Студент


Хăш чух пулать студент чухне...


Хăш чух пулать студент чухне:

Çиме те çук студентăн.

Анчах та ку нимех те мар:

Юлташăн пур, пĕр тенкĕ пур,

Атя пайлар, юлташăм...

Каллех хавас, каллех юрлать

Каллех ĕçлет студент.

Хăш чух пулать студент чухне:

Туртма та çук студентăн.

Анчах та ку нимех те мар:

Юлташăн пур — çунать, сӳнмен...

Хăвар тĕпне, юлташăм...

 

Хăш чух пулать студент чухне:

Çи-пуç начар студентăн.

Анчах та ку нимех те мар:

Юлташăн пур — ун ик кĕпе,

Пĕрне мана, юлташăм...

 

Кивçен илет, билет илет,

Хĕр çавăтать хулран.

Студент хавас, каллех юрлать.

Каять театра...

Çуркуннехи синдром


Эх, студентăн пурнăç йывăр:

Хырăм выçрĕ, вăхăт çук.

Мĕн тăвас тен? Вырт та çывăр

Лектор тем вуланă чух.

 

Çуркунне-çке халь. Анранă

Шăнасем пекех çынсем.

Пурте чĕрĕле пуçланă —

Анаслаç пĕрех хăйсем.

 

Наталин те чăтăм пĕтнĕ:

Йăкăлт-якăлт пăхкалать.

Çуркунне чăнах та çитнĕ:

Хырăм выçнă, палăрать...

Йăвари пек пурнăçа ирттерчĕ...


Йăвари пек пурнăçа ирттерчĕ,

кĕчĕ ĕнерхи студент класа.

Ун çине шăп утмăл куç тинкерчĕ,

вăтăр чĕп шимплетрĕ пуçласа.