Ял хуҫалӑхӗ
![]() Комсомольски районӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳелти фермер йӳҫмен сӗтлӗ ӗне тытать. Ку ӑрата вӑл Мускав облаҫӗнче туяннӑ. Вырӑссен хура-ула ӑрачӗпе Индири зебу текеннипе хутӑштарнӑ ӑратлӑ мӑйракаллӑ шултра выльӑх паян ун хуҫалӑхӗнче 40 пуҫ. Вӗсенчен хӑшӗсем пӑрулама та ӗлкӗрнӗ. Ӗнесене вырӑнтах пӗтӗлентерме май килтӗр тесе вӑкӑр та туяннӑ фермер. Экзотикӑллӑ ӑратлӑ ӗнен сӗчӗ паха тесе ырлаҫҫӗ вырӑнтисем. Тата вӑл час йӳҫмест иккен. Хӑйне евӗр ӑратлӑ ӗне-выльӑх епле ӗрченипе нумаях пулмасть вӑл тӑрӑхри тӳре-шара — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин тата райадминистрацин ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Илдус Миннетуллин — паллашнӑ. Фермерӑн, сӑмах май каласан, ахаль йышши ӑратлӑ ӗнесем те пур. Сумаллисем паянхи куна унӑн — 61 пуҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сӑнсем (15) |
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |