Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Мускаври парада Шупашкарти ветеран хутшӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 10.05.2018 18:13 | 1148 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Шупашкарта пурӑнакан 93 ҫулти Юрий Петров Мусквари парада хутшӑннӑ. Шурсухала ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ лапамри тӗп трибуна ҫинчен уяв мероприятийӗсене сӑнама май килнӗ.

«Правда ПФО» журналисчӗ Александр Белов ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗршыври 8 ветерана темле ыр кӑмӑллӑх организацийӗ Мускава чӗннӗ. Анчах унта ҫитсен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ: ватӑсем валли йыхрав хучӗ ҫук-мӗн. Ресторанта апатлантарма шантарнӑ-ха. Анчах ватӑ ҫын апат ҫиессишӗнех Мускава кайманни паллӑ ӗнтӗ.

Пӑтӑрмах пирки вӑрҫӑ ветеранӗн мӑнукӗ Мария Тишина халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырса кӑтартнӑ. Ҫакна Мускав мэрӗ Сергей Собянин асӑрханӑ, ыйтӑва татса пама шантарнӑ. Ыр кӑмӑллӑх организацийӗ урлӑ кайнӑ ветерансем ҫапла вара Мускаври парада лекнӗ.

#пӑтӑрмахсем, #уявсем, #ваттисем, #Шупашкар, #Мускав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

владимир // 3957.56.0551
2018.05.13 02:18
Аван-и, сывă-и, Чăваш Ен. Каçарăр-ха, тархасшăн.
Рассейре "Великая Отечественная война" тесе çыраççĕ те, мĕншĕн-ши пирĕн чăвашла çавăн пекех сума суса, "Аслă Аттелĕх вăрçи" тесе çырма сĕнмеççĕ çÿлĕрен-çÿлĕ ăсчахсем, шăлĕсене чăваш çырулăхне лайăхлатса катса петернĕскерсем?!! Виноградовсем те, ыттисем те?!!
Сăнÿкерчĕкри Асаттене те ашшĕ ятне те хушса сумламасăр Юрий Петров тесе кăна иртнĕ. Ун çинчен пăтармаха кĕнипелен çех çырса иртни - кÿрентерни анчах. Çамрăк журналист "пуçа хыçтаракан хыпар" анчах "аллани" курăнчĕ мана.
Хуравăра, яланхи пекех, кетеп-ха. Кетсе йăлахмарăм-ха.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем