Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Праски инке хӗр парать» авторӗ вилнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 21.06.2011 14:48 | 2477 хут пӑхнӑ
Чебанов Анатолий Сафровнович
Чебанов Анатолий Сафровнович

Ӗнер, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен «Праски инке хӗр парать» камит авторӗ Чебанов Анатолий Сафровнович уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министерстви сайчӗ пӗлтерет.

Анатолий Сафронович Чебанов 1937 ҫулхи нарӑсан 3-мӗшӗнче Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗнчи Чӑнлӑ Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам шкул хыҫҫӑн ял хуҫалӑх механикне вӗреннӗ. Ҫурҫӗр Казахстанра ҫерем ҫӗрсем уҫнӑ.

А.Чебанов ҫамрӑклах клуб сценине хапӑл тунӑ. Пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ чухнех вӑл А.Кӑлканӑн «Анисса» драминче вылянӑ, каярахпа хӑй те пьесӑсем ҫырма пикеннӗ. «Праски инке хӗр парать», «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» камитсене халӑх уйрӑмах юратать. Анатолий Чебанов ҫырнӑ пӗр пайлӑ пьесӑсем «Укӑлча умӗнче», «Ниме», «Вӗлтрен кайӑкӗ», «Хӑтасем», «Шӑпа панӑ телей» Чӑваш ен телевиденийӗпе кӑтартма тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Ҫыравҫӑ сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсем те пысӑк хисепреччӗ — ун сӑмахӗсемпе чӑваш композиторӗсем Ф.Лукин, Ю.Григорьев, Ю.Кудаков, Ю.Жуков, А.Никитин, С.Толстов, П.Романов, В.Дмитриев, Г.Алексеев, Н.Заводскова, А.Галкин чылай юрӑсем ҫырнӑ.

1994 ҫулта Чӗмпӗр кӗнеке издательстви «Праски инке хӗр парать» ятпа унӑн пьесисен пуххине кӑларнӑ. 1997 ҫулта Шупашкарта «Драмӑсемпе комедисем» ятпа кӑларнӑ кӗнекере те унӑн пьесисем пур. «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Шевле ҫути», «Атӑл юрри» журналсенче те пултаруллӑ драматургӑн хайлавӗсем тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ.

Ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1991). Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1997).

#Тутарстан, #Чӑнлӑ Шӑхаль, #Ҫӗпрел районӗ, #ҫухарусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем