Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 02.06.2012 21:03 | 2022 хут пӑхнӑ

Ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче Республика шайӗнче иртнӗ «Архив хучӗсенчи истори» ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата таврапӗлӳ ӗҫӗсен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Республикин культура тата наци политикипе архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫсем палӑрнӑ:

«Чӑваш Енпе чӑваш халӑхӑн историйӗ» поминацире:

• лауриатсем — Козлов Федор Николаевичӑн «Голод 1921-1922 годов и изъятие церковных ценностей в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри 1921-1922 ҫулсенчи выҫлӑх тата чиркӳн хаклӑ япалисене туртса илни) монографийӗ; Чӑваш Республикин хальхи историйӗн патшалӑх архивӗнче тӑрӑшакан авторсен ушкӑнӗ — Максимова Анна Геннадьевна, Поликарпова Алина Анатольевна, Потатурина Марина Викторовна — хатӗрленӗ «Ради жизни на земле» (чӑв. Ҫӗр ҫинчи пурӑнма) виртуаллӑ курав;

• дипломантсем — Алжейкина Галина Владимировнӑн «Чувашский республиканский Дом народного творчества в XX веке» (чӑв. Чӑваш республикин халӑх пултарулӑх ҫурчӗ XX ӗмӗрте) монографийӗ; Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗнче тӑрӑшакан авторсен ушкӑнӗ — Васильева Татьяна Петровна, Выйкин Сергей Ильич, Питернова Валентина Федоровна, Чибис Александр Алексеевич, Щербаков Сергей Владимирович — хатӗрленӗ «Неизвестная война: секретные постановления Совнаркома Чувашской АССР и Чувашского обкома ВКП (б) за 1941-1945 гг.» (чӑв. Пӗлмен вӑрҫӑ: 1941-1945 ҫҫ. Чӑваш АССР Совнаркомӗн тата ВКП(б)-н чӑваш обкомӗн вӑрттӑн хушӑвӗсем) электронлӑ кӑларӑмӗ.

«Тӑван кӗтес историйӗ» номинацире:

• дипломантсем — Федотова Людмила Аркадьевнӑн «История села Шоркистры в географических названиях» (чӑв. Энӗшпуҫ историйӗ географи ячӗсенче) ансат ӑслӑлӑх кӑларӑмӗ, Зотова Галина Вячеславовнӑн «Штанашский край. Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» кӗнеки.

«Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем» номинацире:

• лауреат — Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗнче тӑрӑшакан авторсен ушкӑнӗ — Александрова Оксана Викентьевна, Васильева Татьяна Петровна, Питернова Валентина Федоровна — хатӗрленӗ «В великом подвиге Вы провели года...» (чӑв. Пысӑк паттӑрлӑх кӑтарса Эсир ҫулсем ирттернӗ...) историпе докуменсем виртуаллӑ куравӗ;

• дипломант — Чӑваш Республикин хальхи историйӗн патшалӑх архивӗнче тӑрӑшакан авторсен ушкӑнӗ — Максимова Анна Геннадьевна, Поликарпова Алина Анатольевна — хатӗрленӗ «Верность выбранному пути» (чӑв. Суйланӑ ҫула шанса») виртуаллӑ курав.

«Архив ӗҫӗпе хутпа тивӗҫтерекен тытӑмлӑх тӗлӗшӗнчи ӑслӑлӑхпа меслет хатӗрлевӗсем» номинацире:

• лауреат — Горланова Татьяна Ивановна хатӗрленӗ «Шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗсен нормӑпа меслет хучӗсем» хутсем ҫырассипе архив ӗҫӗн ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ нормӑпа меслет хучӗсен пуххи.

#Штанаш, #архив, #конкурссем, #Энӗшпуҫ, #истори

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем