Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: «Чӑвашавтотранс» умӗнхи парӑма ҫуллаччен татса парасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.03.2017 09:43 | 1876 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

«Чӑвашавтотранс» предприятири лару тӑру пирки Раҫҫей шайӗнче те калаҫни пирки эпир унччен сире пӗлтернӗччӗ. Ыйту федераллӑ министрсем патнех ҫитнӗрен «Чӑвашавтотранс» пирки ӑна ӗнер правительство ҫыннисемпе ирттерекен канашлура тепре сӳтсе явнӑ. Унта тухнӑ сӑмах тӑрӑх пухӑннӑ парӑма ҫӗртмен 1-мӗшӗччен парса татасшӑн.

Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх влаҫрисем йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнишӗн предприятин малтанхи пуҫлӑхӗсене айӑплаҫҫӗ. «Чӑвашавтотрансра» вӑй хуракансем вара йывӑрлӑх сиксе тухнине хыснаран укҫа уйӑрманнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. 2013 ҫулта 46 миллион парса ҫитереймен, 2014–2015 ҫулсенче — 128, пӗлтӗр 84 миллион патнелле.

Аса илтеретпӗр, пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ӗҫ укҫин парӑмӗн пӗтӗмӗшле хисепӗ 67 миллиона ҫитнӗ. «Мой город» портал пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫ укҫи тӳлеме предприятие уйӑхсерен 21 миллион кирлӗ.

#Чӑвашавтотранс, #ҫул-йӗр, #парӑмсем, #ӗҫ укҫи, #укҫа-тенкӗ, #ларусем, #Правительство, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем