Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарсем Алапӳри конференцие хутшӑнчӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.10.2010 15:02 | 1821 хут пӑхнӑ
Г.А. Ермакова сӑмах калать
Г.А. Ермакова сӑмах калать

Раҫҫейре тата унӑн тулашӗнче пулса иртекен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене хутшӑнасси Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӑй хуракан преподавательсемшӗн тата унта ӑс пухакан студентсемшӗн ырӑ йӑла пулса тӑчӗ ӗнтӗ. Вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпе ӑҫта кӑна ҫитсе курмаҫҫӗ пуль вӗсем — Анкара (Турци), Мускав, Хусан, Ӗпхӳ, Ижевск, Сыктывкар, Йошкар-Ола, Глазов т.ыт. Ку хутӗнче вара Алапӳне (тутарла Алабуга, вырӑсла Елабуга) «парӑнтарчӗҫ» ӑсчахсем. Вӗсем юпан 5-6-мӗш кунӗсенче Алапӳри патшалӑх педагогика университечӗн тутар тата шайлаштаруллӑ филологи факультетӗнче «XXI ӗмӗрти тӗрӗк пӗлӗвӗ: тӗпчевсем тата проблемӑсем» ятпа халӑхсем хушшинче иртекен III тюркологи конференцине хутшӑннӑ. Тӗрлӗ хуласенчен (Мускав, Хусан, Ӗпхӳ, Шупашкар, Ҫырчалли, Алапӳ) пухӑннӑ тӗпчевҫӗсем пӗтӗмӗшле илсен тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхипе, литературипе, культурипе, историйӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатрӗҫ, вӗсене кар тӑрса, пӗрлешсе ӗҫлесе кӑна татса парасси пирки калаҫрӗҫ. Пленарлӑ ларура Шупашкарсенчен В.Г. Родионов профессор «Урал тата Атӑл тӑрӑхӗнчи тӗрӗк халӑхӗсен ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи литература аталанӑвне танлаштаруллӑ тӗпчессин проблеми тӑрӑх», Г.А. Ермакова профессор «Г. Айги лирикинчи авалхи тӗрӗк традицийӗсем», И.Ю. Кириллова доцент «Литературӑсене танлаштарса тата шайлаштарса тӗпченӗ чухне вӗсен нациллӗ хӑйне евӗрлехне шута илни» темӑсемпе тухса калаҫрӗҫ. Ҫак кунсенче Раҫҫейӗпе иртекен ҫырав ыйтӑвӗ те пухӑннӑ хӑнасене канӑҫ памарӗ. Хальччен тӗрӗк халӑхӗсем Раҫҫейре чи йышлисем пулнӑ (тутарсем вырӑссем хыҫҫӑн иккӗмӗш, пушкӑртсем — таваттӑмӗш, чӑвашсем — пиллӗкмӗш вырӑнта). Тӗрӗк халӑхӗсен мӗнле пулсан та ҫак кӑҫалхи ҫул иртекен ҫырӑнтарӑва хутшӑнмаллах, пирӗн хамӑр ҫинчен каласа хӑвармаллах. Конференцине килнӗ хӑнасене хуҫисем хӑйсен хулипе паллаштармасӑр хӑвараймарӗҫ.

Алапӳ — чӑн-чӑн хула-музей теме пулать. Кунта тӗнчипе паллӑ И.И. Шишкин вырӑс ӳнерҫи ҫуралса ӳснӗ, М.И. Цветаева вырӑс поэчӗн кун-ҫулӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ, пӗрремӗш хӗрарӑм-кавалерист Н.А. Дурова пурӑннӑ ҫурт-музейӗсем, Шишкин пӗвисем, Алапӳ символӗ — X-XII ӗӗ. туса лартнӑ «Шуйттансен хулашӗ» (пӗр халап тӑрӑх ӑна шуйттансем пӗр кунта туса лартнӑ) чӑннипех пысӑк мар, ҫапах чи авалхи хуласенчен пӗрне (1003 ҫулта никӗсленӗ) илем кӳреҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн историллӗ пулӑмӗсемпе хӑй патне илӗртет.

Хӑнасем те, хуҫисем те кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

#Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Тутарстан, #Алапӳ, #конференцисем, #ҫырав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем