Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ку хыпара каярах юлса пӗлтӗмӗр пулин те хыпарласах килет.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Валентина Тараватӑн 80 ҫулхи юбилейне тараватлӑн уявланӑ.
Валентина Тарават — поэт, писатель, преподаватель, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Валентина Николаевна тӗрлӗ енлӗ ӑста пулнӑ май ачасем валли те, аслисем валли те ҫырать. Чӑвашла та, вырӑсла та. Проза-и, поэзи-и, илемлӗ литературӑна куҫарни-и — пур ӗҫе те вӑл паха пурнӑҫлама пултарать. Ҫапларах мухтанӑ Чӑваш Енри писательсен союзӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Валентина Тарават — 100 ытла юрӑ авторӗ. Юбилей умӗн ҫыравҫӑн «Пӳрмен юрату» ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ, унта авторӑн повеҫӗсемпе калавӗсем кӗнӗ.
