Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Ҫамрӑксем мӗншӗн чӑвашла калаҫасшӑн та, вӗренесшӗн те мар?

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.12.2018 03:11 | 1677 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Ҫак ыйтӑва тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эс кам ачи?» пабликра хускатнӑ. «Паянхи ҫамрӑк ӑру чӑваш чӗлхинчен сивӗнсе пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Вӗсем чӑвашла калаҫасшӑн та, чӑвашла вӗренесшӗн те мар. Чӑваш чӗлхине шкула тавӑрас тесе эпир петицисем ҫыратпӑр, калаҫатпӑр. Ку паха, питӗ паха, ҫапах та вӑйпа калаҫтарайӑн-ши ҫамрӑксене, шкул ачисене чӑвашла? Вӑйпа юраттарайӑн-ши чӑваш чӗлхине?», — хускатнӑ пост авторӗ ҫивӗч ыйтӑва.

Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк ӑрӑва чӑвашла таса, илемлӗ, юратса калаҫакан чӑнкӑ ҫамрӑк лидер, кумир (юрӑҫ е блогер) ҫитмест.

«Tatarka e АИГЕЛ тутар чӗлхипе юрлакан юррисем айӗнче час-часах ҫапла комментарисем вулама пулать: «Только ради этой песни я готов выучить татарский язык». Ҫакна вырӑссем ҫыраҫҫӗ. Иккӗленместӗп: тутар ҫамрӑкӗсемшӗн те чӑнкӑ хӗрсем вӗсен/хӑйсен тӑван чӗлхипе пӗтӗм Раҫҫей илтмелле юрлани чыслӑ та кӑмӑллӑ. Пирӗн ҫамрӑксем валли юрлакан ҫӑлтӑрсем ҫукпа пӗрех, youtube та вӗсен чӗлхипе калаҫмасть», — тенӗ пост авторӗ.

Ютуб чӑвашла калаҫманнине, ҫамрӑксен кумирӗ ҫуккине, сӑмах май, ҫак йӗркесен авторӗ тахҫантарах хатӗрленӗ пӗр интервьюра Турцире пурӑнакан Виктор Бычков дизайнер (вӑл — чӑваш) тӗлӗнмелле вырӑнлӑ хускатнӑччӗ. Унпа килӗшекенсем татах пурри савӑнтарать.

#культура, #ҫамрӑксем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.vk.com/vulavula?m=88
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем