Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çавал сарăлсанХĕçпе çурлаТанатаТантăшсемАвăн уйăхĕСулпикепе Валĕм хунЙышăнман сăмахсем

Тепре авланас-тăвас пулсан


Комбайн юсанă чух самаях хуралнă кĕпе-йĕмне улăштарас тесе шифонерта чакаланнă чух Алексей Иванович куçĕ умне тирпейлĕн пуçтарса хунă тетрадь лекрĕ. Хитре тутăрпах чĕркесе хунă, тата тем интересли курнă ĕнтĕ мăшăрĕ. Арăмĕ тĕлĕк пĕлтерĕшĕсем, юрă-такмаксем, сценарисем пуçтарнине Алексей Иванович пĕлет. Тепĕр чух хăй те вĕсене кăсăклансах вулать.

Куçлăх тăхăнчĕ. Тетраде васкамасăр уçкалама тытăнчĕ. Сăвă иккен. Ятне фломастерпех илемлетнĕ.

— Хм, вăрттăн сăвă та çырать иккен ман мăшăрăм. Пĕлменччĕ. Ну-ка вуласа пăхар: мĕн шутласа кăларнă, çырма пултараять-и? — текелесе куçлăхне майлаштарчĕ, сăвва вулама тытăнчĕ.

 

Мăшăрăма

Куçăм сӳнет — эс курмастăн,

Чунăм çунать — эс туймастăн,

Тутам чĕтрет — эс сисместĕн,

Мана эсĕ ăнланмастăн.

Пулăшмастăн, шутламастăн,

Ăшăм вăркать — шарламастăп,

Чĕрем сикет — систерместĕп,

Малалла

Шăллăма


Инçет енсем, ют йĕркесем...

Сана пĕрре те çăмăл мар.

Вĕренусем, тĕреслевсем —

Текех эс пĕчĕк ача мар!

 

Умра — тĕллев, çӳлте — тӳпе,

Чун шикленет, чĕре чĕнет

Çывăраймастăн çĕрĕпе,

Сенкер куçу та хĕмленет.

 

Анчах, ан парăн, эс — салтак!

Йывăрлăхсем яланлăх мар.

Çĕршыв, чыс, тивĕç — виç сăмах —

Ас тума тивĕç кашни ар!

«Ман вăй та — вăйсăрлăх пулсан...»


Ман вăй та — вăйсăрлăх пулсан,

Каçарайми ачаш-им эпĕ?

Аса илтер хавас туса,

Аса илсен — кулма пĕлетĕп.

 

Куç ăшшинче — каçсен сивви,

Каç сиввинче — куçсем — хĕлхемшĕн.

Çумин-и çумăр е — çăвин! —

Çил — çумăра кăна! — çилленчĕ.

 

Йĕпхӳ, çук — çумăр, пăр. Тăман!

Савас килни — шеллев: пĕр çакă,

Эп — намăс пулнине туйма —

Тĕм ĕмĕлки çине пусатăп.

«Килтĕрин. Пăхтăрин...»


Килтĕрин. Пăхтăрин. Култăрин.

Маншăн пурте — никам та, нихçан та...

Йывăçсен тĕттĕм симĕс сăрри.

Çумăрпа исленес пек пăлхантăм.

 

Мĕн çинчен калаçас ман санпа?

Туйăма урăх канлĕх вăрланă.

Кĕркунне иртсе кайнăранпа

Улшăнман-тăр эп шăп та çулталăк.

 

Çумăр çеç сас тăвать пĕр кана...

Пурнăç хăй çывăх тантăш пуласшăн

Килĕшме тăрăшать пек мана —

Эп хавас паянхи кашни сасшăн.

 

Ĕнтĕ çу, симĕс çумăр, çăвах,

Çывхартса сар йĕпхӳ пĕлĕтне,

Ырнă-йăлăхнă симĕс хăва

Ман пекех, тен, кĕтет кĕр тертне.

Асаттене тав


Асатте ман пулнă

Аслă вăрçăра.

Ыр ятпа вăл юлнă

Пирĕн хушăра.

Тăшманран хăраман,

Вилĕме парăнман.

Пуля витĕр тухнă,

Пурпĕр мала утнă.

Пирĕн пурнăçшăн

Хĕрхенмен чунне.

Савнăçшăн, тăнăçшăн

Юхтарнă юнне.

«Берлина çитесчĕ»,-

Пăшăлтатнă тута.

Вăрçа час вĕçлесчĕ,

Куллен кĕнĕ вута.

Чаплă çĕнтерӳшĕн

Асаттене тав.

Санпа ман телейшĕн

Вăл кĕрешнĕ шав.

Ҫумӑр вӑрттӑнлӑхӗ


Рома паян каллех сӳрĕк кăмăлпа вăранчĕ. Каллех çĕрĕпе çумăр çурĕ, çил ӳлерĕ, йывăçсем шавларĕç. Ку пулăма ыттисем тахçанах хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ… Вăл кăна урамри шăв-шава пула çĕрĕпех çывараймасăр канăçсăрланса выртрĕ, ир еннелле кăна кăштах куç хупса илчĕ.

Арçын ача кравать çинчен анаслакаласа тăчĕ, тумланчĕ те хăйĕн пӳлĕмĕнчен тухса кухньăна утрĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ халлĕхе вăранман-ха пулас. Пĕчĕк шăллĕ те çывăрать. Рома кантăкран пăхрĕ. Тул çутăлман-ха. Урамра çаплипех çил вĕçтерет. Кантăкран çумăр шаккать. Рома каçпа чӳречерен пăхма юратать. Кун пек чух ăна пĕтĕмпех малтанхи пекех, нимĕн те улшăнман пек туйăнать. Çĕрĕпех лӳшкекен çумăр ирхине чарăнĕ, хĕвел çут çанталăка çĕнĕ кун парнелĕ, кайăксем хăйсен илемлĕ юррине пуçласа ярĕç, каçхи çумăр хыççăн курăк та симĕсрех курăнĕ, урамра чупакан ачасен кулли те хаваслăрах илтĕнĕ… Хăçан таврăнĕç-ши малтанхи кунсем? Рома чӳрече умĕнчен пăрăнса утрĕ. Вăл стена çинчи календаре асăрхарĕ. Раштав уйăхĕн çиччĕмĕшĕ… Арçын ача календарь çинчен улттăмĕш числан хутне хăйпăтрĕ те ăна çавăрса пăхре. «Хĕллехи вăхăтра пахчари улмуççисене сивĕрен сыхласа хăварасси»… Мĕн тума кирлĕ ĕнтĕ халĕ çакăн йышши сĕнӳсем? Рома календарь листине чăмăртарĕ те çӳп-çап витрине вăркăнтарчĕ. Унтан вăл сĕтел хушшине вырнаçрĕ, унăн куçĕ умне каллех иртнĕ самантсем тухса тăчĕç…

Малалла

«Эс çуккине ăнланнă эп, ăнланнă...»


Эс çуккине ăнланнă эп, ăнланнă.

Ăнланнă та шăпланнă юнтарса.

Çĕр хĕрринче тĕнче пĕтме пуçланăн

Хĕвел çурри выртать юн юхтарса.

 

Çырма юххи тăп чарăннă та тăнă.

Çил хальхинче ытла та йăпăлти.

Ахаль те манăн çĕмĕрĕлчĕк кăмăл

Черченмарланĕ-и вара халь тин?

 

Шăплан, тăман, ыйтмастăп эпĕ ним те.

Мана никам та, ним те кирлĕ мар.

Ман сассăма пĕчченлĕхĕм çеç илтĕ,

Пĕчченлĕхĕм вĕрентĕ... çук пулма.

«Манса кайнă иккен туйăмсем — вăранма...»


Манса кайнă иккен туйăмсем — вăранма,

Куçăмсем йăл кулма манса кайнă иккен.

Сывпуллашнă пек шăп сулкала та ална,

Сулхăнрах çеç кулса кăтартайăп-и, тен.

 

Чи ахаль сăмахсем шутласа кăларам

Чи ахаль кăмăлпа сан çинчен калаçма.

Санпа ман хушăра — кун çутисĕр урам,

Санпа ман хушăра — чĕнтĕрсемсĕр каçма.

 

Кĕрсерен саралсах сарăлать вĕрене,

Шухă çил шуйхатать çулçăсен шăплăхне.

Эп паян çĕрĕпе куççульпех хĕрхенем

Тĕттĕмри çутăсен тăлăхкăмăллăхне.

Çуралнă эпĕ Раççейре…


Эп çуралнă Раççейре,

Вăрманлă чăваш ялĕнче.

Унта илемлĕ, çутă та хитре, —

Ытарайми чăваш «ытамĕнче».

 

Юрататăп эп çулла

Çӳремешкĕн урамра —

Йăлтăрти хĕвел пăхать,

Шăпчăк савăнса юрлать.

 

Юрататăп кукаçпа

Вутă-шанкă майлама.

Тата хамăн кукампа

Кăмпа татса майлама.

 

Юрататăп кăмăлтан

Ĕçлеме эп пахчара.

Улма-çырла пуçтарсан

Унран компот вĕретме.

 

Çавăнпа эп юрататăп

Хамăрăн чăваш ялне.

Чунран эпĕ кăмăллатăп

Чăваш юрри-кĕввине.

Тавах сире, ветерансем!


Тӳлек хумханать анлă уй-хир,

Вăрçă мĕнне пĕлместпĕр эпир.

Хĕвел çутатса ăшшăн пăхать,

Пурнăçа савса кайăк юрлать.

 

Вăрçă асапĕ лекнĕ сире,

Паттăр кĕрешнĕ — сыхланă мире.

Тăван çĕр-шыва юратнă чунтан,

Тăшмана парăнма шутламан.

 

Аманнă эсир — çавах малалла!

Тăшмана аркатса тăкмалла!

Пурнăçа шеллемесĕр çапла

Тăватă çул кĕрешнĕ унпа.

 

Тăван çĕр çинчен хăваланă,

Хаяр тăшмана парăнтарнă.

Аслă Çĕнтерӳпе каялла

Таврăннă эсир тăван яла.

 

Чунтанах тав тăватпăр сире,

Саламлатпăр уяв ячĕпе.

Ыр сунатпăр чунтан-чĕререн,

Сывлăх пултăр ĕмĕр-ĕмĕре.

■ Страницăсем: 1... 88 89 90 91 92 93 94 95 96 ... 796