Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Тӗрмере ӗҫлекене тӗрмере ларакан ҫын кӳрентернӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.07.2019 20:07 | 1073 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Енри юсанмалли колонисенчен пӗринче айӑплава ирттерекен ҫын унта ӗҫлекене кӳрентернӗ.

Шупашкар районӗнчи Толик Хураскинчи 6-мӗш колонире ларакан ҫын усаллӑн перкелешнине унта ӗҫлекен ҫын йывӑра илсе йышӑннӑ. Пӑтӑрмах 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ. Ҫавӑншӑн арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗрмере айӑплава ирттерекене РФ Пуҫиле кодексӗн 3019-мӗш статйипе айӑплама йышӑннӑ. Вӑл статьяпа влаҫ представителӗсене ӗҫ вырӑнӗнче кӳрентерекенсене явап тыттараҫҫӗ.

Черетлӗ ӗҫе суд тишкернӗ тӗле арҫын колонирен ирӗке тухса ӗлкӗрнӗ. Ӑна хальхинче 8 уйӑх юсанмалла ӗҫлеттерӗҫ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ укҫин 10 процентне патшалӑх тытса юлӗ.

#Шупашкар районӗ, #тӗрмесем, #укҫа-тенкӗ, #яваплӑх, #пуҫиле ӗҫсем, #Толик Хураски

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем