Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Кӑҫалхи «Асам» кинофестивалӗн гран-прийӗ чӑвашла фильма лекрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 29.10.2016 16:45 | 2470 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Паян Пӗтӗм чӑвашсен II «Асам» кинофестивалӗ хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетрӗ. Эрне хушши пынӑ кино ӳнерӗн фестивалӗнче ҫӗнтернисене наци вулавӑшӗнчи акт залӗнче чысларӗҫ.

Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗн чи сумлӑ парни — Гран-При — Владимир Карсаков режиссёрӑн «Сурӑм хӗрӗ» илемлӗ фильмне лекрӗ. Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ режиссёр хӑйӗн ӗҫӗ валли Юрий Скворцовӑн «Сурӑм хӗрӗ» повеҫне илнӗ. Фильмри тӗп сӑнар — Сухви — хӑйӗн тусне юратать. Анчах лешӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хулана куҫса кайнӑ. Сухви вара савни хыҫҫӑн хулана каясшӑн мар, унӑн шухӑшӗпе кашни ҫын хӑйӗн пурнӑҫне ҫуралнӑ тӑрӑхпах ҫыхӑнтармалла. Сӑмах май, тӗп сӑнара калӑпланӑ Ирина Вирьялова та кинофестивалӗн парнине тивӗҫрӗ — ӑна «Хӗрарӑм рольне чи ӑста выляканӗ» номинацире чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех Надежда Кирилловӑна та парне лекрӗ. Ӑна вара «Сурӑм хӗрӗ» фильмра эпизодла хӗрарӑм рольне ӑста вылянӑшӑн чысларӗҫ.

«Чи лайӑх илемлӗ фильм» номинацире Елена Рябцева режиссёр хатӗрленӗ «Принять удар» илемлӗ фильм ҫӗнтерчӗ. Документаллӑ фильсен хушшинче мала Юрий Сергеев режиссёр хатӗрленӗ «История великого народа» ятли тухрӗ. «Чи лайӑх кӗске фильм» номинацире Марина Карягинӑн ӗҫне чысларӗҫ — «Ҫӗр ҫул иртсен» документаллӑ фильм ҫӗнтерчӗ. Анимациллӗ фильсенчен Ольга Горюнова ертсе пынипе ачасем хатӗрленӗ «Как ловили луну» (чӑв. Уйӑх тупни) ятлине палӑртрӗҫ.

Чи ӑста оператор тесе Анатолий Трофимова, чи ӑста монтаж режиссерӗ тесе Елена Рябцевӑна, чи лайӑх сценаришӗн Юрий Михеева, чи ӑста композитор тесе Илья Чеснокова, чи ӑста сасӑ режиссерӗ тесе Владимир Белякова, фильма лартакан чи ӑста ӳнерҫӗ тесе Татьяна Шаповаловӑна чысларӗҫ. Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарне калӑпланӑшӑн Ирина Вирьяловӑна палӑртни пирки маларах пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Арҫын рольне чи ӑста вылянӑшӑн вара Сергей Данилова («В лесу» илемлӗ фильм) чысларӗҫ. Иккӗмӗш планри тата эпизодла рольсене вылянӑшӑн Алексей Коротков, Наталья Козлова, Надежда Кириллова, Юрий Спиридонов тивӗҫрӗҫ.

Яланхи пекех кинофестивальте ҫамрӑк актёрсене те палӑртрӗҫ — Александр Игнатьева, Сергей Сахарова, Юлия Сидоровӑна. Тепӗр номинаци «Чӑваш киноискусствине аталантарас енӗпе нумай вай хунӑшӑн» ятлӑ. Унта Сергей Мышев оператора (нумай пулмасть пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ) тата Алексей Иванов (Сӗрмек) продюссера чысларӗҫ.

#чӑвашлӑх, #фильмсем, #Кино ҫулталӑкӗ, #Патӑрьел районӗ, #Чӑваш Ишекӗ, #Асам, #культура, #кинофестивальсем, #наци вулавӑшӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем