Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Ĕшне çаврака пулнăран
Ят панă пуль — Çарăк ĕшни.
Кунта тĕл пулатпăр ялан —
Тус-йыш; хурăнташ, чун савни.
Тĕнче çаврака пулнăран
Кунтах таврăнатпăр çуллен.
Каятпăр пулас-и вăйран
Кунти çăл шывне ĕçмесен.
Ӳпке сывлаймасть пек кал-кал
Кăвайт тĕтĕмне çăтмасан,
Юнать пек пире тăван ял
Ак çак ĕшнене пымасан...
Ачалăх туртать-и кунта,
Аваллăх чĕнет-и пире?
Илетпĕр сĕткен тымартан,
Выртса чуп тăватпăр çĕре.
Куççуль пек таса çăлкуçа,
Таçта кайнă евĕр, юта,
Эпир пăрахмастпăр укçа,
Эпир таврăнатпăр кунтах.
Пăр каять! Пăр каять! Тĕнче куçса каять тейĕн...
Пăр каясса кĕтсе икшер те, виçшер те кун сыхлаттăмăр.
Лăпкă кун-çул еккинче хăватлă вăй килни
Кама пуль хумхантармĕ?
Кĕр кĕрлесе, айăн-шайăн пăтранса,
Тапăçакан ик ут пек чĕвен тăрса пăр каять!
Пĕри путать, тепри ун çийĕн çĕкленет.
Çар пек ĕретленсе килен капмар пăрсем
Салтак юрри юрлаççĕ тейĕн...
Шав! шавлать çыранри шыв,
Çырмаран тухасшăн çапăçать,
Пăшал пенĕ пек шатăртатаççĕ
Пĕр-пĕринпе кĕрешекен пăрсем.
Сĕвек çыран ейĕве кайнă,
Вĕçĕ-хĕррийĕ курăнмасть.
Эрне те, ик эрне те пуль
Кӳршĕ ялтан çын каçаймасть.
Сăвай юпи те чăтаймарĕ,
Капланса килнĕ çурхи пăр
Хаяррăн кĕрлесе
Ял кĕперне илсе те кайрĕ.
Çулсем иртсессĕн те пăр кайни
Асран тухмасть ман чунăмран.
Текех каймасть пăр Пăлара,
Кун-çул йĕрки систерчĕ пуль пуласлăха.
Пулăсем пурте краба ăмсаннă: шыва кĕрес килет — шыва чăмать, çĕр çине тухас килет — çĕр çинче уçăлса çӳрет.
Чĕрчунсене те краб пурнăçĕ килĕшнĕ.
Тĕрĕссипе каласан, краба çакăн пек пурнăç пĕрре те килĕшмен. Ара унăн çурчĕ шывра та, çĕр çинче пулман-çке.
Пĕррехинче вăл хăйне валли çурт тума шутланă. Шывра. Тĕрлĕ чулсенчен стенине купаланă, медузăна çурт тăрри вырăнне пулма ыйтнă, йĕри-тавра водоросель лартнă. Шывра пурăнакан пур чĕрчуна, пулла çĕнĕ пӳрт хăни пулма йыхравланă. Çапла вара ыттисемпе пĕрле шывра пурăнма пуçланă.
Хĕвел хăйĕн пайăркисене шыв çинелле тăсса ярсан крабăн каллех çыран хĕррине тухса хĕртĕнес килсе кайнă. Шывран тухса кăштах хĕртĕнсе выртнă, унтан ĕмĕтленсе: «Шывра лайăх. Çыран хĕрринче тата лайăхрах», — тенĕ. Унтан типĕ хăма таткисем, патаксем, ракушкăсем пуçтарнă та тепĕр çурт лартнă. Çулсене хăйăрпа сапнă, хăна-вĕрле пуçтарнă. Самаях пурăннă вăл кунта.
Часах хĕвел хĕртсе пăхма пуçланă, краб шывалла васканă.
Килне çитет, унта медуза тĕпленнĕ. Йĕри-тавра медуза ачисем вылянă.
Краб медузăпа ачисене хĕрхеннĕ. «Пурăнччăрах, ман икĕ çурт», — тенĕ вăл.
Малалла
Çĕрĕпе кашларĕ ват йăмра.
Çĕрĕпе вылярăм вăйăра.
Ташласа тăранаймарăм,
Юрласа лăпланаймарăм,
Каймалла мана та пулчĕ-шим ара?
Шурă алшăлли ман мăй тавра.
Таврăнма телейĕм пултăрах.
Ыталарăр, çупăрларăр —
Мĕншĕн-ши çаплах юратрăр?
Çаврăнса пăхма пачах хушмарăрах.
Вĕçтерет çил сарăхнă çулçа,
Çывăртмасть ман ывăннă пуçа.
Сăнӳкерчĕкне пăхатăп,
Чуп тăватăп, çупăрлатăп.
Çунтарать кĕтмен куççуль сенкер куçа.
Çĕрĕпе кашларĕ ват йăмра.
Çĕрĕпе вылярăм вăйăра.
Ташласа тăранаймарăм,
Юрласа лăпланаймарам,
Каймалла мана та пулчĕ-шим ара?
Каяс тенĕ çĕре çитеймесĕр
Ан кала акă çитрĕм тесе.
Çын çинчен, кăмăлне тĕшмĕртмесĕр,
Ан шутла япăх çын-тăр тесе.
Ялăмран тухса кайрăн пулсассăн,
Урăх килмĕп тесе ан кала.
Аçупа, аннӳпе уйрăлсассăн,
Ӳссе çитрĕм тесе ан шутла.
Ăс-тăнпа пĕр анчах пурăнсассăн,
Кайĕ пурнăçу сан малалла.
Пурнăçа тĕрĕсрех ăнланмасăр,
Эс ан каçăрт пуçна, ан мухтан.
Пул ялан эс хăюллă та харсăр,
Çĕршыва эсĕ парăн чунтан.
Ку ĕç тахçанах пулса иртнĕ. Ун чухне çулсем тăрăх машинăсем чупман, инçе çула лаша кӳлсе тухнă. Юр ӳксен — çунапа, ытти чух — урапапа.
Хура кĕркунне тăнă. Уй-хирсем пуш-пушă, йывăçсем çаралнă. Юр ӳкмелли кăна юлнă.
Пĕррехинче Хветĕр мучи инçе çултан кая юлса киле таврăннă. Кĕрхи кунсем кĕске, каçĕсем тĕттĕм. Çулĕ инçе пулнăран, хăвăрт тĕттĕмлене пуçланă. Юрать-ха уяр çанталăк пулнă — тӳпере кĕмĕл уйăхпа çăлтăрсем ялкăшнă. Вĕсен çути çулçӳревçĕсене пулăшнă. Çулĕ вăрăм пулнăран — лаши ывăннă — аран-аран юртать... Хăваласан та майĕпен пырать.
— Атя, тур лашам, сиккипе, киле часрах çитĕпĕр, — тет Хветĕр мучи.
Сасартăк хыçалта ура сасси илтĕнсе каять. Каçхи сасă «ян» каять. Такам чупса килет, хăй хашкать. Часах урапа патне çамрăк каччă пырса çитет. Вăл çитсе тăрсан, лаша такамран хăранă пек хартлатса илет. Хайхи каччă сăмах хушать «Мучи эпĕ питĕ ывăнтăм, ларт-ха мана урапу çине», — тет. Мучи:
— Ывăлăм, лартăттăм та-ха сана, анчах манăн лаша ывăннă, аран-аран утать, ав.
Каччă:
— Мана лартсан сан лашу чупма пуçлĕ.
Мучи:
— Ну, лар эппин апла пулсан.
Малалла
Ачалăхри Пăла шывĕ — вăлта хулли вылявĕ, —
Ыраш пăтри пек савăнăç.
Çу каçипе çарран чупса
Чĕппи-чĕппи пулаттăмăр.
Шывран тухман шыв пулли —
Эпир мар-и, атьсемри?
Тăмлăх авăр тĕлĕнчен
Пĕр хăраса пăрнаттăмăр.
Ик тилхепе ярсан та ун тĕпне
Çитме çук тенине
Хăлха тăратсах итлеттĕмĕр
Эпир, айван ача-пăча.
Хам çитĕнсе çитсессĕн,
Ас тăватăп, пĕр кунне
Мачча Кашта Уликĕ шур кĕпепе, галстукпа
Яла таврăннăччĕ каникула канма.
Студент! Ăмсанмалла чипер, —
Васкавлăн çитсе тăчĕ
Пăла шыв умне.
Ял ачи-пăчи шыв сирпĕтсе вылять çу кунĕнче.
Ăмăртмалла ишеççĕ
Е пӳ ярса чăмаççĕ.
Пĕр ухмахне курсам эс —
Кустăрма çине выртса тăмлăх авăрĕнче явăнать.
Явăнчĕ, çаврăнчĕ те...
Ӳпне ӳпсе çухалчĕ!
Пĕрре пуçĕ курăнчĕ, тепре алли çĕкленчĕ
— Путатăп, путатăп! Çăлăр! Э-э-э!
Пурте тухса тарчĕç айккине.
Шур кĕпеллĕ, çӳллĕ студент галстукне
Малалла
Пурнăç çăл куçĕ — Хĕвелĕм,
Сăвăç тăванлă санпа.
Эсĕ ăна пиллерĕн
Ырлăх парса пурçăнпа.
Тĕттĕмлĕх витĕр эс тухрăн,
Чĕрĕлĕх патăн çĕре.
Пĕрчĕн те пĕрчĕн йăлт пухрăн
Пур мерчене пĕр çĕре.
Сарă пике пекех тухрăн,
Эс сăвăç-каччă умне,
Вăл васкаса чечек пухрĕ,
Сан кăмăлушăн ятне.
Тĕттĕмлĕх хăвăрт ăнланчĕ,
Уншăн тек кун çуккине.
Йывăр чулсем ӳксе ванчĕç
Сăвăç хулпуçĕ çине.
Култăн çаплах эс, Хĕвелĕм,
Тертлĕ кунсен лаççинче.
Сăвăç тусна пехиллерĕн,
Ырă та çутă тĕнче.
Тав сана, тусăм, Хĕвелĕм,
Сăвăç манмасть сан çинчен:
Уншăн эс пурнăç илемĕ
Пултăн-çке мĕн виличчен.
Тупăкра пĕр хускалмасăр пĕчĕк Алёшка выртнă. Вăл темле ют çын пек никама та хăратман.
Çыран хĕррине чупса çитнĕ амăшĕ ăна тем пек чĕнсен те, кăшкăрсан та ача ура çине сиксе тăман. Алёша çуçĕ йĕпенсе тĕттĕмленнĕ, куçне вăл яланлăхах хупнă та халĕ никама та шиклентермест…
Часах масар çинче тепĕр тĕмеске çĕкленнĕ. Йывăр хуйхăпа пусăрăннă амăшĕ ăшра хӳхлесе килелле утнă. Таврара чăтмалла мар шăрăх тăнă. Пĕр евĕрлĕ кун хыççăн кун иртнĕ: выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, мăшăрне ĕçе ăсатмалла, унтан пахчана çум çумлама, кăпкалатма тата шăварма тухмалла…
Пĕррехинче Анна килте пĕчченех пулнă, вăл тавралăх тĕттĕмленсе килнине, çумăр пĕлĕчĕсем çывхарнине туйман та тейĕн. Çил ачисем калинккене силлеме пуçласан çеç урама типме çакнă кĕпе çинчен аса илнĕ, пуçтарма чупса тухнă. Урам варринче ачасем вылянă. Пĕрремĕш çумăр тумламĕсем ӳкме пуçласан пурте чăл-пар сапаланнă, пĕри вара хĕрарăм патне ыткăннă. Алёшка… Унăн ывăлĕ! Амăшĕ хăйĕн ачине тӳрех палласа илнĕ. Анчах тĕлĕнмелле — вăл пытарнă пиншакпа пулман, ун çинче путса вилнĕ чухнехи симĕс кĕпе. Анна Алёшкăна кĕтсе вырăнтан та хускалайман, вăл пĕр чарăнмасăр амăшĕ еннелле вирхĕннĕ. Çумăр витререн тăкнă пек çунă, ача çинчи кĕпе йĕп-йĕпе пулнă, вăл ӳт çумне çыпăçнă, çӳçĕ çыпăçса ларнă. Акă вăл Анна патнех чупса çитнĕ, хĕрарăм аллисене ывăлĕ енне тăснă, кĕпе-йĕм ун умĕнче выртнă, анчах вăл амăшĕн ытамне лекмен, куçран таçта çухалнă… Анна çаплах çумăр айĕнче тăнă.
Малалла
Шурă сăвăсем
Шур юр çурхи хĕвел ăшшипеле йăшсан
Çырмасенчи тăр шыв хавассăн юхан шыва васкать.
Калăм куна кĕтсе чипер хĕрсем
Пӳрт ăш-чикне çăвасшăн хыпаланаççĕ.
Мăшăр витре кĕвентерен çакса ир кӳлĕм
Хавассăн шыв йăтаççĕ ав вĕсем —
Чĕлтĕр çӳхе пăра катса
Çут куркапа шыв тултарать аннем.
Сухăрлă хыр кашта çума
Яштака та çирĕп хĕр тăрать пӳрт варрине,
Сар хăйăрпа хăшка-кăшка,
Сар сăн кĕртет пӳрт ăш-чикне.
Ик çивĕтлĕ хĕр пĕрчисем
Ăмăртмалла чӳречене шывпа сапаççĕ.
Аннем хуллен тур кĕтессинче кăштăртатать, —
Тĕрленĕ, чĕнтĕр янă ал шăлли
Турăш çумне тирпейлĕн карăнать.
Тур кĕтесрен пуçланă тасатма
Ĕлĕкренех чăваш хăйĕн çуртне.
Сĕтелпе сак, вырăн-тавраш тасалнă,
Тқшек-минтер, кĕпе-тумтир хĕвел çинче сывланă.
Юлашкинчен вара çӳп-çап шăтăкĕнче
Çĕн шăпăр ура хуçсах ташланă.
Ыр йăлана мала хурса чăваш
Паян та пӳрт çăвать çурхи кунра.
Пăр ирĕлсе пăр кайиччен шывсем юхать
Малалла
■ Страницăсем: 1... 696 697 698 699 700 701 702 703 704 ... 796
|
Шухăшсем
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...