Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче дипломсен хӳтӗлевӗ иртрӗ. Хӑйсен ӗҫӗсене куҫӑмсӑр майпа кӗске формӑпа вӗренекен студентсем хӳтӗлерӗҫ.
Студентсем хӳтӗлеве тӗплӗн хатӗрленни курӑнчӗ: патшалӑх комиссине юрӑпа тата сӑвӑсемпе саламларӗҫ, тумланма та чӑваш тумӗсене тӑхӑннӑччӗ вӗсем. Хӑйсен ӗҫӗсене те тӗплӗ хатӗрленӗ — Сӗнтӗрвӑррипе Элӗк районӗсенчи халӑх пултарулӑхне питӗ лайӑх тишкерни сисӗнчӗ. Ҫак ушкӑнри студенсем ытларахӑшӗпе театр пӗлӗвӗ енӗпе диплом ҫырнӑ пулсан, Н.Плотников студент чӑваш компьютер терминологине тӗпченӗ. Л.П. Сергеев, комисси ертӳҫи, пӗчӗк кӑлтӑксем ҫеҫ курчӗ.
Вӗсемпе перлех Чӗмпӗр тата Тутарстан тӑрӑхӗнчи студентсем те хӳтӗленчӗҫ — вӗсен темисем раснарахччӗ — кунта Юхма Мишши, Сергей Павлов пултарулӑхне тӗпчени те, ачасен пуплевӗнчи йӑнӑшсене тишкерни те пулчӗ.
Патшалӑх комиссийӗ пӗтӗмӗшле илсен диплом ӗҫӗсем чаплӑ пулнӑ тесе пӗлтерчӗ — «5»-пе, «4» ҫеҫ пулчӗҫ. Комисси пайташӗсем хӳтӗлевҫӗсене лайӑх паллӑсем илнӗ ятпа саламларӗҫ, ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ.
