Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Алексей Трофимова халалланӑ курав уҫӑлӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.02.2020 14:13 | 1124 хут пӑхнӑ
Культура

Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 16 сехетре Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче «Вся жизнь в науке» (чӑв. Пӗтӗм пурнӑҫ ӑслӑлӑхра) курав уҫӑлӗ. Ӑна искусствоведени докторӗ Алексей Трофимов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Карьерӑн малтанхи тапхӑрӗнче ученӑй чӑваш халӑх тӗррине тӗпченӗ. Унӑн пичетленнӗ малтанхи ӗҫӗсенчен пӗри — «К вопросу о возникновении чувашской вышивк». Ӑна Вырӑс музейӗн хыпарлавӗсенче пичетленӗ.

1977 ҫулта Алексей Александрович диссертаци хӳтӗлӗсе искусствоведени кандидачӗ пулса тӑнӑ. Паян А.А. Трофимов – 18 кӗнеке тата 200 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ.

Чӑваш тӗррине ученӑй Раҫҫейри тӗрлӗ музейра тӗпченӗ. Вӑл чӑвашсен тӗн скульптури пӑлхар скульптурипе ҫыхӑннине тишкернӗ.

А.А. Трофимов тӗрлӗ ордена тивӗҫнӗ.

#ят-сум, #чӑвашлӑх, #культура, #музейсем, #куравсем, #ят-сум

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 2140.69.7903
2020.02.08 15:06
Чӑваш Прометейне, Ӳнер пӗлӗвӗн докторне, Гуманитари институчӗн пултаруллӑ директорӗ пулнӑ Алексей Александрович Трофимова ватлӑх кунӑмӑрсенче ырӑ сунса пуҫ таятӑп.
Пулсанччӗ, пулсанччӗ наци наукипе культуринчи пуҫлӑхсем пурте ун пек тӳрӗ те сӑпай, ӗҫчен те чӑтӑмлӑ, ҫирӗп те малтуртӑмлӑ ӑспа тӑрӑшакан ҫынсем! Вара паян чӑваш ӑс=тӑнӗ чылай ҫӳле хӑпарӗччӗ,иҫмасса!


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем