
Çилпеле йăпанать çеçенхир,
Хĕвел ăшшăн кулать маччаран.
Ирĕлет пĕлĕт çи – кăвак пир –
Сарăлать майĕпе катаран.
Хумпа хăмăш кӳлĕре тупăшаç,
Тупăшсах хумханса хутăшаç.
Шĕпĕл-шепĕл шăваç, сĕтĕрнеç...
Юратса çупăрлаç пĕр-пĕрне.
Шыв кахаллăн çилпе хумханать...
Хĕвел тупнă шывра куç кĕски;
Тăкăнать шыв çине йăлтăркки,
Хумпа хутăш ун сăнĕ вылять.
Хăмăш шăппăн, хăй ăссĕн юрлать,
Хушшăн-хушшăн ши-ши! шăхăрать,
Сасси шутсăр тушнан* янăрать,
Юррине итлесех çил чарăнать.
– Мĕн юрлан эсĕ, хăмăш, ялан?
Ма тушна сан кĕввӳ, ма салху?
Çулçă çийĕн куççуль ма тăкан?
Ирĕк курăк вĕт эс хуна ху!
Сана выльăх килсе таптать-и?
Сана хурçă çава çулать-и?
Вичкĕн çилĕ сана ачашлать,
Сан айра шыври хум таш ташлать.
– Çук, ман кĕвĕ уншăн мар пит тушна,
Уншăн мар хумхатап шух(ă)шăма.
Уншăн мар куç çинче чĕр куççуль,
Маншăн ирĕк – тăван çутă кӳл...
Малалла
Шухăшсем
Discover how our AI can skyrocket your c...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...