Зоя Сывлăмпи


Зоя Сывлăмпи

Зоя Сывлăмпи (Алексеева Зоя Леонидовна) — чăваш сăвăçи, çыравçи. 1960 çулхи çĕртмен 13-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпӳкассинче çуралнă.

Шупашкарти Электромеханика техникумĕнче вĕреннĕ.

Унăн сăввисем Чăваш Ен хаçат-журналĕсенче пичĕтленеççĕ. 2002 çулта «Чĕрери хĕлхем», 2005 çулта «Тумлам пек тăлăх кăмăл», 2007 çулта «Мечта и явь» (Вырăсла Людмила Симонова куçарнă), 2010 çулта «Кун-çул шăрçи» сăвăсен пуххисем пичетленсе тухнă.


Хайлавĕсем