Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Канмалли кунсенче 5 ҫын вӑрманта ҫухалса кайнӑ

Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Софья Савнеш 09.10.2018 21:25 | 547 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Кӑмпа сезонӗ пуҫланнӑ май вӑрмансенче ҫынсем час-часах ҫухалаҫҫӗ. Уйрӑмах – Атӑл леш енче. Халӑх унта шур ҫырли, кӑмпа татма ҫӳрет.

Канмалли кунсенче ҫӑлавҫӑсем 5 ҫынна пулӑшу кӳнӗ. Шӑматкун Атӑл леш енче Астраханка пӗве ҫывӑхӗнче арҫын ҫухалнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен ӑна часах тупнӑ.

Ҫав кунах Атӑл леш енче Иван-Беляк ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта арҫынпа ывӑлӗ ҫулран аташса кайнӑ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем вӗсене те хӑвӑртах тупнӑ.

Вырсарникун Ҫурҫӗр поселокӗ патӗнче арҫынпа хӗрача ҫухалса кайнӑ. Вӗсене ҫӑлавҫӑсем участковӑйпе пӗрле шыранӑ. Тупнӑ. 43 ҫулти арҫын тусӗн 13-ри хӗрӗпе кӑмпа пуҫтарма кайнӑ-мӗн. Ҫухалса кайни пирки вӑл хӑйех полицие шӑнкӑравласа каланӑ. Йӗрке хуралҫисем лешсем илтчӗр тесе машина ҫинче сирена ҫутнӑ. Ҫапла пулса тухнӑ та: каҫхи 8 сехет ҫурӑра вӗсене тупнӑ.

#шыравсем, #ҫӑлавҫӑсем, #Атӑл, #полици

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52899
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шур ҫырли татма кайсан ҫухалнӑ
2017, 11, 08
Мӑн Сӗнтӗр каччи ҫухалнӑ
2018, 08, 18
Етӗрнере амӑшӗпе 3-ри ывӑлӗ ҫухалнӑ
2018, 09, 17
Етӗрнере амӑшӗпе 3-ри ывӑлӗ тупӑннӑ
2018, 09, 19
22-ри каччӑ пулла кайнӑ та ҫухалнӑ
2018, 10, 08

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org