Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.0 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Гладков урамӗнчи ҫӗнӗ шкул вӗренӳ ҫулне хатӗр

Сутатӑп Арека пальма
Сутатӑп Икӗ хутлӑ дача сутатӑп. Электричество, сарай, мунча, беседка, теплица, шыв пухма...
Сутатӑп Кроликсем сутатӑп.
Софья Савнеш 21.08.2017 20:41 | 219 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Шупашкарти Гладков урамӗнче шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне уҫӑлӗ-и? Нумаях пулмасть ҫак ыйту тавра калаҫнӑ, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ унта ҫитсе те килнӗччӗ.

Халӗ ҫапла ҫирӗплетеҫҫӗ: ҫӗнӗ шкул авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне алӑкне уҫӗ. Унта монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ-мӗн, патшалӑх аккредитацийӗн свидетельствине, вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнме май паракан лицензие илнӗ.

Шкула 61 ҫынна ӗҫлеме илнӗ ӗнтӗ. Вӗсен йышӗнче 46-шӗ – вӗрентекен, 5-шӗ техника персоналӗ. Тепӗр 4 вӗрентекен, 12 персонал илме палӑртнӑ. Унти ӗҫченсене кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра ӗҫ укҫи тӳлеме республика хыснинчен 10,1 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Шкулта хальлӗхе 1-8-мӗш классем ҫеҫ ӑс пухӗҫ. Аслӑ классем ҫитес ҫултан ҫеҫ пулӗҫ.

#хысна, #Шупашкар, #шкулсем, #вӗренӳ, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарти шкула Мускавран укҫа килӗ
2016, 07, 25
Ҫутӑ, ҫул урлӑ каҫмалли ҫукки ашшӗ-амӑшне пӑшӑрхантарать
2016, 12, 19
Гладков урамӗнчи шкул хута кайӗ-ши?
2017, 07, 24
Вӗренӳ тата сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗсене хушма укҫа уйӑрса панӑ
2017, 07, 28
5 шкул валли директор шыраҫҫӗ
2017, 08, 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org