Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкар аэропорчӗ кам ячӗпе хисепленесси ҫывӑх вӑхӑтра палӑрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 12.11.2018 18:44 | 1600 хут пӑхнӑ
Хулара

Ҫак кунсенче Раҫҫейри аэропортсене хисеплӗ ятсем парассипе сасӑлав пычӗ. Шупашкартине списока кӗртнӗ май ун валли те ят шырарӗҫ. Республикӑн тӗп хулин урамӗсене «Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем» ушкӑн хастарӗсем тухса ҫынсен шухӑшӗпе кӑсӑкланчӗҫ. Унсӑр пуҫне «великиеимена.рф» сайтра сасӑлав иртрӗ.

Шупашкарти аэропорт ятне пама Чӑваш Енӗн Общество палати 5 ҫынна сӗннӗччӗ: тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева, Андриян Николаева летчик-космонавта, Алексей Крылов карап ӑстине, граждан вӑрҫине тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Александр Боголюбов генерал-полковника, Святослав Федорова офтальмолога.

Чи нумай сасса Андриян Николаев, Святослав Федоров тата Иван Яковлев пухнӑ. Ҫак уйӑх вӗҫӗнче ҫӗнтерӳҫе финал-сасӑлав тӑрӑх палӑртӗҫ. Унӑн ятне раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.

#сасӑлав, #Шупашкар, #аэропорт

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамăр ял // 2630.07.3255
2018.11.13 12:21
Андриян Николаев - СССРăн виççĕмĕш лётчик-космонавт. Совет Союзĕн икĕ хут Герой. Чăваш халăхĕн наци Паттăрĕ. Уншăн сасăламалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем