Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере юр ҫӑвӗ тата ҫил-тӑман вӗҫтерӗ.
Ыран республикӑра юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, ҫил вӑйланӗ – ҫеккунтра 15-17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Шупашкар хулинче юр кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫума тытӑнӗ. Ытларикун ҫӗрле ҫулсене вырӑнӑн-вырӑнӑн юр хӳсе лартӗ. Асӑрханӑр: кунсӑр пуҫне ҫулсем шуҫлак пулӗҫ!
Юнкун юр ҫума чарӑнӗ, пӗлӗтсен хыҫӗнчен хӗвел тухма хӑтланӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтӗ: термометр 0 градус е кӑшт ӑшӑрах кӑтартӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун вара клалех юр ҫӑвӗ, анчах ун пекех вӑйлах мар. Ҫапах канмалли кунсем тӗлне юр хулӑнӑшӗ 5-10 сантиметра ҫитӗ.
Эрнен иккӗмӗш ҫурринче 4-9 градус сивӗ пулӗ, анчах ҫурҫӗр-анӑҫ енчен вӗрекен ҫиле пула 10-15 градус таран сивӗ пек туйӑнӗ. Ҫавӑнпа хӗллехи тумсене шкапран кӑларма пуҫлӑр.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере те юр кӑштах ҫӑвӗ.
