Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Электронлӑ вулавӑшра кӗнеке хушӑнчӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.03.2012 20:36 | 1616 хут пӑхнӑ

Паян, пушӑн 22-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӑн паллӑ артисчӗ Кӗлпук Мучи 100 ҫул тултармаллаччӗ. Пирӗнтен вӑл, шел те, 88 ҫулта уйрӑлчӗ.

Ҫак куна халалласа Чӑваш халӑх сайчӗ унӑн «Ватӑ чӗре — ҫамрӑк чун» кӗнекине электронлӑ вулавӑша кӗртрӗ. Вӑл чӑваш халӑх артисчӗ, паллӑ драматург, эстрада ӑсти Ефим Никитин (Кӗлпук Мучи) пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллаштарать. Хӑй вӑхӑтӗнче унӑн пьесисемпе кулӑшӗсене вулакансемпе куракансем яланах хапӑл туса йышӑнатчӗҫ. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсем: «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» очерк; «Ан сивӗн, савни», «Хуняма», «Ик айкки те тӑвайкки» камитсем; «Ватӑ чӗре — ҫамрӑк чун» трагикомеди; пӗчӗк мыскарасем.

Ефим Никитин 1912 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыкӑпа театр техникумӗнче вӗреннӗ. Каярахпа Ҫамрӑксен театрӗнче вылянӑ, Иккӗмӗш колхоз чӑвашӗсен театрне (Комсомольски) ертсе пынӑ. 1943 ҫултанпа тӑхтавсӑр К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче вылянӑ.

Сцена ҫинче унӑн «Сарпике», «Кукша Иван», «Вӑрланӑ хӗр», «Майлаштарчӗҫ» пьесисене лартнӑ. Кӗлпук Мучи ятпа ӑна радиоитлекенсен юмахҫӑ пек астӑваҫҫӗ — чӑваш радиовӗпе вӑл «Каҫхи юмах» кӑларӑма ертсе пынӑ. Ефим Никитин 15 пьесӑпа 12 кӗнеке авторӗ.

1953 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артист ятне, 1968 ҫулта Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, 1975 ҫулта РСФСР халӑх артисчӗ ятне тивӗҫнӗ. 1972 ҫулта унӑн ятне Чӑваш Енӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Хисеп Кӗнекине ҫырса кӗртнӗ.

#Вӑрмар районӗ, #Арапуҫ, #юбилейсем, #кӗнекесем

 

Комментари:

2012.03.22 20:38
Аçтахар Плотников
Уф... Ĕлкĕртĕм-ĕлкĕртĕмех!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем