Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пурăнас килетПулас кинсемÇич çунатлă куракПограничниксемВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртХĕн-хур айĕнчеАча чухнехи

Асамлă уçă


Пĕррехинче манăн анне чирлесе ӳкрĕ, эпĕ ăна мĕнле пулăшмалли çинчен шутларăм. Пĕр ир эпĕ тĕлĕк куртăм. Тĕлĕкре шур сухаллă старик манăн аннене мĕнле пулăшмалли çинчен каласа пачĕ. Аннене чĕрĕлĕх шывĕ кăна пулăшма пултарать-мĕн. Чĕрĕлĕх шывне вара асамлă уçăпа питĕрсе илнĕ, уççи вара тинĕс патшинче. Вăл ăна лайăх сыхлать иккен. Эпĕ çула тухрăм. Пĕрле Кампур ятлă йытта тата çул çине апат илтĕм. Акă эпир вăрмана çитрĕмĕр, часах каç та пулчĕ. Апат çирĕмĕр те çывăрма выртрăмăр. Каçхине темĕнле кайăк кăшкăрнине илтрĕм. Эпĕ кайăка пулăшма шутларăм. Кайăк патне çитрĕм, унăн чĕппи йăваран тухса ӳкнĕ пулнă. Эпĕ кайăк чĕппине йăвана илсе хутăм.

— Тавтапуç сана, кирлĕ чухне эпĕ сана пулăшăп. Эсĕ çак шăхличпе çеç шăхăрт, — терĕ мана кайăк.

Тепĕр кунне эпир Кампурпа малалла утрăмăр. Вăрманта çĕтсе те кайрăмăр. Эпĕ кайăк каланă сăмаха аса илтĕм. Кĕсьерен шăхлич кăларса шăхăртăм çеç - ман ума кайăк килсе тухрĕ. Вăл пире тинĕс хĕрринех илсе çитерчĕ. Эпĕ кайăка тав турăм та тинĕс патши патне кайрăм. Вăл мана курсан савăнчĕ, асамлă уçă пачĕ. Эпĕ уçă илтĕм те чĕрĕлĕх шывне шырама кайрăм. Часах шыраса та тупрăм. Асамлă уççа тинĕс патшине тавăртăм та килелле утрăм. Аннене чĕрĕлĕх шывне ĕçтертĕм. Вăл часах сывалчĕ, эпĕ киле таврăннăшăн питĕ савăнчĕ.

Ишсе çитем


Кăвак пĕлĕт çинче çӳрет путек,

Çӳрет, савнать, кулать вăл çуталса,

Эп хам паян, кĕркуннехи чечек

Пекех ларап хура пуçа тайса...

 

Мана пăхса, юри кулса, хресчен

Ларать чĕлĕмпеле тапак туртса.

Ешĕл йăмра çинче шăпчăк каçчен

Тĕрлет юрра вут пек шăрантарса...

 

Мĕншĕн, кала, мĕншĕн савнан хресчен?

Мĕншĕн итлетĕн шăпчăк юррине?

Мĕншĕн, кала, паян эп пĕр-пĕччен

Ларнă чух килтĕн, килтĕн ирхине?..

 

Е эс мана.. уй-хир çынни тесе, —

Йăваш хĕре качча парас тетне?..

Апла пулсан шыв пек хĕпĕртесе

Ишсе çитем тăван хĕрӳ патне...

 

Ĕнен, хĕре эп курнă пахчара.

Çырла тесе ят патăм ун чухне...

Куçне курсан... ача пек вăтанса

Пытантăм эп... часрах хӳме хыçне.

 

Унтан каçпа унпа эп калаçса

Тĕлĕнмен мар... ĕнен, тăван хресчен.

Сăнĕ... Сăнне курса эп савăнса...

Анчах питех кирли — чĕри мерчен!

 

Шупашкарти хĕрсем питне тăмпа

Сĕрсе юртса çӳреççĕ пулсан та:

Уйарпала çĕрсе пĕтнĕ кăмпа

Малалла

Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене


Вуникĕ хир урлă эпĕ каçрăм,

Вуникĕ хир урлă эп каçрăм,

Ялан тулăран та тулă йăранĕ,

Ялан тулăран та тулă йăранĕ.

 

Аташтармасть туллăн йăранĕсем,

Аташтарать тĕнчен мулĕсем.

Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене.

Çылăх пулĕ çамрăк пуçсене.

Палан мĕншĕн йӳçĕ?


Пĕррехинче ачасем вăрмана кăмпана кайрĕç тет. Çул çинче интереслĕ тĕм курчĕç. Ун çинче сап-сарă çырласем. Ачасене асламăшсем пули-пулми çырла çиме хушман, вĕсем наркăмăшлă пулма пултараççĕ тенĕ. Пĕр арçын ача чăтса тăраймарĕ, темиçе çырла илсе татса çисе пăхрĕ,

— Ачасем, еплерех тутлă çырла! Çисе пăхăр-ха, — сĕнчĕ вăл тус-юлташĕсене.

Пурте çырлана çисе пăхрĕç, пурте килĕштерчĕç, анчах та Ваня яланах тусĕсенчен уйрăлса тăнă, яланах чăкăлташма юратнă,

— Пăхăр-ха, тутли тутлă-ха, анчах та вăрри мĕн пысăкăш, пырăра лартатăр-ха, — тесе юлташĕсене асăрхаттарчĕ.

Юлташĕсем çисе тăрансан, урăх çиейми пулсан, «Чăнах та вăрри еплерех пысăк, тутлă та мар», — тесе айккинелле пăрăнчĕç тет. Палан ачасем çине хытах кӳренчĕ тет. Çилленчĕ те çилленнипе хĕрелсех кайрĕ, хĕрелсе кайрĕ те çырлисем те йӳçрĕç тет. Шăпах çавăнтанпа палан йӳçĕ.

Ĕмĕт


Вырма пĕлмен çурла пĕлĕт çинче

Хуйха кайса вăтанчĕ такамран.

Сарай çине шуса пырать мĕлке.

Ăна эп хам куратăп кантăкран.

 

Унтах авкаланса çăлтăр сӳнет,

Ӳкет итем çине çĕленленсе.

Ват пахчари хушра савни йĕрет,

Ахальтенех пăсать çĕмĕрт куçне.

 

Кăшт çил пуртан, лере чашлать вăрман,

Пит тĕттĕмрен мана вăл курăнмасть.

Вун ик сехет... савнийĕм çывăрман,

Ытла вĕри чĕри лăпланаймасть...

 

Ан йĕр, савни, йĕме вăхăт çитмен.

Сана — çут ир, манман эп, ан хăра.

Çунса тăран чĕремĕм сӳнмесен

Кашни каçах юр юрлăп сан умра.

 

Ман юрăсем пулас тĕнче сăнне

Кăтартаççĕ юхса ак сывлăшра,

Сана куççуль тăкан çут мĕскĕне

Йăпатаççĕ ишсе çĕн пахчара.

 

Ан йĕр, савни, йĕме вăхăт çитмен.

Тăвăл иртет. Унтан эс ан хăра.

Çунса тăран ĕмĕтĕм сӳнмесен,

Кашни каçах юр юрлăп сан умра.

Кĕрхи илем


Кĕрхи сăнарăн пур ĕлккемлĕх,

Чуна кайса тивен илем.

Çунаççĕ çулçăсем хĕлхемлĕн,

Вĕçсе иртеççĕ кайăксем.

 

Пăлан пек ĕнесем çӳреççĕ

Пас тытнă çеремсем çинче.

Хĕвелĕн пичĕ пĕчĕкçеççĕ

Ирхи тĕтрелĕх хыçĕнче.

 

Йĕтемсенче илеççĕ авăн,

Ĕç шавĕ хăлхаран каймасть.

Пахча тулли арбуз та кавăн, —

Кĕр мăнтăрне ут туртаймасть.

 

Лаçсем çинче чĕтренчĕк тĕтĕм, —

Сăра çакаççĕ инкесем.

Уяв тесен — ял-йыш пĕр пĕтĕм,

Ĕçре те — çавă, пикенсен!

 

Саламлă, савнăçлă, ĕлккемлĕ

Ик куç тулли кĕрхи илем...

Анчах та темшĕн, тем хĕрхеннĕн

Кăшт ассăн сывласа илен...

 

Мĕскершĕн тунсăх, кулянулăх

Амаланать пек чĕрере?..

(Салхулăх, кай кунтан, ан çулăх!

Эс ют хальхи поэзире.)

 

Шавланă-иртнĕ çамрăк шухлăх

Темме çаплах аса килет?..

Малта?.. Малта мĕн? — Шурă пушлăх,

Тесе ак рифма ответлет.

 

Мĕнпе кун-çулăм курĕ кунăç,

Мĕскер хăварăп асăнма?

Малалла

Вĕренӳ çулĕ вĕçленчĕ


Хĕлĕпех чĕр чунсем пĕрле вĕренчĕç. Учительница вĕсене вулама-çырма хăнăхтарчĕ. Юлашки шăнкăравра кашнин хĕлĕпе мĕн вĕреннине кăтартса памалла.

Малтанах кашкăр тухрĕ. Вăл юрларĕ, ташларĕ, упаленчĕ-çаврăнкаларĕ. Унтан тилĕ тухрĕ. Тилĕ чултан шăрçа ăсталаса кăтартрĕ. Пакша учительницăран мăйăр ыйтса илчĕ те кăшлама пуçларĕ, кăшларĕ, кăшларĕ, ылтăн пакша пулса тăчĕ. Кашниех мĕн те пулин интересли туса кăтартрĕ, уншăн «5» паллă илчĕ, анчах та çырма-вулама хушсан — пĕри те вулама та, çырма та, шутлама та пĕлмест иккен. Çулталăкĕпе вĕренни пустуях пулчĕ. Вĕреннĕшĕн кашниех «2» паллă илчĕ. Чĕр чунсем çилленчĕç, урăх шкула килместпĕр терĕç. Çавăнтанпа чĕр чунсем урăх шкул алăкне уçса пăхмарĕç.

Кистенĕм çук


Сăртсем, уйсем, вăрмансем хыçĕнче

Ялсем лараççĕ ешерсе.

Эп Шупашкарти çӳллĕ сăрт çинче

Пăхса тăратăп тинкерсе...

 

Асилеп яла. Ир пуçласа каçчен

Чупса çуреттĕм пикенсе.

Эп хулиган... тытаттăмччĕ кистен

Вут пек хĕрсе тӳпелешме.

 

Анчах кистен.. çĕрсе пĕтрĕ паян,

Кистенĕм çук ман алăра. —

Кала, мĕн-ма хĕрсе çапан? —

Текен сас пулмĕ таврара...

 

Кистен вырăнне çут шыв хĕрне анса

Эп тупрăм янракан кĕсле.

Çемçен, ӳсен яш хĕр пек вăтанса

Юрра пуçларăм чĕкеçле...

 

Чăшăл хăях манран аякра мар,

Савса çемçетрĕ сассăма.

Чăшăл хăях юратнă тус вăл ман —

Хыт ыталам çĕршывăма...

 

Йăлтăртатса ларан чиркӳшĕн мар,

Халь юрататăп Кавала.

Унта пур ман чăшăлтатан вăрман,

Ана паратăп хам алла...

 

Кашни ирех хĕвел хĕртсе тухсан

Канма аван çаран çинче.

Пулас этем — каланă пек пулсан

Мĕн-ма юрлас мар çĕр çинче?!

Пĕр килте ĕлĕк-авал ватă çын пурăннă...


Пĕр килте ĕлĕк-авал ватă çын пурăннă. Çав çыннăн Гринч ятлă ача пулнă. Унăн тусне Кулăшхан тенĕ. Кулăшханăн икĕ йытă пурччĕ. Эпир йытăсене кӳлтĕмĕр те вăрмана кайрăмăр. Вăрманта пĕр хура пӳрт куртăмăр. Эпĕ пӳрте кĕтĕм те таçта сикрĕм. Шăтăкра хăратмăша куртăм. Вăл мана курсанах тарса çухалчĕ. Утсан-утсан эпĕ шăтăкран тухма пултартăм, пĕлĕт çине вĕçсе кайрăм. Пĕлĕт çинче Кулăшхана куртăм. Вăл вĕçсе çӳрет, эпĕ вара — утса. Пăхатăп та — пĕр ракета вĕçсе хăпарать. Ракета ăшĕнче Гагарин вĕçсе çӳрет. Вăл мана хăйĕн патне чĕнчĕ те, эпĕ ракета ăшне кĕрсе лартăм. Кулăшхан лармарĕ. Гагарин мана Марс çине антарса хăварчĕ. Марс çийĕн çӳресен-çӳресен эпĕ пĕр арча ылтăн тупрăм. Мана пулăшма Кулăшхан та, Гринч та вĕçсе пычĕç. Эпир арчана киле илсе çитертĕмĕр. Çак арчари ылтăна асамçăна парсан Гринч та, Кулăшхан та ретлĕ çынсем пулса тăчĕç.

Анатри юрă


Ман пурлăхăм чух, пин ылтăнăм çук,

Нумай кирлĕ мар тăван пĕрле чух.

Нумай та пĕтет, сахал та çитет,

Тату пурнăçа элле мĕн çитет?

 

Пурри вăл — пĕрле, çукки — çурмалла.

Тата, тăвансем, мĕнле пулмалла?

Çӳлтен ĕрехет сайра пĕрĕхет,

Çапах иксĕлмест пирти перекет.

 

Ырсенĕн ырсемĕ - Управ та Тирпей,

Эсир пирĕн хунтă, шанчăк, телей.

Ăс патăр ватти, вăй патăр яшши.

Этем, этеме ан пул ытлашши.

 

Тивлет те сăвап, мухтав та пехил

Сана, ыр ĕçре хунан таса кил!

Мухтав та пехил ĕмĕр-ĕмĕрне

Тарпа тăварланă ыраш çăкарне!

■ Страницăсем: 1... 670 671 672 673 674 675 676 677 678 ... 796

Шухăшсем