 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирртерекен «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» фантастикӑпа фэнтези хайлавӗсен литература ӑмӑртӑвне пӗрремӗш сӑвӑ-калавсем киле пуҫларӗҫ.
Чи малтанхи Хӗрлӗ Чутай районӗнчен ҫитрӗ — Роксана Хромова (тӑтӑшах хутшӑнать) «Шыв туррине ирӗке кӑлартӑм» ятлӑ калав ярса панӑ. Канаш районӗнчи РФ Геройӗ Н.Ф. Гаврилов ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Янкӑлчри вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Шемякина Кристина та хӑйӗн «Юрату паркӗ» калавне вӑраха тӑсмасӑр пирӗн пата ҫитернӗ. Патреккелти (Елчӗк районӗ) шкултан та ярса панӑччӗ — шел те, ӑмӑртун йӗрки-шывне тивӗҫтерменрен (сарӑмпа хатӗрлемен, Arial Cyr шрифтпа ҫапнӑ) ӑна хальлӗхе электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарман.
Асилтеретпӗр: Ӑмӑрту йӗрке-шывӗпе килӗшӳллӗн, ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫлениччен ярса панӑ ӗҫсене 1 балл хушса хаклӗҫ.
Тӗнче тетелӗнчи «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑртӑва ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫут ҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Хайлаври ӗҫ-пуҫ шывпа ҫыхӑнмалла (юханшыв, пӗве историне уҫса памалла, е ун хӗрринче, ун тавра пулса иртмелле). Тӑван тавралӑхри шывпа ҫыхӑнни тата та пахарах. Хушма тема — Атӑлҫи Пӑлхар. Хайлаври ӗҫ-пуҫ пирӗн мӑн асаттесен вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталаннӑ патшалӑхра пулса иртни ӑна лайӑхрах хаклама май парӗ. Сӑвӑ-калава чӳкӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Хайлавсене ярса памалли адрес: amartu(анчӑк)chuvash.org
| Наташа // 8355.5.6161 2011.06.15 13:00 | |
| Иртнĕ конкурсăн кĕнеки пичетленсе тухман-и | |
| ОЛЬГА ТАПИРОВА // 1512.64.3743 2011.06.15 13:32 | |
| Мĕн тери асамлă вăл-тĕнче,
 Мĕн тери ачаш вăл-юрату! Мĕн тери хаяр,ултав,суя, Ах ытла та киревсер куллу! Куртам эп çынсенчен курайманлăх, Хаярран выляççĕ куçĕсем! Мĕн тери эп чăтăмла пулсан та, Чăтаймасть çакна ман чун-чĕрем! Пурпĕрех шанатăп ырра эпе, Эпĕ юрататап ПУРНĂÇА | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2011.06.15 14:46 | |
|  | Çук-ха. Хатĕрленет кăна.
 Хăтлавĕ (презентацийĕ) çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче пулĕ | 
