Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.0 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Чӑваш Енри ӗне сӑвакана машина лекмен

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Таисия Ташней 07.09.2017 19:58 | 591 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Ҫак кунсенче Мордва Республикинче ӗнене машинӑпа сӑвакан операторсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пирӗн республикӑран унта Тӑвай районӗнчи «Акконд-агро» операторӗ Екатерина Георгиева хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне тӳре пулма Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ӑратлӑха ӳстерессипе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхне Светлана Мясникована шаннӑ.

Раҫҫейри доярсемпе дояркӑсен ӑмӑртӑвӗ ӗнер вӗҫленнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене пилӗк номинаципе палӑртнӑ. Тӑвай доярки 66 дояркӑран чи лайӑх вуннӑшӗн йышне лекнӗ. Абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗ ята Мордва Республикинчи "Новотроицкая" агрофирмӑри Людмила Семенкина ҫӗнтернӗ, ӑна «Лада Гранта» автомобильпе чысланӑ. Ҫапла вара чӑваш дояркине машина лекмен.

#ял хуҫалӑхӗ, #ӑмӑртусем, #Тӑвай районӗ, #выльӑх-чӗрлӗх, #конкурс, #ӑсталӑх, #сӗт

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пылак ҫимӗҫ хуҫисем пӑру вити уҫнӑ
2016, 12, 28
Шупашкарта сӗте автоматсем сутаҫҫӗ
2017, 04, 11
Кашни кун тӗрӗсленипе кӑна сӗткоматсем аван ӗҫлеҫҫӗ
2017, 05, 17
Тӑвай районӗнче сӗте 11 тенкӗпе пухаҫҫӗ
2017, 05, 18
Раҫҫейри чи маттур ӗне сӑвакан оператора Чӑваш Енри тӳре те палӑртӗ
2017, 09, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org