Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТантăшсемСулпикепе Валĕм хунÇут пайăркаХурапа шурăКăвайт çутисемПолк ывӑлӗҪавраҫил

Чӳрече


Инкек куçа курăнса килмест тени тĕрĕсех çав. Çакна Олег хăй тӳссе курсан тин ăнланчĕ. Инкекĕ вара, чăнах та, ура айĕнчех пулнă. Çав кун вунпĕрмĕшсен юлашки урок физкультура пулчĕ. Тăршшĕне сикессипе ăмăртрĕç. Ăмăртмаллаччĕ çав, кам чи инçе сикме пултарнине пĕлмеллеччĕ. Унăн вара районти акатуйĕнче шкул чысне хӳтĕлемелле. Ахаль чухне ыттисенчен чылай инçерех сикекен Олегăн малтанах ĕç ăнмарĕ. Шкула кӳршĕ ялтан çӳрекен Владик унран пĕр ал лаппи чухлĕ аяккарах сикрĕ. Пĕрре те çырлахтармарĕ çакă малта пулма хăнăхнă ачана. Тепре кăна, юлашки хут сиксе пăхам-ха тесе пĕтĕм вăйĕпе чупса пычĕ те хытă таптарса ячĕ. Çапла Владикран та аяккарах кайса ӳкрĕ. Ӳкрĕ те... тăраймарĕ. Урине хытах ыраттарнă. Çийĕнчех пульницана ăсатма тиврĕ чемпиона. Çук, ури хуçăлман, хытах шăйăрăлнă терĕç. Ура сыппин шăнăрĕ туртăнса суранланнă иккен. Вĕренӳ çулĕ вĕçленме шутлă кунсем кăна юлнăччĕ ĕнтĕ. Килте вĕренетĕп тесе йăлăнса ыйтнипе ăна гипсне илмесĕрех таврăнма ирĕк пачĕç, ялти фельдшера ачана куллен çитсе тĕрĕслеме хушрĕç.

Акă виççĕмĕш кун выртать Олег чӳречепе юнашар лартнă йывăç кравать çинче. Вĕрентекенсем килсе хушнă ĕçсене çырать, шутлать, вулать. Юрать-ха халĕ вĕреннине аса илессипе çыхăннă ĕçсене çеç тумалла. Çĕнни çук та темелле.

Малалла

Хурçă кайăк


Кăнтăрла та, каç та, ир те

Вĕçсĕр ирĕклĕ çĕрте

Хурçă кайăк пĕлĕт витĕр

Вĕçет харсăррăн çӳлте.

 

Ăçта пырĕ, пур çĕрте те

Ăна тем тĕрлĕ хисеп.

Путех уншăн çурçĕрте те

Хĕрлĕ явлăк вĕл вĕçет.

 

Йĕпрелентĕр вăйлă çумăр...

Шалкăм çумăр мĕн ăна?

Хурçă кайăк çăмăл-çăмăл,

Йăрăл-йăрăл ярăнать.

 

Тухин тухтăр çине-çийĕн

Çитмĕл çичĕ çил-тăман,

Аслă халăхăн ачийĕ

Çулта чарăнса тăман.

 

Эпĕр юрă кĕвĕлетпĕр

Паттăр кайăкçă çинчен.

Пурте халь ĕмĕтленетпĕр

Вĕçме çавăн пек çӳлтен.

Савăн, станукăм


Пулчĕ-и хурлăх гудокĕ,

Выçлăхĕ çулчĕ-и, тифĕ...

Халĕ ак урăх кун тенĕ.

Иртнĕ хĕн-хуршăн ан типĕр.

Эс те кĕрле-ха, ан ӳкĕн,

Тусăмçăм — савнă станукăм.

 

Юрă янраймĕ гитарăсăр.

Савнăç тăваймăн хăраххăн.

Пурнăç пулать-и пĕр тарсăр?

Мĕншĕн утас-ха вăраххăн?

Талпăн малах эс, ан ӳкĕн,

Тусăмçăм — савнă станукăм.

 

Ĕç çăмăл мар пирĕн — йывăр.

Харсăр пулма тивĕç халĕ.

Вăхăт калать: «Эй, ан ывăн!»

Пултăр пуян хули-ялĕ.

Çаврăн, кĕрле эс, ан ӳкĕн,

Тусăмçăм — савнă станукăм.

Аван мар хыпар


Хаçатра паян вуларăм

Аван мар хыпар:

Пурăннă пĕр тăлăх арăм,

Çамрăках та мар.

 

Кӳршинче шап-шур сухаллă

Пурăннă старик.

Алли пулнă-ха вăй-халлă,

Ыратман ури.

 

Вăхăт иртсе пынăçемĕн

Тăлăх арăма

Вăл куç хывнă. Кĕнĕ тейĕн

Пысăк парăма.

 

Старике шуйттан астарнă

Тесе калаçаç.

Кӳршĕ алăкне уçтарнă

Вăл сĕм тĕттĕм каç.

 

Чăтаймасть, татма шутлать вăл

Чăрсăр парăма:

Тапăнать, хӳресĕр явăл,

Çак хĕрарăма.

 

Шаларан шала кĕресшĕн...

Ĕç кăлараймасть.

— Мĕн тăватăн, мур илесшĕ?! —

Карчăк каçармасть.

 

Пулса иртнĕ, тет — мĕн калăн? —

Çаплалла «кĕтрет».

Ӳкĕнет старик, мăнтарăн, —

Халь тĕрме кĕтет.

Пенальти


Физкультура учителĕнче ĕçленĕ Куракин тивĕçлĕ канăва тухсан та кичемленсе лармарĕ, ялта ветерансен фугбол командине йĕркелерĕ. Питĕ килĕшрĕ ку ватăсене. Пĕр-икĕ хутчен кӳршĕллĕ районти хăйсем пек ветерансемпе те тĕл пулса вылярĕç. Кĕçех тата футболла выляса мала тухмалли ăмăртусем те пулмалла. Çавăнпа паян та стадиона тренировка тума утрĕç вĕсем.

— Астăватăн-и, иртнинче пире пенапьтипе çĕнтерчĕç? — терĕ Уртем мучи.

— Ара, астумасăр, — тавăрчĕ ăна Хĕветĕр Иванч. Паян эпир те 11 метртан тапма ăсталăха ӳстерĕпĕр.

Мечĕке пĕр-икĕ хут çеç тапкалама ĕлкĕрчĕç ветерансем, стадиона Уртем мучи карчăкки — Маюк кинеми те çитсе кĕчĕ.

— Вăн ăçта? Эпĕ ăна анкартинче шыраса çӳретĕп. Пăру иртенпе, ав, вĕренте тăрать. Шăварман. Ман пĕччен таçта кайса кĕрес! Атя, хăть пăрăва кайса шăвар! — хăтăрса илчĕ вăл Уртем мучие.

— Пăру çак вăхăтрах типсе вилмест. Хĕветĕрпе эпир пĕр пенальти анчах... — турткаланса тăчĕ старикки.

— Атя! Атя! Чи малтан пăрăва кайса шăвар. Кайран пенатти мар, хуть те... — канăçсăрланчĕ карчăкки.

Киле çитиччен те вĕсем пĕр-пĕринпе калаçмарĕç.

Малалла

Тулли кĕмĕл уйăх...


Тулли кĕмĕл уйăх

Тахçанах çăвать

Сĕмлĕхпе хупланнă

Лăпкă çĕршыва.

 

Çавал шывĕ — тĕкĕр —

Ĕмет тӳпене.

Çыран тăрăх вĕтлĕх

Чӳхет кăтрине.

 

Акă унăн ешĕл

Кипки ăшĕнче

Сасăсем çĕкленчĕç

Кăвайт кутĕнче.

 

Тăлăпа çӳреççĕ

Унтах лашасем.

Тинкĕл-тинн! юхаççĕ

Шăнкрав сассисем.

 

Кĕçех юрă тăсрĕ

Пĕри ушкăнтан.

Вĕтлĕх ахăлтатрĕ

Таврара — ян-янн...

 

Акă ахăр сасă,

Вĕтлĕхрен тухса

Çавал шывĕ тăрăх

Вĕçрĕ улăха.

 

Çурхи улăх лăпкă,

Сывлăшпа — таса.

Вăл хирех ăсатрĕ

Вĕтлĕхри сасса...

 

Тулли кĕмĕл уйăх

Паçăрах çăвать

Сĕмлĕхпе хупланнă

Лăпкă çĕршыва...

 

Çаплах улăх, хирĕ

Саспа чӳхенет.

Хĕлхемлĕ кăвайчĕ

Çунать те сӳнет...

Кăмăл туртăмĕ


Темскер кĕтетĕн эс манран.

Тем йăлăнатăн тилмĕрсе...

Шухăшусем те шухă сан

Виçесĕр выçă куçусем.

 

Тăванăм, ытлашши ан çун,

Упра эс кăмăл туртăмне.

Пурнăçра чарусăр чун

Ир çухатать хăй ăшшине.

Пурнăç юлташне


Кимĕ хатĕр. Çирĕп лар эс.

Хумсенчен те ан çӳçен.

Ĕмĕт пирĕн пултăр парăс,

Туслăх пултăрччĕ кĕсмен.

 

Урăм-сурăм çил тухсассăн,

Вăхăт пулмĕ, тен, канма, —

Эпĕ ишĕп... Ывăнсассăн —

Пулăш эсĕ те мана.

Хура акăшсем


Кусар таврашĕнче пулса курнă-и эсир? Пулман. Питĕ шел. Çĕр çинче унти пек илемлĕ вырăнсем питĕ сахал пулмалла. Çук та пулĕ тетĕп. Тен, мана хам унта çуралса ӳснипе çеç çапла туйăнать-тăр та, анчах, мĕнле пулсан та, вĕсене мухтасах килет вара манăн.

Кусар — ял ячĕ вăл. Ун пек ялсем пирĕн таврара питĕ сайра. Вăл, виçĕ урамлăскер, анлă та тулли Сĕвен сĕвек çыранĕ тăрăх виçĕ çухрăма тăсăлать. Çурчĕсем пурте чипер, кашнин çинех тимĕр те хĕрлĕ е шурă черепица, шифер витнĕ. Урамсенче лапсăркка йăмрасемпе тирексем, хурăнсемпе ăвăссем кашлаççĕ, анкартисенче, — кашнин тенĕ пекех, — улма, чие сачĕсем; çуркунне вара вĕсем çурнă чечексен ырă шăрши Сĕве айлăмĕ тăрăх тăвалла та, анаталла та таçта çитиех сарăлать. Айлăма тулса çитсен вăл Хуран хăлăпĕ çине шуса хăпарать те хирелле — хĕвел айĕнче парланса выртакан хура пусăсем, уçăм анисем çинелле юхса каять, вĕсен хăйне евĕрлĕ шăршипе хутшăнать.

Хуран хăлăпĕ вăл — яла хир енчен хӳтĕлесе тăракан сăрт. Вĕреннĕ çынсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, ĕлĕк-авал вăл Сĕвен ку енчи çыранĕ пулнă имĕш. Сĕве майĕпен типсе пынă-пынă та — сăрт унтан аякка тăрса юлнă иккен. Унпа шыв хушшинчи айлăма вара тăватçĕр çул каялла мăн асаттесен мăн аслашшĕсем килсе ларнă — çапла Кусар пуçланса кайнă пулать. Пирĕн хушамат — Кусаров ĕнтĕ — çав вăхăтранах юлнă теççĕ.

Малалла

Хуйхă


Хуйхă пусса илчĕ — мĕн тăвам-ши,

чунăма кампа-ши пусарам?

Те туратран тухса уртăнам эп,

те шăпчăк сассипе йăпанам?

 

Калаçса пусарма — çук тăванăм.

Туратран уртăнма — чăтаймĕ.

Шăпчăк сассипеле йăпанаймăп,

мана йăпатмалăх юрлаймĕ.

 

Турачĕ те хурăн çумĕнчех-ха,

Хăраççĕ-тĕр хăрсан та — пĕрле.

Хура куракĕсем ун çинчех-ха,

шăп лараççĕ, вĕçмеççĕ çĕрле.

Хура курак нумай пурнать теççĕ,

эпĕ вĕсен çулне çитеймĕп.

Вĕсем кĕр каяççĕ, çур килеççĕ,

пĕр кайсассăн эпĕ килеймĕп...

■ Страницăсем: 1... 668 669 670 671 672 673 674 675 676 ... 796

Шухăшсем