Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сулпикепе Валĕм хунТаркăнТантăшсемТутимĕрЮрату йĕтесĕҪул юлташӗĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш том

Ырантан туртма пӑрахатӑпах


Тусĕмсем, тинех хама хам çĕнтеретĕп пулмалла. Туртма пăрахатăп. Моряк сăмахĕ!

Мĕн туртма тетĕр-и? Лав мар, паллах. Эпĕ лаша мар. Пирус туртма пăрахатăп. Юлашки хут вунпилĕк минут каялла çăвартан тĕтĕм кăларнăччĕ.

Халĕ пуç кашлать. Эрнипех эрех ĕçнĕ тейĕн. Пирус мухмăрĕ пуçланчĕ пулмалла. Тинĕсри ишĕве пĕрремĕш хут тухнăн кăмăл пăтранать. Ара, туртма пăрахас умĕн эпĕ пĕр пачкă «Беломор» çунтарса пĕтертĕм. Виçĕ сехет хушшинче. Халĕ пуç кăна мар, чĕре те ыратать. Юрать-ха çарта моряк пулнă. Морякăн вара çирĕп пулмалла.

Тĕрĕссипе, эпĕ хамăн пурнăçра темиçе хут та туртма пăрахнă. Чи вăрăм тăхтав — туртман вăхăт ĕнтĕ — çур сехете тăсăлчĕ. Ун чухне те мухмăрпа аптрарăм. Каллех çăвара пирус хыпма тиврĕ. Вилсе выртас мар тесе. Тулĕк ирпе ăнланмарăм. Те çав каç эрех нумай лĕрккенипе, те «Беломор» нумай мăкăрлантарнипе пуç ыратрĕ. Çавăнпа ирхине вăранса куçа уçсан стакан чухлĕ йӳççине карланкăна ӳпĕнтертĕм. Кĕленчеренех. Унтан виçĕ хутчен пирус туртса ятăм. Умлă-хыçлă.

Çавăн хыççăн вçо порядок — мухмăр иртсе кайрĕ. Пĕрремĕш хут мар замужем. Хамăн пуç хăçан тата мĕншĕн ыратма пуçланине чухлатăп. Ахальтен-им эпĕ пĕр флакон спиртпа виçĕ пачка «Беломор» яланах хампа пĕрле чиксе çӳретĕп. Сых ятне. Мĕн пулать те мĕн килет!

Малалла

Ҫул тӑрӑх...


Тăванлă çул сĕвек те ансăр...

Çут тур лашам ман çул тытмасть,

Çут тур лашам ман йăс такансăр,

Тумхах çулпа чĕрни хыпмасть.

 

Чупсам-ха, чуп, хушка çамка,

Чупсам пăртак, кăтра çилхеçĕм,

Хуйху çинчен пачах ман-ха,

Тăванусем малтах пыраççĕ.

 

Тархасшăн, тусăмçăм, ăнлан:

Манпа чухне пĕртте ан хуçăл,

Çул тăрăх уççăн янкăслан,

Атя-ха, тулхăрсах эс уçăл.

 

Кая юлнишĕн пит ан хуйхăр, —

Ăçтан-ха вĕçĕн трук çӳлтен?..

Малтан чĕрӳ пăртакçă хухтăр,

Юну тумлатăр чĕрӳнтен.

 

Чавтар-ха, чав, — тумхахĕ вантăр,

Малтисене çитсе таптар;

Кайран, ан тив, ăмру аркантăр,

Чĕрнӳ те, пултăр — хыт кукар.

 

Тăванлăхра эс ним ан такăн,

Эс ним ан такăн çĕр çинче;

Пит такăнсан калла çеç чакăн, —

Ӳксе те вилĕн çул çинчех.

 

Кĕçен! Кĕçен! Хушка çамкам,

Эп пур чухне кĕçен те ахăр.

Эп кĕслеме калаçтарам,

Ан тив, сан пуç хăех ухлатăр.

«Эй, çут тĕнче!..»


Эй, çут тĕнче!

Саиа çутă пулнишĕн саватăп,

Çĕрпе кун ылмашнишĕн... Хăратăп —

Каç сĕмĕнчен.

 

Вилĕм пекех

Вăл хура, лăпăс-лăпăс тумтирлĕ.

Хăй патнех йыхăрать пурнăç ирĕ,

Çутă, килех!

 

Пурнăç — çĕршыв.

Пурнăçа юратсан — çĕршыва та.

Çĕршыва халаллам вĕçсĕр ода —

Пурнăç тăршши...

Кӗтӳҫ


Кĕтӳç ларать сăрт çинче

Хĕвел çути айĕнче.

Кĕтӳç калать шăхличне,

Шăрантарать юррине.

 

Кĕтӳç юрри вăрмана

Янах каять янраса,

Çырла татан хĕрсене

Итлеттерет кĕввине.

 

Юрла, ташла эс, кĕтӳç, —

Уйра-хирте ху патша!

Хаваслăхпа ирĕке

Юрла-юрла ху кăтарт!

Атӑл тулнӑ чух


Кашни çулах çуркунне

Атăл шывĕ тулнине

Кам пăхмĕ-ши савăнса?

«Шурă, кĕмĕл çийĕ ун

Ансăр», — тесе ан та тун,

Епле выртать сарăлса!

Халь лутаксем, халь прахут

Атăл тăрăх хутран-хут

Йăр-йăр йĕрсем йĕрлени;

Сар хĕрĕпе сар ачи

Лутка çинчи, ким çинчи

Кайăк пулса юрлани —

Çавсем пурте чунăма

Савăнăçпа пуйтарма

Юри сиксе тухман-ши?

Атăл хăй те çуркунне

Савăнăçлă пурнăçне

Юри чаплăн тумасть-ши?

Леш айккинче, йăлăмра,

Вут хунă та, сывлăшра

Йăсăрланать тĕтĕмĕ.

Унтах, çыран хĕрринче,

Тетеллипе ким çинче

Пулă тытать пулăçă.

Хĕвел кăвак тӳперен

Кулса тăрса пĕçертсен

Пулă пуçлать выляма...

Йăлăмĕ те çуркунне

Ешĕл симĕс тумтирне

Хыпаланать тăхăнма.

Эх, савăнăç, савăнăç,

Пур çĕрте те савăнăç?..

Пур çĕрте те чĕрĕлĕх!

Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке


Тухăç енчен пуйăс килчĕ. Пассажир вакунĕнчен кивĕрех пиншакпа салтак атти тăхăннă, çурăм хыçне кутамкка çакнă арçын тухрĕ те поселок урамĕпе утрĕ. Çулĕпе хĕрĕхрен кăна иртнĕ те вăл, аллăран кая тесе никам каламĕ. Сухалĕпе çӳçĕ кăвакарнă унăн, куç айĕнчи ӳчĕ пĕркеленнĕ.

Вулакан тавçăрса илчĕ пулĕ, çак кутамккаллă çын эпир тахçанах пĕлекен Микула пулчĕ ĕнтĕ. Ку поселока пĕрремĕш хут килнĕ чухне вăл çирĕм пиллĕкреччĕ. Килте пĕчĕк ывăлĕ юлнăччĕ. Арăмĕ ăна алкумне тухса ăсатнăччĕ. Пуçне ун кăкăрĕ çине хурса: «Чипер çӳреме тăрăш... Унта хула. Тем курса ларăн...» — тесе пăшăлтатнăччĕ.

Чунĕ хурланнипе Микулан пырне темĕнле йӳçĕ кумкка капланчĕ. Вăл кăмăлне лăплантарма тăрăшрĕ: Ывăлĕпе тĕл пулас саманта асра тытрĕ, йĕритавралăха сăнакаласа утрĕ. Урама сарнă чулсем ĕлĕкрех тикĕсчĕ, халь йăлтах путăкланнă. Асăрханмасăр утсан, такăнса ӳкĕн. Çĕнĕрен лартнă пӳртсем сахал. Кивелнисем хушшинче халь-халь тӳнес пек ӳпĕннисем те пур. Утнăçемĕн ăна урăххи те канăçсăрлантарчĕ: тăванран та тăван çынсен кил-çурчĕ упраннă-ши? Чарак çинче кăна тĕренсе ларатчĕ. Хуçисем сывăх-ши? Çурчĕ пур иккен. Акă вăл. Кĕтессисем çĕрнĕ, çивиттийĕ тĕл-тĕл сĕвĕннĕ. Çын тени çак çуртра епле пурăнтăр? Килнĕскер тĕрĕслемесĕр каялла çаврăнас мар тенĕрен кăна Микула хапха умне пычĕ. Шăнкăрав кантрине тытса туртрĕ. Шалта сасă илтĕнчĕ. Вара нумаях кĕтме лекмерĕ — çенĕк алăкĕ чĕриклетсе уçăлчĕ.

Малалла

«Вăхăт вĕçет пит шуххăн...»


Вăхăт вĕçет пит шуххăн.

Пурнăç çапла-тăр, эппин.

Вăл — карăнтарнă ухă,

Эп — ун вĕçтернĕ йĕппи.

 

Эх, ăнланса-и пĕтĕн

Çак çут тĕнчен меслетне.

Ăнсăрт телей те кĕтĕн

Пурнăç арпашнă чухне.

 

Вĕçсĕр юхать, юхать шыв,

Çырĕ юлать ик енче.

Хумĕ — иртен самант-ши,

Икĕ çыранĕ — тĕнче.

 

Вăхăт вĕçет пит шуххăн,

Эп ӳкĕнессĕм-мĕн çук,

Эп ӳкĕтлессĕм-мĕн çук.

Вăхăт вĕçет пит шуххăн:

Авăн, юпа та чӳк.

Пурччĕ кĕр кунĕ — халь çук...

«Тен, сукмак та — анлă...»


Тен, сукмак та — анлă,

Тен, мăн çул та — ансăр...

Япăххи те пулнă, лайăххи те сансăр.

Ир — ӳксе йĕмелĕх, каç — каçса каймалăх.

Савăнăç та хуйхă — талăк хыççăн талăк.

 

Тĕпĕр-тĕпĕр саслă тĕлсĕр ир те каçшăн

Мĕншĕн шухă кăмăл халĕ хуçăласшăн?

Эп мĕне ĕненĕп, çутă хĕвеле-и? —

Пĕр енчен хуралĕ, тепринчен хĕрелĕ.

 

Япăххи те пулĕ, лайăххи те халĕ,

Çăлтăр йăлтăр! ӳкĕ — ӳкĕ те çухалĕ.

«Ан ютшăн — туршăн та! — ан ютшăн...»


Ан ютшăн — туршăн та! — ан ютшăн,

Эпир, юратнă-тăк, ют мар.

Хуркайăксем — шап-шурă ушкăн,

Шутне пĕлеймĕн — ан шутла.

 

Пулин, ара: шап-шурă, шурă...

Хумсемсĕр кӳлĕ — хуп-хура.

Пăшăлтатса илет те курăк,

Авкаланса илет турат.

 

Иртни — юлать-тĕр, пур-ха ĕмĕт —

Вĕçет çĕмрен пек çĕмĕрсе.

Савăнасси — пĕртен-пĕр ĕмĕр,

Тертленесси те... — ĕмĕр çеç.

Çурхи тĕтре пулса юхатăн


Çурхи тĕтре пулса юхатăн

Эс ман пата, чун юратни.

Çемçе тӳшек сарса паратăн, —

Йăшать суран пек ыратни.

 

Çăтмах тĕнчийĕн юхан шывĕ

Юхать, сăпка юрри юрлать —

Ку — манăн, эс çуратнă сăвă,

Ĕмĕрлĕхех чунра юлать.

 

Савсам, савсам мана ытарлăн,

Эп пулăп сан ят-сум палли… —

Пăшăлтатать вăл пархатарлăн, —

«Тупсамччĕ вырăн ман валли!»

■ Страницăсем: 1... 86 87 88 89 90 91 92 93 94 ... 796