Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Çамрăк чух юратушăн пурнатпăр,
Ватлăхра юрататпăр... пурнасшăн.
Ватлăхра çĕннине шырамастпăр,
Тăрăшатпăр пурне сыхламашкăн.
Мĕнле пур çаплипе йышăнатпăр,
Юрататпăр кайран пуррине.
Пит кая çав юлса ăнланатпăр
Çакă пурнăç тути-масине.
Йăнăшпа мĕн чуль алăк уçатпăр
Шыраса кирлĕ мар сăнсене,
Мĕн чуль йăнăш çулпа утăмлатпăр,
Шыраса хамăра пӳрменне.
Пуррине çеç сыхласчĕ,
Çумрине çеç савасчĕ,
Пӳрнине çеç хакласчĕ
Шырамасăр таçти ютрине.
Кивелет вăл çĕннийĕ,
Сивĕтет вăл юттийĕ,
Ăшăтмасть пӳрменнийĕ,
Упрăр, хаклăр ялан çумрине.
 Çил пулса вĕрем – вĕрнĕ чух,
Чечек пулса ӳсем – ӳснĕ чух,
Сăмах пулса юхам – юхнă чух,
Сăрт-ту пулса тăрам – тăнă чух.
Калас сăмахăм – вĕрнĕ çилсенче,
Курас куçăм – ӳснĕ çеçкесенче,
Çут шухăшăм – юхас шывсенче,
Кĕрнек пĕвĕм – мăнаç тусенче.
Йăмăх юнра хĕвел шевли пур,
Чĕреçĕмре çĕрĕн юрри пур,
Куçăмсенче халăх чунĕ пур,
Çавăнпа ман калас сăмах пур!
 И чĕлхеçĕм, и чиперĕм
Атте-аннемĕн чĕлхи..
Эп Пушкăрт халăхĕн чечек-чунне
Пин вĕлле хурчĕ пек кĕрсе тухатăп.
Тухатăп та, ун чĕрĕ сĕткенне
Ыр шăршăллă пĕр караса пухатăп.
Эп çавăнпа чĕлхе хакне пĕлетĕп:
Вăл вăйлă та, пуян та, вăл ачаш,
Ытти халăхсенчен юлмасть пĕрре те, –
ăна ăнланмĕ чунсăр çын анчах.
Халăх чĕлхи мана – чăнлăх чĕлхи,
Ман çук çĕр-шывăм, çук тавралăх унсăр.
Хăшиншĕн сивĕ хăй халăх чĕлхи, –
Çĕр-шывсăр вăл, чĕресĕр, вăл чунсăр!
Аннем чĕлхи, кĕслеç чĕлхи пур санăн,
Ман сансăр халăх çук, хам килĕм çук.
Çумра енчен те халăх çук пулсан ун
Этем ятне илмешкĕн тивĕç çук!
Атте чĕнчĕ хăйне пулăшма,
Хăйпе пĕрле пĕрене йăтма.
Пĕрене пуçне эп йăтаймарăм,
Юраймарăм тăван аттене.
Юраймарăм тăван аттене,
Ăçтан юрас çич ют ашшĕне?
Анне хушрĕ кукăль пĕçерме,
Тутлăрах ту терĕ кукăльне.
Кукăльне эп тутлă тăваймарăм,
Юраймарăм тăван аннене.
Юраймарăм тăван аннене,
Ăçтан юрас çич ют амăшне?
Йăмăк ыйтрĕ тутăр тĕрлеме,
Хитререх ту терĕ тĕррине.
Тĕррине хитре эп тăваймарăм,
Юраймарăм тăван йăмăка.
Юраймарăм тăван йăмăка,
Ăçтан юрас çич ют йăмăкне?
Тăван чĕнчĕ хăнана пыма,
Тус-тăванпа пĕрле савăнма.
Тăван патне эпĕ каяймарăм,
Юраймарăм хам тăванăма.
Юраймарăм хам тăванăма,
Ăçтан юрас çич ют тăванне?
 Чăн тухтăрах улатакка:
хыр кăкăрне таккать-таккать,
итлет вăл йывăç ӳпкине,
чĕрийĕпе ун таппине,
ӳтри шĕкке-хурта иртет,
çапла ĕç кунĕ ун иртет.
Ыйтмасть вăл полис е укçа,
кунта платсем-мĕнсем çук çав.
Вăрманăмăр, ешер, кĕрлех!
Пире сан йĕркӳсем кирлех.
31.10.2007. Кăнтăрла.
Ухмахсенчен кулатăр-и? Ан кулăр —
«Телейлĕрех» вĕсем ăслисенчен:
Вĕсен сăнĕсенче мĕн ĕмĕр кулă,
Пĕр тĕслĕ çеç вĕсемшĕн çут тĕнче.
Вĕсем хĕн-хур, нуша мĕнне пĕлмеççĕ,
Вĕсен нихçан та чунĕ ыратмасть.
Кулаççĕ вĕсенчен, хăш чух шеллеççĕ,
Анчах ухмах... «телейлĕ» пурăнать.
Лартрăм эпĕ çамрăк улмуççи,
Пултăр терĕм тутлă пан улми.
Час та часах тăтăм шăварса,
Мĕншĕн пур пĕр хăрса ларчĕ-ши?
Пурччĕ манăн шурă перчетке
Хутран-ситрен кăна тăхăнма.
Тăхăнтăм ăна пит упраса,
Мĕншĕн пур пĕр час хуралчĕ-ши?
Пурччĕ манăн хам юратнă тус
Ĕмĕр пĕрле савса пурăнма.
Чĕремре ман çунчĕ юрату,
Мĕншĕн ăна систермерĕм-ши?
Хăрса ларман пулсан улмуççи
Пан улми çиеттĕм савăнса.
Çумра пулнă пулсан чун савни
Çӳремĕттĕм чунтан хурланса.
Пĕлмен çынна тухрăм эп качча,
Пулаймарĕ ырă курасси.
Савăнма пӳрмен мана шăпа,
Мĕншĕн мăшăр çĕре кĕчĕ-ши?
Çул хĕрринчех сар чечек
Кăпкаланчăк сар çӳç пек.
Чылай тăтăм тинкерсе,
Аса илтĕм савнине.
Çӳлте шăпчăк юр юрлать,
Çамрăк пике сасси пек.
Чылай тăтăм итлесе,
Илтрĕм савни сассине.
Хурăнлăхра шур хурăн
Йăрăс пӳллĕ пике пек.
Ыталарăм хурăна,
Кĕтĕм савни ытамне.
Çӳл тӳпере сар хĕвел
Ăшăтать çут тĕнчене.
Чылай тăтăм ăшăнса,
Туйрăм савни ăшшине.
Савăнăçлă кăмăлпа
Тухрăм эп тăван хире.
Сив çил сирчĕ ĕмĕте,
Хурлантарчĕ чунăма.
Йĕри-тавра пăхрăм та —
Чечек те çук, шăпчăк та,
Сар хĕвел те, хурăн та.
Юлтăм хуçăк кăмăлпа.
— Ытлашши, чĕлхем, эс калаçан,
Пуш сăмах нумай-çке çаптаран, —
Пуç пĕрре ятлать тет чĕлхине, —
Кăшт тытма вĕрен тилхепӳне! —
Чим-ха, эсĕ мар-им тилхепем?
Эс калаçтаран-çке мана тем.
Эс мĕн хушнă, эп çавна тăвап,
Санăн шухăшна эпĕ калап.
Ху вĕрен-ха тĕрĕс уйлама,
Пĕлерех мана калаçтарма, —
Хуравларĕ тет чĕлхе лешне.
Пуçĕ тытрĕ тет вара... пуçне.
 Ватă Атăл çĕрĕпе
шур тĕтре пуçтарчĕ.
Лешĕ кăмăлсăр хĕр пек
Йăлăм енне тарчĕ.
Çамрăк хырлăх пур кунта,
хӳтлĕх лăсă пур пек.
Тĕтрене малаш кунта
çакă çитмĕ пурпĕр.
Мĕн кĕтсе явăнать-ши
хĕр-тĕтре çĕр-ирĕн?
Сивĕ сывлăш, ăшă шыв –
ак ăна мĕн кирлĕ.
Çитĕ хĕл. Пĕр ирхине
тĕтрене хыр чĕнтĕр,
вырăн чатăрĕ çине
картăр кĕмĕл чĕнтĕр.
31.10.2007. Ир кӳлĕм.
■ Страницăсем: 1... 717 718 719 720 721 722 723 724 725 ... 796
|
Шухăшсем
Discover how our AI can skyrocket your c...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...