Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши поэт ҫуралнӑранпа 127 ҫул ҫитнӗ. Ентешне тӑван тӑрӑхӗнче асра тытса пурӑнаҫҫӗ. Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче ҫӑв кун чӑваш культурипе поэзи уявӗ ирттернӗ.
Ял ҫыннисем тата вырӑнти хастарсем малтан поэтӑн палӑкӗ умне пухӑннӑ, унта чӗрӗ чечек хунӑ. Кайран мероприяти ялти культура ҫуртӗнче иртнӗ.
«Зов Сеспеля» (чӑв. Ҫеҫпӗл йыхравӗ) фестивале пырса ҫитнисене Канаш тӑрӑхӗнчи фольклор коллективӗсем кӗтсе илнӗ, хӑнасемпе пӗрле вӑйӑ картине тӑнӑ.
Пухӑннисене саламлама Канаш тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Чернов пырса ҫитнӗ. Сцена ҫине ҫӑвӑн пекех Лидия Филиппова писатель, журналист тата «Канашсем» ентешлӗхӗн ертӳҫи Юрий Тарасов тата ытти хаклӑ хӑна тухнӑ.
