Владимир Васильевич Бараев 1910 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан, каярах Тутарстанри Хурăнварти икĕ сыпăклă шкултан вĕренсе тухнă, ун хыççăн Ульяновскри ял хуçалăх техникумĕнче, 1930 çулта Самар хулинчи планпа экономика институтĕнче вĕреннĕ.
1934 çулта Шупашкара пурăнма куçнă. Кунта вăл халăх пултарулăх çуртĕнче, радиокомитетра, кĕнеке палатинче, хаçат редакцийĕсенче ĕçленĕ.
1941 çулхи çурла уйăхĕнче В.Бараев салтак шинелĕ тăхăннă, фашистла оккупантсем Мускав çине тапăнса пынă вăхăтра Мало-Ярославец патĕнче пĕрремĕш хут çапăçăва кĕнĕ. 1942 çулхи юпа уйăхĕнче В.Бараев лейтенант ертсе пыракан взвода Сталинграда хӳтĕлеме янă. Унта та вăл хăюллăн çапăçнă. 1942 çулхи чӳкуйăхĕн 19-мĕшĕнче фронтра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
В.Бараев поэт çеç мар, вăл проза жанрĕпе те чылай çырнă. Унăн малтанхи сăввисемпе калавĕсем, очеркĕсемпе статйисем Самарта тухса тăнă «Колхозник» хаçатра пичетленнĕ.
В.Бараевăн паллăрах кĕнекисем: «Кавказ хăнисем» (1936), «Али-паттăр» (сăвăлла юмах, 1940, 1955), «Сӳнми хĕлхем» (сăвăсемпе поэмăсем, калавсемпе юмахсем, 1961), «Юлашки юн тумламĕччен» (11 автор произведенийĕсен пуххи, 1980).
1962 çулхи çу уйăхĕнче В.Бараева СССР писателĕсен союзĕн членне илнĕ (вилнĕ хыççăн).
Шухăшсем
Миçе çын пăхнă е вуланă ? 647 ...
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛ...
"Виççĕмĕш страница çитсен сасăпах кулкал...