Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ӗнер Игорь Поручиковпа сывпуллашнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 04.06.2018 08:29 | 2175 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Игорь Поручиков
Игорь Поручиков

Шупашкар районӗнчи Сархурӑн ялӗнче ҫуралнӑ Игорь Поручиков журналиста ӗнер юлашки ҫула ӑсатнӑ. «Пӗр класрисем» халӑх тетелӗнчи унӑн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игоре юлашки ҫула Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 14-мӗш ҫуртри 114-мӗш хваттертен ӑсатнӑ.

Игорь Поручиков юлашки вӑхӑтра профсоюз организацийӗсенчен тытӑмӗнче пресс-службӑра ӗҫленӗччӗ. Унччен вӑл республикӑри тӗрлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тӑрӑшнӑ. Профсоюз тытӑмне куҫиччен Игорь Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫленӗччӗ. Игорь унта реклама менеджерӗ пулса тимленӗччӗ.

Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Игорь 51 ҫул тултарнӑ. Ӑна М-7 автоҫул ҫинче ҫурҫӗр ҫитеспе машина ҫапса кайнӑ. Ӗҫтешӗмӗр ҫемьеллӗ пулнӑ, хӗрпе ывӑл ӳстернӗ.

#Шупашкар районӗ, #пӑтӑрмахсем, #инкексем, #ҫул-йӗр, #ҫухату, #Сархорн

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3404.30.2859
2018.06.04 15:57
Agabazar
Мĕнле вилнине тĕплĕн тĕпчес пулать: мĕнле машшын, шохвĕрĕ кам, çул çине мĕнле тухнă, шар курни (И.П.) е сыхланайман тата ытти те.
Инкек епле иртние куракансем пулнă-и? Регистраторпа çырса илейнĕ-и кам та пулин?
Agabazar // 1777.21.0599
2018.06.04 18:29
Agabazar
Игорь Поручиков "Ар" ятлӑ хаҫата ("Хыпар" ҫумӗнче) кӑларса тӑнӑ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем