Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑм Шупашкар хулинче машинӑра полицейскисем патне тухмасӑр 3 сехет ларнӑ – вӑл ҫапла мӑшӑрӗн машинине ҫӑлас тенӗ. Анчах яваплӑхран тарма май килмен – ӑна тытса чарнӑ.
Машина хуҫи 89 штрафа тӳлемен, парӑм 400 пин ытла тенкӗ пухӑннӑ. Транспорт арестра пулнӑ, ҫавӑнпа йӗрке хуралҫисем салонран тухма ыйтнӑ - машинӑна штрафстоянкӑна илсе кайма хатӗрленнӗ. Анчах хӗрарӑм шарт та пат транспорта пама килӗшмен. Вӑл водитель удостоверенине полицейскисене пама ӗлкӗрнӗ-ха, кайран вара алӑкӗ-чӳречине питӗрнӗ те ҫавӑнта 3 сехет ларнӑ. Полицейскисем каланине итлемен те.
Унтан хӗрарӑм газ ҫине пуснӑ та хула тӑрӑх вӗҫтернӗ. Йӗрке хуралҫисем «Перехват» план тума палӑртнӑ. хӗрарӑм ҫул-йӗр правилисене пӑсса вӗҫтерсе пынӑ. Анчах инҫе кайяман – ӑна 20 минутра чарнӑ. Хӗрарӑма салонран кӑларас тесе полицейскисен водитель патӗнчи чӳречене ҫӗмӗрме тивнӗ.
Машинӑна штрафстоянкӑна илсе кайнӑ, хӗрарӑм тӗлӗшпе вара харӑсах виҫӗ адимнистративлӑ протокол ҫырнӑ.
