Хĕр


Мĕншĕн, мĕншĕн


Чипер хĕрсем,

Эсир пире

Кăмăллатăр-ши?

Мĕншĕн эпир,

Сире курсан,

Хумханатпăр-ши?

 

Шăрçа куçсем,

Хура çӳçсем

Ялан асăмра.

Санăн сăну,

Акăш утту

Манăн умăмра.

 

Эсĕ çиçсен,

Кăштах кулсан,

Чĕрем савăнать.

Акăш пекех

Утса пырсан

Чунăм çĕкленет.

 

Мĕншĕн, мĕншĕн

Эсĕ кăштах

Туймастăн-ши?

Манăн саншăн

Чĕре йăлтах

Çунсах пĕтет-ши?

 

Мĕншĕн, мĕншĕн

Эсир, хĕрсем,

Çаплах пулнă-ши?

Мĕншĕн сире

Пула пирĕн

Чĕре çунать-ши?

 

Чунăм тени,

Савни тени,

Кирлĕ пурнăçра.

Йывăрлăхра,

Савăнăçра

Пултăр вăл çумра.

 

Çумăр çăвать,

Юр та çăвать —

Çулсем иртеç.

Çамрăк ĕмĕр

Иртсех пырать —

асра юлтăн эс.

Сарă хĕр


Антун илчĕ Йăнтăрчран,

Эпир илес пулсассăн,

Хамăр ялтан тухас çук.

Пирĕн арăм пуласси, —

Тĕпĕ-йĕрĕпе каласан, —

Тăвăрлăкри1 урамра.

Унта пырас тесессĕн,

Кай енчен пырсассăн,

Шурă пӳрчĕ Урамра.

Ытах тĕлне пĕлмесен, —

Мал енчи урамра.

Шурă пӳртĕн пуçĕнче

Вĕтлĕх улма пахчи пур.

Шурă пӳрчĕ — çăкалăх,

Çавăнпа шурă курăнать.

Унăн хĕрĕ — хăналах

Ашшĕ-амăшĕ умĕнче,

Çавăнпа çынна курăнать.

Хĕрне курма пырсассăн,

Çăка пӳртĕн ăшĕнче

Ярăнса кăна çӳрейрет, —

Пирĕн арăм пулас пек,

Ун çинчен асăнсан —

Йăлтăр кăна кулас пек.

Ун çине пăхсассăн —

Тумланнă иккен пĕлнĕ пек,

Малалла каласа çырнă пек:

Пирĕн арăм пулассин

Çутă мăйçыххи — мăйĕнче,

Пурçăн тутри — пуçĕнче,

Кĕмĕл çĕрри — пӳрнинче,

Ылтăн сулли — аллинче,

Мерчен шăрçи — умĕнче,

Ахах алка — хăлхинче,

Сăран пушмак — уринче,

Тĕрлĕ тĕслĕ ярапа —

Çивĕт туни вĕçĕнче,

Çутă пиçихи — пилĕкре,

Пурçăн кĕпи — айĕнче,

Малалла

Пĕве çитнĕ хĕр


Çирĕм пиллĕке çитет

Галя кĕр енне..

«Ман качча каяс килет», —

Тет хĕр амăшне.

 

«Тух эс халăх хушшине

Ытларах, ачам.

Унсăр, — тет инке хĕрне, —

Юлăн тăхлача».

 

Çӳреме сĕнӳ парать

Пуйăспа хĕрне:

«Яшсене, — тет вăл, — кăтарт

Хăв ĕçченнине».

 

Çĕмĕрле—Канаш маршрут

Халь ăна паллать,

Вĕçтерет кунне ик хут

Хĕр калла-малла.

 

Вакунра вăл кулленех

Тек алсиш çыхать.

Хăш качча памаллине

Вĕçĕмсĕр шырать.

 

Каччăсем, ĕçчен хĕре

Ма курмастăр-ха?

Арăм пулма хатĕрех

Вăл çĕр çуллăха.

«Ах, еплерех хĕр!..»


Ах, еплерех хĕр!

Ах, епле чипер!

Çутă кӳлĕри

Шурă акăш пуль.

 

Хушса юрламалли:

Шел, эс манăн мар,

Чунра шĕл кăвар.

Çук, эс манăн мар.

 

Ах, еплерех хĕр!

Ах, епле чипер!

Ешĕл улăхри

Сарă чечек пуль.

 

Хушса юрламалли.

 

Ах, еплерех хĕр!

Ах, епле чипер!

Каçхи тӳпери

Çутă çăлтăр пуль...

 

Хушса юрламалли.

Марье


Çĕнĕ Улхаш ялĕнче

Марье ятлă хĕр ӳсет.

Сар хĕр ашшĕ килĕнче

Такама та килĕшет.

 

Картара сăвать ĕне,

Кĕтӳ тухса хăвалать.

Картишри чăх-чĕппине

Тул сапса тăрантарать.

 

Апатланса тăрансан —

Хире ĕçе каймалла.

Хĕвел ансан, каç пулсан,

Клуба тухса чупмалла.

 

Шăллĕпеле йăмăкне

Йăпатма та ĕлкĕрет.

Пушă вăхăт пур чухне

Кĕпе çăвать, тĕр тĕрлет.

 

Юратаççĕ Марьене

Пирен ялăн каччисем.

Ăмсанаççĕ ĕçчене

Касăри хĕр-тантăшсем.

 
1 Тăкăрлăкри