Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Куçпа виçейми,
Вĕçне çитейми,
Хĕрри-йĕррисĕр
Ыраш хумханать.
Аслă тинĕс пек,
Канлĕх пĕлмест пек,
Ылтăн хумĕпе
Хумне хăвалать.
Лăпкăн вылятса,
Савса, юратса,
Тулли пучаха
Аш çил чуптăвать.
Çӳлтен, пĕлĕтрен,
Çутă хĕвелтен
Ылтăн тинĕсе
Хĕлхем тăкăнать.
Ана пуçĕнче,
Тымар ăшĕнче,
Вăрттăн путене
Парать сассине.
Ăна сăнаса,
Çӳлте ярăнса,
Çӳрет хурчăка,
Пăхать çĕр çине.
Асту, сăрт çинче,
Аслă çул çинче,
Тусан хускатса
Килет çавра çил.
Ана курнипе,
Хăйĕн уттине
Тăса пуçласа,
Васкать çуран çын.
Вăл çтан васкаса
Килне таврăнать?
Мĕнпе савăнса
Турра тав тăвать?
Мĕншĕн, мĕн пирки
Тути кулкалать?
Мĕншĕн ун чĕри
Сиксе вылянать?
Мĕншĕн çулпала
Çăмăл уткалать?
Мĕншĕн пулмалла
Пĕччен калаçать?
Мĕншĕн шăрăх та
Ăна сисĕнмест?
Малалла
Чăваш! Чăваш!..
Чăваш! Чăваш!..
Сан ыйхăллă уюсене,
Сан лăпкă кăмăллă, ачаш,
Йăваш-айван ялусене
Савмашкăн манăн халăм çук.
Чăваш тĕнчи çывхарнă чух
Чăвашăн чунĕ йăваш-ши?
Анаслă ыйăхăн ăшши —
Вырăнлă-ши?.. Вырăнлă-ши!..
Тăван чăваш хăюллине,
Вăл вăйлине курасчĕ ман.
Чăваш!..
Çĕклен те çунатлан!
Куçна тĕлле хĕвел çине.
.......................................
Чăвашăн ăсĕ — хурăç пул,
Пăр кас, — ак çирĕп чул —
Ăспа чул кас та вут кăлар!
Чăвашăн ăсĕ! Вут-кăвар,
Хĕртсе хĕретнĕ хурăç пуп!
Чăваш! Чăваш!..
Чăваш!.. Чăваш!..
Çил-çивĕч ухă йĕппилле
Пĕр чашкăрса вĕçсе тĕлле, —
Çут тĕнчене тĕлле — йĕпле.
Чăваш чĕри! Хăюлăх вучаххи
Пулса тăр! Ылтăн шăратан
Хуран пек чашкăрса вĕре.
Чăваш чĕлхи, чăваш чĕлхи,
Хĕвел кăварĕпе вутлан.
Çĕкле часрах тăван çĕре.
Чăваш чĕлхи, çĕлен сăххи,
Малалла
Каçар, юратнă тусăм,
Эсĕ маншăн ан хуйхăр.
Куççуль тăкма халь, чунăм,
Вăхăт та çук... Ан макăр.
Сăмах панăччĕ пĕрре
Сана кăна юратма,
Сăмах парап халь тепре
Тăшмансене ваклама.
Мĕскĕн куçпа ăсатан...
Тетĕн: эпĕ килеймĕп.
Юлташсемпе юнашар
Вилме сăмах паратăп.
Тетĕн кайран: эс, тусăм,
Манăн шăтăка тупăн,
Ун чух мана асăнăн,
Чечексем пырса хурăн...
Сыв пул ĕнтĕ, чун савни,
Маншăн ан пĕт хуйхăпа.
Тетен килĕп, пĕлместĕп...
Чуптуса юл пур вăйпа!
 Пурăннă пĕр кушак çури. Пĕррехинче мăнтăр нăрра йĕрлесе пыракан кушак çури, çăра курăк хушшине шаларах кĕрсен, хăй çухалса кайнине ăнланчĕ. Çапла аякка вăл нихăçан та кайса курманччĕ-ха. Сысна нăрхлатни те, чăх-чĕп кăтиклетни те илтĕнмест таврара. Автан та курăнмасть. Çăмламас кушак унран çав тери хăрать, хăлхана çурса ярасла авăтса ярсан картах сикет.
«Кунтан мĕнле те пулин тухас пулать», — çапла шутласа илчĕ те вырăнтан тапранчĕ Çăмламас.
— Лач!
— Ай-ай, мяу-у! — хăраса кайрĕ хайхискер. Ун умĕнче темĕнле чĕрĕ чун.
— Эсĕ кам? — чĕтрекен сассипе ыйтрĕ Çăмламас.
— Эпĕ шапа. Эсĕ кам?
— Эпĕ кушак çури. Аташса кайрăм. Чим-ха, тен, эсĕ мана пулăшăн? — Манăн аннене курман-и?
— Санăн аннӳ мĕнлескер?
— Манăн анне-и? Вăл ман пекех çăмламас. Çĕр çинчи чи хитре анне. Куçĕ çăлтăрăнни пек, кулли çут хĕвелĕнни евĕр.
— Тем, астумастăп. Ква-ква-ква, эпĕ пакшапа паллашнăччĕ, тен, вăл курнă санăн аннӳне? Атя ун патне! — çапла калама çеç ĕлкĕрчĕ, тӳперен сив тумламсем ӳкме пуçларĕç.
— Мяу-у-у, йĕпенсе пĕтетĕп капла! — чĕтреме тытăнчĕ кушак çури.
Малалла
Шăршлă каç йăвăрри,
Кивĕ çĕр кукарри
Вут хыпса, кĕл пулса вĕçтĕр-и?
Çĕр çунса çĕнелсен,
Çĕр çине мал енчен
Çĕнĕ сăн çиçĕмле çиттĕр-и?
Çĕнĕ сăн йăлтăрри,
Ун кăвар çăмăрри
Чĕрере Вут Сăмах чĕрттĕр-и?
Шупашкарăн варри
Çиçĕм çутлăн вĕри
Çĕн сăмах вучаххи пултăр-и?
Çĕн тĕнчен кăварне,
Çбнб сăн çуттине
Тĕллесе пăхайман куçсене —
Çĕнĕ сăн кăварри,
Çĕн хĕвелĕн ури
Пĕр чиксе шăтарса илтĕр-и?
Камăн нишлĕ чĕри,
Пур нишли, халсăрри —
Ленчĕрти шапасем пулччăр-й?
Эй! Шевле, Сар Шевле,
Çĕр çине çул тĕрле,
Çул çине ярапан сар силле.
Çав çулпа мал енчен,
Çĕн тĕнче умĕнчен,
Çĕнĕ сăн ав килет инçетрен.
Эй, вĕре, вутлă юн!
Эй Çĕн Кун, йăлтăр Кун.
Кив çĕре çунтарса, çун! çун! çун!
Çĕрле тухрăм эп тула,
Каçхи уçă сывлăша.
Эп çӳлелле пăхатăп,
Кайăк Çулĕ куратăп.
Кăвак пĕлĕт урлăшпе
Кайăк Çулĕ пĕлĕтре
Питрех лайăх курăнать,
Инçех мар пек туйăнать.
Пĕтĕм халăх çывăрать,
Пĕр сасă та илтĕнмест.
Çут çăлтăрсем пĕлĕт çинче
Хăйсен сахал çутине
Ӳкереççĕ çĕр çине.
Ыйха кайнă ял çине
Пĕлĕт çинчи уйăх та
Сарă тĕслĕ çутипе
Çăлтăрсемпеле пĕрле
Çутăлтарать çак çĕре.
Çĕрле уйăх çутипе
Пысăк çырма хĕрринче
Мĕлке пекех туйăнать,
Тĕтре витĕр курăнать
Ешĕл вăрман. Шыв çине
Ӳкерет вăл мĕлкине.
Хутран-ситрен вăрман та
Пĕр-пĕр кайăк вăранса
Çинçе, лайăх сассипе
Юрла пуçлать юррине,
Кăшт юрласан — чарăнать,
Ешĕл вăрман шăп пулать.
Эп çуралнă çĕршывăм,
Ĕмĕр-ĕмĕрĕпелех
Сана тĕттĕм хуплаймĕ,
Сана усал çиеймĕ.
Çук, çуралнă çĕршывăм,
Нумай тăмĕ шурăмпуç
Сана çутатса ярĕ,
Сан çунатту çитĕнĕ,
Çĕнĕ вăхăт час çитĕ.
Çутă кунсем те пулĕç.
Вара ун чух, çав çут кун,
Пирĕн йăхсем пĕрлешĕç.
Çав ирĕклĕ кун килсен,
Пур пурнакан халăх та
Сана, таса çĕршывăм,
Пуçне тайса пуççапĕ...
 Мулкач çемйинче ултă çура пулнă. Ашшĕпе амăшĕ пĕррехинче пасара кайнă.
Пасартан таврăннă чух вĕсен умне кашкăр сиксе тухнă, «Эпĕ сире çисе яратăп!» — мĕкĕрнĕ вăл. Анчах куянсем ăна улталама шутланă.
— Ах, хисеплĕ кашкăр! Пирĕн ыйтăва татса пар-ха, — тенĕ вĕсем.
— Тархасшăн! Анчах кайран тӳрех сире çисе яратăп! — сас хăпартнă кашаман.
— Ĕнер эпир пысăк аш татăкĕ тупрăмăр, — тенĕ мулкачсем, — анчах ăна ниепле те пĕр тан пайлаймастпăр. Пĕр татăкĕ пысăкрах тухать пек. Эсĕ пире çав какая пайласа параймăн-ши?
— Хаваспах, — килĕшнĕ кашкăрĕ. Вăл куянсене çеç мар, аш татăкне те çисе ярасшăн пулнă.
«Кĕске хӳресем» ăна çул кăтартса пынă. Кĕçех вĕсем киле çитнĕ.
— Эсĕ пирĕн пӳрте кĕрейместĕн вĕт, аш татăкне хамăрах илсе тухатпăр, — тенĕ те чее куянсем пӳрте кĕрсе çурисемпе пĕрле вăрттăн кĕтесе пытаннă.
Кашкăр вара кĕтсе ларсан-ларсан хăйне улталанине ăнланнă та мулкачсене вăрçса килелле утнă.
Вăшин-вăшин çил вĕрет,
Ăшă енчен çил вĕрет,
Ăшă çилпе юр пĕтет,
Юр айĕнчен çĕр тухать.
Хĕвел пит хĕртсе пăхать,
Тăри юрлать савăнса,
Юр ирĕлсе шыв пулать,
Шывĕ юхать явăнса.
Йывăç çулçă кăларать,
Курăк шăтса ешерет,
Кайăк юрри илтĕнет,
Пĕтĕм тĕнче хĕпĕртет.
Хура халăх хатĕрлет
Сухапуçне, сӳрине.
Çĕр типессе вăл кĕтет
Акма çурхи тыррине.
Çĕр те типрĕ, ăшăнчĕ,
Хура халăх хускалчĕ:
Çур тыррине акаççĕ,
Ана çине сапаççĕ.
Ăшă тăрать çанталăк,
Пĕтĕм хирĕпе халăх
Хитре тумпа çӳреççĕ,
Пит тăрăшса ĕçлеççĕ.
Хăшĕ-хăшĕ акаççĕ,
Хăшĕ тата сӳреççĕ. (...)
Эсĕ, сар хĕр, çав тери
Мĕншĕн чипер пулнă-ши?
Эсĕ кулса калаçни
Мĕншĕн пит илемлĕ-ши?
Вăййа-мĕне тухсассăн,
Шăпчăк пекех янăран,
Е ташлама тытăнсан,
Лăпкă шыв пек юхатăн...
Утса-утса пынă чух
Кăкăр тулли шур кĕмĕл
Шăнкăртатса çеç пырать —
Çамрăк чуна вылятать.
Пилĕк тăрăх сарă çӳç
Вут çĕлен пек явăнать.
Сар çĕçкĕн те çавăнтах
Вĕл-вĕл туса çеç тăрать.
Е ват çынна куратни,
Е яшшине куратни —
Пуринпе те юмахлан,
Çан-çурăма хумхатан...
Эсĕ, сар хĕр, çав тери
Мĕншĕн чипер пулнă-ши?
Сана курсан çамрăк пуç
Ма шухăша каять-ши?
■ Страницăсем: 1... 675 676 677 678 679 680 681 682 683 ... 796
|
Шухăшсем
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...