илни çинчен хывнă юрă


Вăрçă вучĕ вăйлă çунчĕ

Шăтăртаттарса.

Тупăсем çĕр чĕтĕретрĕç

Кĕмсĕртеттерсе...

Австрияна кĕтĕмĕр

Аслă çул уçса;

Львов хулине илтĕмĕр

Паттăррăн кĕрсе.

Львов хулине иличчен

Люблин патĕнче

Нимĕçсене икĕ енчен

Вăйĕ чакиччен

Пĕр çĕререх пухрăмăр

Çывăхран курма.

Курсан шухăш тытрăмăр

Çавăрса илме.

Вăрçă вучĕ вăйлă çунчĕ

Шатăртаттарса,

Тĕтĕм-сĕрĕм, тупă тарĕ

Çутта хуратса

Çил-тăвăл пек вăйлă тăчĕ

Чуна хăратса.

Вут витĕрех кайрăмăр

Юрă юрласа.

Перемышль патĕнче

Пирĕн тăшмансем

Шухăш тытрĕç хирĕç тăма

Чуна хытарса, —

Эпир хыттăн вут-хĕмĕпе

Сурма тапратсан

Вĕсем вара тӳсеймерĕç —

Парăнчĕç пире.

Пирĕн çарсен пуçлăхĕ,

Патша тăванех,

Ăмăрткайăк пек çӳрерĕ

Çĕнтернĕ çĕрте,

Хăйĕн паттăр халăхне

Хаваслантарса.

Ертсе пычĕ тăшман çине

Аслă ячĕпе.

Нимĕç чунне чĕтĕретрĕ

Пирĕн вăйлă ят,

Çак (вăрçăра) хăватланчĕ

Пирĕн аслă ят,

Малалла

Хĕлле


Тăван ялсем шур юр айне пытаннă,

Улам çуртсем, мупкач пек, пит йаваш.

Çемçе уя усал çил ыталанă,

Çемçе уя тусать çил, мĕн тăвас?!

 

Анкартинчи хапха çилпе йăваннă,

Халех витнет, халех ак шур юрпа.

Сив хĕл йавăр чиртен паян сывалнă,

Ун халĕпе тайлать юман юпа...

 

Хыт хурама, хытарнă шур кăçатлă

Тăван хĕрĕ çĕтнĕ пек, ахлат.

Ах, мĕн тăвас? Ана эп хыт юратнă,

Ах, мĕн тăвас? Вăл халех çухалать...

 

Чакăр уя çулла вăл илемлетнĕ,

Чакăр уя сыхланă вăл çĕрле.

Ак халь ĕнтĕ вăрă аллине лекнĕ,

Ах, хурама, пĕтетпĕри пĕрле?!

 

Çук, çук, пулмасть, йăваш пулма пит йывĕр.

Йăваш пулма халь шăп çанталăк мар.

Нихçан, нихçан ку тĕнчере ан ывăн:

Çурхи чакăр кунсем халь çитнĕ мар...

 

Эх, хурама, çулла эс кăтра пуçлă,

Çулла сыхан эс чакăр кунсене.

Анчах ак халь шăнса эс пуçна уснă,

Шурса шăнтан çӳхесĕр ĕнсӳне...

 

Ан тив, урсах усал çил хыт уллатăр,

Усал урсах хыт тустăр тусăма.

Малалла

Вĕренĕн вĕçĕ пур


Пĕррехинче кашкăр, упа тата тилĕ вутă татса пӳрт туса лартнă. Виççĕн пурăнма пуçланă. Кĕçех вĕсен вутă пĕтнĕ.

— Эсир вутă патне кайăр, эпĕ килте юлăп, апат пĕçерĕп, — сĕннĕ тилĕ. Упапа кашкăр тухса кайнă. Тилĕ пӳрт сыхлама юлнă.

Кăшт тăхтасан ун патне арăслан кĕнĕ те тилле пӳртрен хăваласа кăларнă. Хăй пӳртре йăлт аркатнă та тухса тарнă.

Часах упапа кашкăр вутă çĕклесе таврăннă.

— Мĕн пулчĕ? — тĕлĕнсе ыйтнă упа. Тилĕ нимĕн те шарламан.

Тепĕр кунне киле кашкăр юлнă. Ун патне те арăслан килнĕ, пӳртрен хăваласа кăларнă. Каллех аркатнă. Упапа тилĕ таврăнсан кашкăр нимĕн те чĕнмен.

Виççĕмĕш хутĕнче киле упа юлнă. Арăслан пӳрте кĕрсен упа шăхличпе выляса ларнине курнă.

— Мана та шăхлич туса пар! — мĕкĕрнĕ кĕтмен хăна.

— Атя вăрмана, — тенĕ упа. Арăслан килĕшнĕ.

Вăрмана çитсен упа турата хуçнă.

— Эпĕ пуртă иличчен пӳрнӳне çакăнта чик-ха, — тенĕ вăл арăслана. Лешĕ хушнă пек тунă та — пӳрни турат хушшине хĕсĕнсе ларнă. Тискеррĕн çухăрса янă арăслан, турат тыткăнĕнчен ниепле те хăтăлайман. Упа килне таврăннă.

Çав арăслан халĕ те çухăрса тăрать тет. Кашкăр, упа тата тилĕ паян та чиперех пурăнаççĕ-мĕн.

Тăван çĕршыв, ман айăп çук...


Тăван çĕршыв, ман айăп çук,

Таса эп сан умра.

Чĕлхем сӳнмен, эп сан ачу,

Çунатăп хĕм-вутра.

 

Кăвар чĕре сӳнми тапать

Вучахлă кăкăрта,

Тем тĕрлĕ сăвă шаранать

Вут çиçĕмлĕ ăсра.

 

Вутра шăраннă сăвăсем

Кирлех-ши халăхна?

Чи çывăх туйăмлă туссем

Кĕтеç вулакана.

 

Тăван çĕршыв, илт ман сасса,

Ман çирĕп сăмаха.

Хам пурнăçа, сана савса,

Паратăп халăха.

 

Çĕртме, 2000.

Чăвашпа тутар


Каринкке Кавĕрлипе пĕрле çырнă

 

Пĕр чăвашпа пĕр тутар

Юланутпа, юнашар,

Улăх тăрăх пыраç тет,

Кашни хăйне ырлаç тет.

Хĕвел анать, каç пулать,

Чăваш лаши чут утать.

Кăсем чисти сӳсленеç:

— Атя ĕнтĕ канар, — теç.

Лашисене хайхисем

Çаран çине яраç те

Канма выртаç-мĕн хăйсем.

Чăваш выртать, сикмеç те.

Тутар хушать-мĕн кăна:

— Пăхсам, тусăм, лашуна! —

Чăваш тусĕ тутара:

— Ман мĕн пăхас?

Ман хура! Манне вăрă тытас çук —

Мĕншĕн тесен курас çук.

Сан лашу, ав, палăрать,

Таçтан шурă курăнать.

Вăрă пекки-мĕн килсен,

Тытсан санне тытĕç, тен.

Тутар пуçне хыçрĕ тет:

— Чее, шельмă, — терĕ тет.

Тутар çапах чăвашах

Лаша пăхма ярасшăн.

Çавăнпа та наччасрах

Ак мĕн тесе калать-мĕн:

— Атя, эппин, улштарар!

Ху лашуна мана пар —

Шур лашана хăвна ил!

— Юрать, юрать, Исмахил! —

Тесе выртать ман чăваш.

(Ун пек çĕрте вăл йăваш.)

А хăй каллех хускалмасть,

Малалла

Асамлă çăл


Пĕр карчăкпа старикĕн виçĕ хĕр пулнă тет.

Хĕллехи пĕр сивĕ каç карчăк аслă хĕрне шыв ăсса кĕме хушнă.

— Манăн черчен алă шăнать-çке. Кун пек сивĕре эпĕ ниçта та тухмастăп, — юлхавланнă лешĕ.

Амăшĕ иккĕмĕш хĕрне шыв патне ярасшăн пулнă.

— Манăн шуçса ӳксе аманас килмест-ха. Аленушка кайтăр, эпĕ тухмастăп,- кахалланнă иккĕмĕшĕ те.

— Аленушка, шыв ăсса кĕр-ха, — тенĕ амăшĕ кĕçĕн хĕрне. Лешĕ йăпăр-япăр тумланнă та пушă витресем йăтса çырмана аннă.

Çăл патне çитсен хĕр ури шуса кайнипе сивĕ шыва кĕрсе ӳкнĕ, ун тĕпне анса сĕм вăрмана тухнă. Аленушка пысăк йывăçсен хушшипе утсан пĕр чаплă кермен патне çитнĕ. Кунта Хĕл Мучи пурăннă-мĕн. Аленушка алăкран шаккасанах кил хуçи ăна пӳрте кĕртнĕ. Хăна шур сухаллă Хĕл Мучие мĕн пулса иртнине тĕплĕн каласа панă.

Лешĕ ĕçчен хĕре хĕрхеннĕ, тарăн çăлтан кăларса янă, Çĕнĕ çул уявĕ çывхарнă май кучченеç парнеленĕ. Аленушка ырă кăмăллă Хĕл Мучие чунран тав туса пӳрте кĕнĕ. Тулли витресем вара хăйсемех киле çитнĕ-мĕн.

Аленушка часрах сăмавар тулли чей вĕретнĕ. Килтисене Хĕл Мучин кучченеçĕпе сăйланă. Асамлă çăл пирки илтсен аппăшĕсем те шыв патне кайма ӳркенмен. Анчах вĕсем пымассерен çăлри шыв шанк шăнса ларнă, хĕрсем киле пушă витрепех таврăннă.

Атăл хĕрринче


Атăл хĕрне эп тухрăм паян кун

Унта хумсем савнаççĕ ирĕкре.

Кăкăрăм çинче тапранчĕ чĕрĕ юн

Хум халĕпе пĕрле пулас тесе.

 

Аякра мар, манран виç утăмра

Пуçне усса ларать ват хурама.

Сăртран яш çил килсе вĕрсен аран

Пĕшкĕнленет «мĕскĕн» пуçтурама.

 

Çĕрсе пĕтет. Вилет вăл çавăнтах.

Тен, ыранах ак анĕ çурăлса.

Анчах ун умĕнчи çамрăк çăка

Куççуль тăкмасăр юлĕ савăнса.

 

Ăна вăл асапланса тĕшĕрĕлни

Амăш вилли çинчи пек макăртмасть.

Мĕншĕн тесен ват хурама хĕсни

Халь те чĕри çинчен çăвăнаймасть...

 

Хум халĕпе пĕрле пулас тесе,

Ак тухрăм паян кун Атăл хĕрне.

Çӳлте хĕвел хĕрсе... хĕпĕртесе

Шуса анать сăртсем, уйсем хыçне.

Таса Сион


Çӳлти Сион, таса патшалăх

Этем пĕлми çарпа тулли.

Çарсем турра савса юрлаççĕ:

Святой, Святой, Святой Турă,

Мухтав Сана, Святой пĕр Турă,

Мухтав Сана, тĕнче çути!

 

Турра курса савса юрлаççĕ

Çӳлти çарсем таса райра;

Вĕсем пурте Турра мухтаççĕ.

Çынсем, эпир калар Турра:

Мухтав Сана, çӳлти патшамăр,

Мухтав Сана, Çӳлти Турра!

 

Эпир Сана парне кӳретпĕр,

Мухтав юрри — таса парне.

Чунтан-вартан савса юрлатпăр:

Çӳлтен, райран пилле пире;

Пире хĕрхен, пире юрат, çăл,

Çутта кăлар, хăвна пĕлтер.

 

Эпир Сана чунтан калатпăр:

Кун-çул курма пилле пире.

Сана анчах шанса тăратпăр:

Тăшмансенчен хăтар пире.

 

Сана мухтав юрри юрлатпăр:

Сион çинчен пилле пире!

■ Страницăсем: 1... 669 670 671 672 673 674 675 676 677 ... 796

Шухăшсем