Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Катӑлнӑ уйӑхЙăмраллă ялКĕтмен венчетЙӳçĕ кулăКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеÇăлтăрчăксемСунарçă халлапĕсем

Лаох


Тĕнче нихçан та йăлăхтармасть çав. Кашни вăхăтăн, кашни кунăн хăйне кура илемĕ, уйрăмлăхĕ пур. Ĕнер çумăрлă кун тăчĕ. Тӳпере тĕксĕм пĕлĕтсем каплана-каплана килчĕç. Тавралăх темле хаяр та мăнаçлăн курăнчĕ. Сарала пуçланă йывăçсем тĕксĕм пĕлĕт айĕнче тăлăх, шухăша яракан çутăпа çуталчĕç. Ял çумĕнче кӳлĕ хуп-хура та тӳлек выртрĕ. Тем çинчен аса илсе, ассăн сывланă пек туйăнчĕ. Чун-чĕрере те сивлек, канăçсăр туйăмсем çуралнăччĕ. Эпĕ каллех çумăра каять пуль, çĕрулми пухса кĕртме чăрмав тупăнать пуль тенĕччĕ. Çапла, тунсăхлăн иртрĕ ĕнерхи кун.

Паян акă... Паян кĕрхи хĕвел çуллахи пек кулса тухрĕ. Савăнăçлă çын килсе кĕрсен, ытти юлташсен те кăмăлĕ уçăлса кайнă пекех, хĕвеле пула уй-хир те, улăх-çаран та, вăрмансем те чĕрĕле пуçларĕç. Курăр-ха, çул хĕрринчи сап-сарă çăка чĕтрене-чĕтренех кулать, çавна май ылтăн укçисем çĕре тăкăнаççĕ. Кĕрен тенкĕ çакнă ăвăс вулли те аякранах курăнать.

Лорх Иванĕн те кăмăлĕ ырă паян. Вăл тин пухса хунă çĕрулми купи çине куç илмесĕр савăнса пăхать.

— Шултра ӳсрĕ паранкă. Çапла-и? Кур-ха, сысна çури пекех-çке, — тет вăл ăшшăн.

— Пултаратăн, Иван Семенович. Ахальтенех Лорх Иванĕ темеççĕ пуль çав сана. Халăх пĕлсе ят парать.

Малалла

Пĕр енлĕ юрату


Пурнăçăма наркăмăшларăн

Пĕр куна мар, ĕмĕрлĕхе.

«Эп — санăн!» — чĕререн каларăн,

Хускатрăн чунри хĕлĕхе.

 

Сана ĕнентĕм, ăшталантăм,

Кĕтни йăлт пулчĕ кăлăхах.

Суя çын пулнă эс, ăнлантăм,

Çакна çулсем иртсен хамах.

 

Чун хĕлĕхне эп мар, эс татрăн,

Пĕр татнă вырăн сыпăнмасть.

Ман чĕрере суран хăвартăн —

Пĕр енлĕ юрату ăнмасть.

«Шăннă кантăк çинче — тĕнче...»


Шăннă кантăк çинче — тĕнче.

Çĕтрĕм ун ăшĕнче — пĕччен.

Вĕçсĕр çулăм инçе-инçе

Курăнать ту чĕрçи çинчен.

 

Аташатăп. Ăçта çынсем?

Сас памаççĕ ту хырçисем.

Эпĕ çеç тĕнчере пĕччен,

Тĕтреленнĕ уй варринче.

 

Шăпăрт... Куç умĕнче — тĕтре.

Пурнăç — катăлнă кантăк пек,

...Çиçĕм çиçрĕ! татах, тепре.

Çутăл, шанчăкăм ванчăкĕ!

«Эп тинĕсрен тухмасан...»


Эп тинĕсрен тухмасан —

Савăн.

Эп пушартан тухмасан —

Савăн.

Пурпĕр эп ĕмĕр, ăнлан,

Санăн.

Эсĕ, тен, сисмĕш пулса,

Манăн...

Куççуль витĕр пурăнса...


Куççуль витĕр пурăнса

Йăпăхсан та чăтмалла

Шăла çыртса, йăл кулса

Малалла талпăнмалла.

 

Йĕрсессĕн те йăванса

Пĕрех каллех тăмалла,

Кайсассăн та сулăнса

Çирĕпрех çеç пусмалла.

 

«Вăй çук», — тесе нăйкăшса

Ята мĕншĕн ямалла?

Пустуй сурса, туллашса

Чуна ма хуратмалла?

Каҫ кӳлӗм, ӗнтрӗк...


Ак ĕнтĕ каллех — миçемĕш хут! — чĕре хăй çинчен аса илтерчĕ. Пăчăртать те пăчăртать пĕр хĕнхенмесĕр. Васкамасăр. Хуллен. Тăрăшса та типтерлĕ ĕçлекен çын пек. Ыратмасть те пек-ха чĕри, ахаль кăна кансĕрленнĕ пек, анчах хушăран хушă такам йĕплĕ перчеткепе сĕртĕннĕн кăртах сиктерет. Сывлама çăмăл мар, йывăр. Хăратать те тата. Таса та сиплĕ сывлăша тăраниччен кăкăр тулли çавăрса сывласа илсенех чĕре пачах тапма чарăнассăн туйăнать.

«Ватти çитет иккен-ха манăн та, — хĕрхӳн кулса илчĕ хăй ăшĕнче Пăркухви Мишши пӳрт умĕнчи кивĕ пĕрене çине майлашăнса ларнă май. — Ку таранччен ним те ыратса курманччĕ. Систернине-мĕнне те астумастăп. Мĕн çав... больница ăçта ларнине те пĕлмен. Çынсенчен хамах кулмастăмччĕ-и, ара, «çĕрĕк кăмпасем» тесе? Эх-ха-ха-ай! Халь ак пăх та кур эс ăна...»

Сӳрĕк çанталăкри витерсе вĕрекен сивĕ çил çине пăхмасăр кивелсе тĕссĕрленнĕ пиншак тӳмисене вĕçертрĕ те вăл сулахай кăкăрне çуркаланса пĕтнĕ, тӳрленейми пулнă пӳрнисемпе чылайччен каллĕ-маллĕ сăтăркаларĕ. Пăртак çăмăл пек туйрĕ-ши хăйне, ик аллипе пĕрене çине тĕренсе решеткеллĕ карта çумне сĕвенчĕ. Капла ларма малтанхипе танлаштарсан çăмăлрах та, канлĕрех те. Ĕшенни иртнĕ пек, яра куна пуçа çĕклемесĕр çĕрулми пуçтарнипе туртса суракан пилĕк лăш кайнă пек. Иртен пуçласа каçчен кĕреçепе ĕçленĕрен алă та сăркăлтатать. Хуплана-хуплана килекен çумăр пĕлĕчĕсене пăхмасăр хуть çакăнтах выртса кан. Ватлăх кунĕ — савăнмалăх кун мар çав, çĕрулми пуçтарнипех çапла ывăнмалла-и?

Малалла

Патша пики


Эй Хĕрккемĕр асанне!

Тĕплĕреххĕн сан çинчен

Çĕн чăваш ачисене

Калаймарăмăр хальччен.

 

Сан çинчен каламасан

Намăс-çке пире ытла.

Эс пике пулман пулсан —

Кам çинчен калаçмалла?

 

Эс кун курнă вăхăтра

Çук никам та сан пекки.

Саврăн Атăл паттăра,

Пултăн эс патша пики.

 

Вăл вăрçа тухса кайсан

Юлтăн унăн вырăнне.

Йышăнма тиветчĕ сан

Ют çĕршыв элчисене.

 

Эс мĕнле тумланнине

Тĕплĕнех пĕлмешкĕн çук.

Эс тухман-тăр çын умне

Шур кĕпесĕр çавăн чух.

 

Тĕрĕпе эрешсĕрех

Тăхăнман теç шур кĕпе.

Вăл упранă тет сире

Сĕврĕлми асамĕпе.

 

Çутă пурçăн шăлавар

Хун юратнă тăхăнма.

Пулнă имĕш вăл шалпар,

Халĕ те пулать курма.

 

Туйăнать вăл казаксен

Шăлаварĕ пек мана:

Кукленсе ташлас тесен

Варкăштарĕ тусана.

 

Пулнă çурăмăн ăшши -

Хулсăр кофта тенĕскер.

Чаплăраххăн-тăр патши

Тухнă пуль — ăçтан пĕлер?

Малалла

Юратнă чух


Юратнă чух пурте аван пек,

Пурнăç тĕлĕкри пек шăвать.

Çак туйăма чĕре туймасть тек,

Куççуль çеç сан чунна çăвать.

 

Юратнă чух сĕм каç та çутă,

Юрлать чун шăпчăкран аван.

Çак туйăмпа пулаймăн тутă

Текех, эс катăк çын паян.

 

Юратнă чух хĕлле те шăрăх,

Чупмашкăн хатĕр çар уран.

Çак туйăмсăр этем хăр тăлăх,

Тӳрленмĕ чĕрери суран.

Халӑх артисчӗ


Колоннăллă театр умĕнче

Чăваш театрĕн ашшĕ, ват артист

Максимов-Кошкинский, Екким пичче,

Колонна пек тăрать.

 

Туйи çине хуллен тĕреннĕ те

Вăл путнă тарăн шухăша.

Иртнисене аса илет, куран.

Кăштах курпунĕ тухнă, вăхăт авнă.

 

Шур çил турать ун шур çӳçне.

Шеллевсĕр вăхăт. Вăхăт каçарусăр.

Тирпейсĕр тыткалать вăл шур сăрне,

Тивĕçлипе — пророк сăнне парать.

 

...Çур ĕмĕр иртсе кайнă шавласа,

Ун чух çап-çамрăк пулнă Кушкă çынĕ.

Чăваш Мольерĕ шĕкĕр Хусанта

Ик-виçĕ тусĕпе театр уçнă.

 

Кĕтмен вăл гени килессе,

Хăех вылянă вăл, хăех вăл çырнă.

Вăл мунчала складне те тиркемен,

Тăван искусство хăватне çĕкленĕ.

 

Колоннăллă театр умĕнче

Колонна пек вăл халь

Инçетелле пăхса тăрать.

Шух çил турать сайралнă шур çӳçне.

«Çиçĕм çиçрĕ...»


Çиçĕм çиçрĕ —

Çăлтăр витĕр çулăм уçăлчĕ,

Уçăлчĕ те ялтăр çутăлчĕ.

 

Аçа çапрĕ —

Хурçăланнă кăмăл хуçăлчĕ,

Теветкеллĕ туйăм тусăнчĕ.

 

Çумăр çурĕ —

Хура хурлăх хухрĕ — сĕлкĕшрĕ,

Телей тĕрри тухрĕ — тĕлкĕшрĕ.

■ Страницăсем: 1... 84 85 86 87 88 89 90 91 92 ... 796