Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

СалампиАсаттесемХĕн-хур айĕнчеЮрату ҫӑлкуҫӗПирвайхи юратуĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томҪавраҫил

Кăмăллатăп


Çитсенех эп ыталăп сана,

Хăлхаран пăшăлтатăн мана:

— Юрататни мана?

— Çук-çке.

— Ма?

Ма ыйтан — кăмăллатăп сана.

Кăмăллатăп сана, кăмăллатăп,

Тиркесен те хăш чух ăнланатăп:

Юратмасăр сана — ни апла, ни капла,

Кăмăллатăп сана — вăт çапла.

 

Çынни эпĕ тӳрккес — ăнланап,

Хăш чух ӳсĕр килеп — пулкалать…

Эсĕ курмăш пулсам, сул алла,

Каçарсам та мана, ытала.

Кăмăллатăп сана, кăмăллатăп,

Ятласан та хăш чух ăнланатăп:

Юратмасăр сана — ни апла, ни капла,

Кăмăллатăп сана — вăт çапла.

 

Хăш чухне ман çинчен тĕрĕс мар,

Тур пĕлет, эс тем-тепĕр шутлан.

Анчах манăн айванçă пуçа

Эс çеç кирлĕ — илсем ăнланса.

Кăмăллатăп сана, кăмăллатăп,

Хăть пулам эп ăçта — ăнланатăп:

Юратмасăр сана — ни апла, ни капла,

Кăмăллатăп сана — вăт çапла.

Кĕнеке


Аллăмра çĕн кĕнеке,

Интереслĕ вăл пире.

Ăшĕнче пур сăвăсем,

Калавсем те юмахсем.

Кашни кунах кĕнеке

Тытап эпĕ каçхине,

Юмах-калав вулатăп,

Сăвă çырса пăхатăп.

Кĕнекеçĕм, кĕнеке,

Сана вулас килет ман.

Эс пулмасан кампала

Канашласа лармалла?

Тавах сана чĕререн,

Ăс парса эс ӳстерен.

Тĕнче тавра кустаран

Пурнăçа та вĕрентен.

Фантази çĕр-шывĕ


Ку ĕç пĕр пĕчĕк хулара Володя ятлă арçын ачапа пулса иртнĕ. Çиелтен пăхсан никамран та нимпе те уйрăлса тăман çак арçын ача. Хăйĕнче вăрттăн вăй пурри çинчен тĕлĕкре те тĕлленмен вăл, улшăнусем пуласси çинчен пĕрре те шутламан.

Кĕрхи кунсенчен пĕринче Володя шкул хыççăн çывăхри библиотекăна кĕрсе тухма шутларĕ. Тĕрĕссипе, Володя яланах çапла тăвать. Библиотекăна килсе тăракан кĕнекесем чи малтан Володя аллине лекеççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Халĕ те сентресем çинче тăракан кĕнекесенчен чи кăсăклисене икĕ кĕнеке суйласа илчĕ те библиотекарь сĕтелĕ патне çывхарчĕ арçын ача. Валентина Петровна кĕнеке ячĕсене карточкăна çырнă хушăра Володя сĕтел çинче кĕтесре выртакан уйрăм кĕнекене асăрхарĕ. Унăн хуплашки ыттисенни пек мар пулни ачана малтанах тĕлĕнтерсе те ячĕ. Хута йывăçран туни çинчен пĕлет-ха Володя, анчах хуплашка йывăçран пулнине нихăçан та курман вăл. Володя аллисем хăй сисмесĕрех çак тĕлĕнтермĕш кĕнеке еннелле туртăнчĕç. Тĕрĕсрех каласан, темĕнле асамлă вăй хăех арçын ача аллине ун еннелле туртрĕ теме пулать. Володя шухăшне сиснĕнех Валентина Петровна сăмах хушрĕ:

— Çак кĕнеке иртенпех сана кĕтсе выртать, илсе вула ăна.

Малалла

Патшалăх пухăвĕ


Питĕрте тăваççĕ пĕр чул çурт,

Никĕсне хураççĕ чул çине;

Çурт тăваканс ăстасем ăннă пулĕç,

Кăмăльсене ячĕç мул çине.

Çутăл, çутăл, çĕнĕ Россия,

Çак Патшалăх пухупе.

Куйланса йĕр, кивĕ Россия,

Çырма пек çын юнĕ юхупе.

Çакă çĕнĕ хĕвел çутипе

Савăнăр, Россия çыннисем.

Тăлăхпа мĕскĕн пит нумай —

Ан манăр, Питĕре пынисем.

Çĕрпе уйăх çаврăнать,

Хĕвел вырăнта тăрать;

Патша Питĕрте тăрать,

Çутă Тĕттĕмрен хăрать.

Тинĕсре çӳрекен вăйлă хумсем

Тинĕс çыранĕсене çапаççĕ.

Тинĕс çӳрекен тăвăлсем

Хăйсен тăванĕсене çакаççĕ.

Тинĕсре çӳрекен Акула

Арăслан пулчĕ, типпе тухсассăн;

Тĕттĕмре тăракан Россия

Çутă курчĕ, шыв пек юн юхсассăн.

Малалла

Чăваш


Ăçтан тухнă эс, чăваш,

Кам пулнă сан аслаçу?

Кирек ăçтах эс «не наш»,

Кирек ăçтах ятлаçу.

 

Усал сăмах илтсен эс,

Тата, хăш чух, лаша пек,

Чылай патак çиен эс.

Пăхсан, эс те этем пек:

 

Этем пекех тăхнатăн,

Этем пекех çиетĕн;

Çын пек суха тăватăн,

Çын пек вăрçа çӳретĕн.

 

Çапах сана хисеп çук,

Пĕрмай эсĕ ларчăкра,

Кирек ăçтах эс «Ванчук»,

Кирек ăçтах тарçăра.

 

Мĕншĕн эсĕ кăшт пĕртак

Шухăшласа пăхмастăн?

Мĕншĕн эсĕ тăм ашак,

Мĕншĕн куçа уçмастăн?

 

Кала-халĕ, мĕн пур сан?

Аслă школсем пур-и сан?

Театрсем пур-и сан?

Праход-лодка пур-и сан?

 

Кĕнекӳ те тахçанах

Тирĕс çинче çĕрнĕ сан.

Тăм ухмах эс, тăм ухмах,

Этем пулаймĕ санран.

 

Пăртак ăслă пуçлисем

Çĕн кĕнеке кăларчĕç,

Ун çинелле, путсĕрсем,

Çаврăнса та пăхмарĕç.

 

Каллах санăн кĕнекӳ

Тирĕс айне варăнчĕ.

Вăл пулнăччĕ сан ӳпкӳ,

Малалла

Хĕлле


Урама тухсан анне:

«Килчĕ, — терĕ, — ак хĕлле».

Савăнса тăратăп.

Таврана санатăп.

Çитрĕç акă уйăпсем —

Пирĕн кĕтнĕ хăнасем.

Туратсем çине ларса

Чевĕлтетеç тăрăшса.

Килĕр халĕ тусăмсем

Сире парам пĕрчĕсем,

Илем кӳрĕр таврана

Хăврăн хитре тумăрпа.

Тинĕс тĕпĕнчи тус


2192-мĕш çулхи çу уйăхĕн 29-мĕш кунне класĕпех чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Мĕншĕн тесен эпир класпа 12 кунлăха тинĕс тĕпне экскурсие каятпăр.

Çак кун çитрĕ. Эпир класĕпех паян ирех тăтăмăр. Ытти классем вăранман та пуль-ха, эпир вара шкул картишне пурте пуçтарăннă.

Акă шкул автобусĕ те çитрĕ. Пурте унта вырнаçрăмăр. Хаваслăн калаçса вокзала çул тытрăмăр. Поезд çине лармалли билетсене эпир электронлă почтăпа иртнě эрнерех туяннăччĕ. Поезд пире тинĕс хĕрринех илсе çитерчĕ. Унта пире карап кĕтсе тăрать. Вăл темле урăхларах, ытти карапсем пек мар. Кун пек пысăк карап эпир пĕри те хальччен курман. Пурте карапа кĕрсе вырнаçрăмăр та, вăл çула тухрĕ.

Шыв çийĕпе мар, шыв айнелле ишрĕ карап. Шывра пирĕн караппа ăмăртмалла пулăсем ишеççĕ. Эпир вĕсене карап чӳречинчен сăнаса пыратпăр. Ишсен-ишсен, пулăсем ывăнаççě пулмалла, пирĕнтен тăрса юлаççĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, тинĕс тĕпнех анса ларчĕ пирĕн карап.

Каютăсенче эпир икшерĕн пурăнатпăр. Эпĕ вара хамăн чи çывăх юлташпа, Аньăпа. Пĕрремĕш кунхине пире тинĕс тĕпне кăтартса çӳрерĕç. Экскурси хыççăн карапран инçе каймасăр уçăлса çӳреме те ирĕк пачĕç. Ку хыпар пире питĕ савăнтарчĕ. Эпир хамăн чи çывăх юлташпа — Аньăпа хамăр тин çеç пулнă çĕрелле мар, пачах тепĕр еннелле çул тытрăмăр. Тĕрĕсрех каласан, ишсе кайрăмăр. Эпĕ малта, ман хыçра — Аня. Унччен те пулмарĕ, Аня мана ураран кап! ярса тытрĕ. Мĕн пулчĕ-ши тесе çаврăнса пăхрăм та, Аньăпа пĕр пĕчĕк дельфин вылять иккен. Эпир виçсĕмĕр савăнса выляма тытăнтăмăр. Хамăрăн çĕнĕ юлташа Джини ят патăмăр. Вăл ертсе çӳренипе эпир тинĕс тĕпĕнчи пурнăçпа тата та тĕплĕнрех паллашрăмăр. Вăл пире пĕчĕк пулăсене курма илсе кайрĕ. Унта мĕн тĕрлĕ кăна пулă çук-ши: саррисем, улисем, хĕрлисем, чĕрĕп пек йĕплисем, уйăх пек çавракисем.

Малалла

Çуркунне


Акă хĕртсе, выляса,

Хĕвел пăхрĕ йăл кулса.

Юрсем, пăрсем ирĕлсе,

Юхса кайрĕç кĕрлесе.

 

Хĕл ыйхинчен вăранса

Йывăç-курăк ешерет.

Курак йăва çавăрса

Чĕп кăларма хатĕрлет.

 

Шăнкăрч йышăннă вĕлле

Эпĕ çакса панине.

Çунат çапса, юрласа,

Ши! шăхăрать тав туса.

Çĕпĕр çулĕ — чукăн çул...


Çĕпĕр çулĕ — чукăн çул,

Пĕлтĕр пулчĕ вилĕм çуль,

Çак йывăрсем çак халăха

Çăмăлланччăр ӳлĕм çул.

 

Епле тӳснĕ-ши пирĕн патша,

Темиçе пин ача çухалсан?

Пит савăнăç пулĕччĕ çак халăха,

Çак Патшалăх пухупе çуталсан.

 

Хура пĕлĕт, вут юпа

Израильсен умĕнче;

Хресченсен сăмахĕсем

Хăйсен патши умĕнче.

 

Египет шывĕ юн пулнă,

Манан тути пыл пулнă;

Таврический дворцана

Хресчен янă çын тулнă.

 

Мысля-шухăш, телеграм —

Пурте вĕсем çиçĕм пек;

Çак çулсене ирттерсси

Нумай çынна пит хĕн пек.

 

Эй, Томас Эдисон,

Шухăшусем нумаййипе

Авланнине маннă эс:

Вуник çулта чухнех

Аçунтан уйрăлнă эс.

Анне тата хĕвел


Çĕр çинче пĕр анне

Тӳпере çут хĕвел,

Çавăнпа эс ялан

Сыхласам вĕсене.

Сар хĕвел йăл кулать,

Ăшăтать çĕр çине.

Чунăма йăпатать

Ăшă чунлă анне.

Сар хĕвел айĕнче

Йывăç-курăк ӳсет,

Аннесем çумĕнче

Ывăл-хĕр çитĕнет.

Хĕвелтен ăшши çук

Ан ман эсĕ çакна.

Аннерен хакли çук

Юратсам эс ăна!

■ Страницăсем: 1... 700 701 702 703 704 705 706 707 708 ... 796

Шухăшсем