Вӗренӳ
![]() Чӑваш наци конгресӗ, «Хыпар», «Тантӑш» хаҫатсем сумлӑ чӑваш ҫыравҫи Куҫма Турхан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине чысласа «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман тӑрӑх авӑн-чỹк уйӑхӗсенче «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман — иртнӗ кун ҫути хайлавӗ» ятпа викторина ирттернӗ. Ӑмӑртӑва 70-е яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе ачасем те пулнӑ. Нӑрваш Шӑхальти Н. Павлова, Ишлӗ Шетмӗри Л. Владимирова, Сӑкӑтри Е. Анюрова, Турханти В. Самарина, Л. Осипова, Ыхра Ҫырмари С. Кулакова, Пашьелти С. Никитина вӗрентекенсем, ҫавӑн пекех Пашьелти Д. Иванова, Ишлӗри М. Артемьева, Сӑкӑтри А. Анюрова вӗренекенсем пулнӑ. Вӗсем пур ыйтӑва та тӗплӗн хуравласа Хисеп хучӗсене тата парнесене тивӗҫнӗ. Вӗсем Куҫма Турханӑн 3 кӗнекерен тӑракан романне ҫине тӑрса тӗплӗн вуласа тухнине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |